Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран ҫапла килсе тухрӗ: службӑри ӗҫсене пула эпӗ виҫӗ-тӑватӑ ҫул хушши яла каяймарӑм.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ чылайччен ҫывӑрса каяймарӑм, мана Зинаида калавӗ тӗлӗнтерсе ячӗ.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
«Ну вӑт, иртсе каяймарӑм! — кӳренчӗклӗн шухӑшларӗ Ксени.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӗр каҫичченех эпӗ ҫывӑрса каяймарӑм, пилӗк сехетре вара, кунта урӑх юлма пултараймастӑп, халех ларса каятӑп тесе, тӑтӑм та хама пӑхакан сторожа вӑратрӑм, лаша кӳлсе килме хушрӑм.
XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Каяймарӑм! — кӑшкӑрчӗ Лозневой.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Пултараймарӑм… сан патӑнтан пӑрахса каяймарӑм! — терӗ вӑл, сывлӑшне аран ҫеҫ ҫавӑрса.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Каҫпа ниепле те ҫывӑрса каяймарӑм.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Тепӗр ҫул эпӗ Туркмение каяймарӑм, мӗншӗн тесен мана комсомола илчӗҫ, ҫамрӑк пионерсен вожатӑйӗ туса хучӗҫ, ҫуллахи вӑхӑта эп Мускав ҫывӑхӗнчи лагерьте ирттертӗм.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ чылайччен ҫывӑрса каяймарӑм.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та эпӗ вӑрахчен ҫывӑрса каяймарӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каҫарӑр, — тет Антон Пафнутьич, пӑрҫа тӗслӗ сӑкманӗн тӳми йӑллине салфетка тирсе, — каҫарӑр, батюшка Кирила Петрович, эпӗ тухасса ирех тухнӑччӗ те, вунӑ ҫухрӑм та каяймарӑм, малти кустӑрма шини шартах ҫурмаран татӑлса кайрӗ — мӗн тӑвас тетӗн?
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949