Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунах (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
Музыка редакцийӗ ҫав кунах Т. Фандеев композитор Г. Ефимов сӑвви тӑрӑх пӗрремӗш космонавта халалласа ҫырнӑ юрра радио тӑрӑх юрласа панӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫав кунах вара, кӑнтӑрла иртсен, нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗни ҫинчен радиопа пӗлтереҫҫӗ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кашни кунах эпир унпа арифметикӑпа вӗренетпӗр.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чи малтанхи кунах вӑл Венюкпа пӗрле ферма таврашӗнче курса ҫӳренӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Инке Яккӑвӗ телеграммӑра кӑтартнӑ кунах станцине тухса кайрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни кунах е кунта, е лере хӗрарӑм ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет — ҫывӑх тӑванӗ таврӑнас ҫук ун вӑрҫӑран, епле кӗтсен те, ӑна кӗтсе илеес ҫук.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни кунах хӑй те платниксене пулӑшма ҫӳрерӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурпӗрех Кулюкка ҫав кунах упӑшки ӑҫта пулнине ыйтса пӗлетех.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗҫсем пеме чарӑнсанах, хамӑрӑннисем кӗпер урлӑ каҫса малалла ыткӑнӗҫ тесе шутласшӑнччӗ вӑл, анчах ҫав кунах вӗсен полкӗ каялла чакма пуҫларӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ тепӗр кунах ман пата евчӗ яма килӗшнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур таҫтан укҫа тупнӑ хыҫҫӑн, улпут патӗнче ӗҫлеме пӑрахса, кашни кунах ӗҫме пуҫларӗ, час-часах харкашкаларӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем кашни кунах Анук патне пырса Ванюка пӑхаҫҫӗ, унпала выляҫҫӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмаха вӑл ашшӗ килӗнче чухне те кашни кунах илтнӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек тӗрӗслевсем кашни ҫӗртех, кашни кунах, яланах пулса иртеҫҫӗ пулӗ!

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫамрӑкӑн ӗҫлес килет, ҫав ӗҫе тухнӑ кунах вӑкӑр ун ҫине пӑхкалать, мӗкӗрет, анчах вырӑнтан та тапранмасть.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫав кунах хамӑн ҫывӑх юлташпа, пулас туй каччин ҫумӗпе, тӗл пулса Лора каланӑ хыпара сӳтсе яврӑмӑр.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӑна кашни кунах йӳҫек ӑшӑ шывра тытатӑп.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Сирӗнпе эпир малтанхи кунах пӗр чӗлхе тупаймастпӑр-и капла?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӳлӗре тытаҫҫӗ пулӑ Такамсем яра кунах.

Help to translate

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Ульха тӑхтаса тӑмарӗ, юмӑҫ карчӑк хушнине ҫав кунах пурнӑҫларӗ: Мирун хапхи умне укҫа кайса пӑрахрӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed