Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл мана темӗн пек курайманнине асӑрхаса илтӗм.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Вӑт камран вӗренмелле вилӗме чӑн-чӑн курайманнине.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Поэт пире яланхи мирлӗ кунсем патне ҫавӑрса пырса, тӑшмана курайманнине тата ытларах ҫӗклентерсе ярать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Иона ҫак ещӗксене курайманнине старшинаран пытармасть.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Юрӗ, юрӗ, старик, тӑшмана пирӗнтен хӑшӗ ытларах курайманнине шутласа пӑхар!»«Ну, давай, давай, старик, посчитаемся, у кого душа круче заварена злобой, давай!»
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Монтанелли лӑпкӑ сасӑпа калаҫрӗ, анчах полковник унӑн сассинче хӑйне калама ҫук хытӑ курайманнине сисрӗ, вара ҫилленнипе унӑн пичӗ хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хамӑрӑн ӗҫсене тунӑ чухне эпир пире юратнипе юратманнине е курайманнине шута илсе тӑмалла мар.В наших поступках мы не должны руководиться тем, любят нас или ненавидят.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пуринчен те хытӑрах, ҫине тӑрса, пуринчен те ытларах хортан уйрӑлса кайса хула пуҫӗ Воропонов, урапасемпе сутӑ тӑвакан купец ывӑлӗ юрланӑ; самӑр, хӗрлӗ сӑн-питлӗ, перламутртан тунӑ тӳме тӗслӗ куҫлӑскер, вӑл хӑйӗн ашшӗнчен, пурлӑхпа пӗрле, пур Артамоновсене те чунтан, нихҫан ҫураҫмалла мар курайманнине илсе юлнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫакӑ вара Никонов ачине сӑлтавсӑр курайманнине тӳрре кӑларакан сӑлтав пулнӑ, чӗрене кӑштах пусарнӑ.Это вносило в тёмную ненависть к мальчику Никонову понятную причину, это несколько облегчало.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ходжер, ун ҫине шӑтарас пек пӑхса, ҫак ҫынна курайманнине пытарма пултараймасӑр тӗпчеме пуҫларӗ.Ходжер смотрел на него в упор и расспрашивал с нескрываемой враждебностью.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑйне алӑра тытма, маскировка тума пӗлнӗ пулсан та, хӑш чух оккупантсене курайманнине ниепле те пытарма пултарайман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫынсем нимӗҫсене курайманнине пытарманни те палӑра пуҫларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«Путсӗр эпӗ, хӑравҫӑ, ирсӗр хӑравҫӑ!» — сасартӑк шухӑшласа илчӗ тӗ вӑл, каллех хӑйне йывӑррине, хӑйне хӑй курайманнине, хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннине туйма пуҫларӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мексиканец хӑй ҫамрӑк мустангера курайманнине пытарман, анчах мӗншӗн курайманнине ӑнлантарса паман.Мексиканец не скрывал своей ненависти к молодому мустангеру.
XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй пире пӑхӑнса тӑнине тата Совет влаҫне курайманнине тепӗр хут палӑртас тесе пулас, хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын шӑтӑкла ҫиттипе витсе хунӑ комод патне пырса пӗр ещӗкне туртса кӑларчӗ, унтан шкатулка илчӗ те, ун ӑшӗнчен темиҫе миллионшар тенкӗлӗх Совет укҫисене кӑларса вӗсем ҫине тарӑхсах сурчӗ, унтан вӗсене ҫӗре пӑрахса пӗтӗм вӑйӗпех таптама пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Паттӑр пекех ҫӳлӗскер, хӑй умне кам ҫакланнӑ, ҫавсене пурне те уҫҫӑнах курайманнине палӑртса тӑракан сӑн-питлӗскер, вӑл, куляннӑ чухнехи пек, пуҫне пӑркалать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Нимӗн чӗнмесӗр тимлӗн итлекен халӑх, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питсем, хресченсен хаяр та тимлӗ куҫӗсем, тухса калакансенчен хӑшӗ те пулин акӑлчансемпе американецсем Архангельск крайӗнче мӗнле тискерленни ҫинчен каласа парсан, халӑх хушшинче курайманлӑхпа кӑшкӑрашни — ҫаксем пурте Драницына халӑх интервентсене хирӗҫҫине, халӑх интервентсене чунтан-чӗререн курайманнине татах та татах тепӗр хут ӗнентерчӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Палламан ҫыннӑн пурне те ҫӗмӗрес йӑла пуррине тата вӑл цивилизаципе культурӑна курайманнине шута илсе», темӗнле Аткинсон мистер тӗрӗслӗх патне чи малтан ҫывхарнӑ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах тинкеререх пӑхма пӗлекен ҫын ҫак ҫулпуҫӗсем, пӗринчен-пӗри иртесшӗн пулса, пӗрне-пӗри вӑрттӑн курайманнине часах сиссе илнӗ пулӗччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.