Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ лайӑх курайманнипе, вӑл темиҫе хутчен гуммиарабика тӳнтерсе янӑ, ҫав «киревсӗр япала» тӑвакансене темиҫе тӗрлӗ ылханнӑ, ку «ухмах ӗҫе» кӑмӑлламаннине темиҫе майлӑ палӑртнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗн пирки эпӗ юриех ҫине тӑнӑ-ха, хам курайманнипе тетӗр-и?Что я настаивал нарочно, то есть из подлых личных побуждений?
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Марья Васильевнӑна, эсӗ вӑл Николай Антонычах пулнӑ, тесе ӑна курайманнипе ҫине тӑрать теме те пултарнӑ вӗт-ха.Я мог сказать, что ты настаиваешь, что это — он, потому, что ты его ненавидишь.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
6. Хамӑн халӑхӑмпа сӑваплӑ Ҫуртӑмӑршӑн, хамӑр арӑмӑрсемпе ачамӑрсемшӗн тавӑрӑп эпӗ: ӗнтӗ курайманнипе таврари халӑхсем пурте пире пӗтерме пӗрлешрӗҫ, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ: «ҫак икӗ халӑх тата ҫак икӗ ҫӗр манӑн пулӗ, унта Ҫӳлхуҫа пулнӑ пулин те, эпир вӗсене ярса илӗпӗр» терӗн: 11. ҫавӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — Эпӗ сана хӑвӑн курайманлӑхна кура, Израиль ывӑлӗсене курайманнипе эсӗ епле кӗвӗҫнине кура айӑплӑп, сана сут тунӑ чухне вӗсене Хама кӑтартӑп.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ; 26. Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем; 27. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам, 28. пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах эсир каяс темерӗр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнине хирӗҫ пултӑр, 27. хӑвӑр чатӑрӑрсенче ӳпкелешсе калаҫрӑр: Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен курайманнипе, аморрейсен аллине парас та пӗтерсе тӑкас тесе илсе тухрӗ; 28. ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? пирӗн тӑванӑмӑрсем «вӑл халӑх пирӗнтен нумайрах, [йышлӑрах,] пӗвӗпе те ҫӳллӗрех, унти хуласем пысӑк, вӗсене тӳпенех ҫитекен хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, тата эпир унта Енак ывӑлӗсене те куртӑмӑр» тесе чӗремӗре хавшатсах пӑрахрӗҫ, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.