Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан the word is in our database.
капитан (тĕпĕ: капитан) more information about the word form can be found here.
— Бонд капитан хӑй ячӗпе тата Ошэн капитан ячӗпе хӑйсене Килӗшӳ держависенчен Дон тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлме официаллӑ йӗркепе хушса яни ҫинчен Дон атаманне пӗлтерме кирлӗ тесе шутлать.

— Капитан Бонд от своего имени и от имени капитана Ошэна уполномочен заявить донскому атаману, что они являются официально посланными от держав Согласия, чтобы узнать о том, что происходит на Дону.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслӑ офицерсем хыҫҫӑн тӑраканнисем: гварди капитанӗ Грабчукпа тинӗс летчикӗ гварди капитан Бунимович.

За старшими офицерами стояли: гвардии капитан Грабчук и гвардии капитан морской летчик Бунимович.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта Муштаков капитан, Гуревич капитан тата икӗ миномётнӑй ротӑн командирӗсем пулнӑ.

Там были капитан Муштаков, капитан Гуревич и командиры двух минометных рот.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Унӑн дзотне яланах батальон командирӗ Муштаков капитанпа артиллерист Гуревич капитан кӗре-кӗре ларнӑ.

В его дзот обычно заходили командир батальона капитан Муштаков и артиллерист капитан Гуревич.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Батальон командирӗ Муштаков капитанпа батарея командирӗ Гуревич капитан ку кӗрлеве хӑйсен лашисем ҫинчех пӗр хускалмасӑр ларса итленӗ.

Командир батальона капитан Муштаков и командир батареи капитан Гуревич замерли на своих лошадях.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл ӗнтӗ Озеров капитан ҫине куҫ илмесӗр пӑхма тытӑнчӗ, анчах, хытӑ пӑлханнипе, хӑй патне ҫывхарсах-ҫывхарсах пыракан капитан мӗн каланине илтмерӗ.

Он смотрел прямо на капитана Озерова, но от волнения не слышал, что говорил подступавший все ближе капитан.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Капитан ҫаксене пурне те хай шухӑшласа кӑларнӑ, анчах унӑн сӑмахӗсем питех те витӗмлӗ пулчӗҫ: Аткинс чӗркуҫленсе ларчӗ те капитана тархаслама тытӑнчӗ, утрав пуҫлӑхӗнчен каҫару ыйтма ӳкӗтлерӗ; ыттисем те, пире турӑшӑн та Англие ан ярсамӑрччӗ, тесе ыйтма пуҫларӗҫ.

Все это капитан просто-напросто выдумал, но его выдумка произвела желаемое действие: Аткинс упал на колени, умолял капитана ходатайствовать за него перед начальником острова; остальные тоже начали просить, чтобы их не отправляли в Англию.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чӑн та, иккӗшне эпир малтанлӑха ҫыхса пӑрахрӑмӑр, мӗншӗн тесен капитан вӗсем ҫине ытлах шанмарӗ, анчах тата иккӗшне, капитан шантарса каланипе, эпир хамӑр ушкӑна йышӑнтӑмӑр.

Правда, двоих мы оставили до поры до времени связанными, так как капитан не ручался за них, но двух других я даже принял на службу по особой рекомендации капитана.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Иккӗшне, капитан каланӑ тӑрӑх, чи шанчӑксӑррисене, ҫӗр айӗнчи пӳрте кайса хуптартӑм, вӗсене Эрнепе капитан помощникӗ илсе кайрӗҫ.

Двоих, которые казались капитану наиболее опасными, я отправил под конвоем Пятницы и помощника капитана в пещеру.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫурҫӗр Ҫӗрне Вилькицкий тупиччен ҫур ҫул малтан Татаринов капитан тупни ҫинчен Николай Антоныч чи малтан пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, — кӑна вӑл эпӗ Катьӑна парса янӑ капитан ҫырӑвӗнчен илнӗ ӗнтӗ.

Он первый указал, что Северная Земля была открыта капитаном Татариновым за полгода до того, как её впервые увидел Вилькицкий, — конечно, он взял это из письма капитана, которое я передал Кате.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен хушшинче капитан пулман, анчах та чун хӑратмӑш дневникре пӗр вӗҫӗмренех ун ҫинчен асӑннӑ, унӑн сӑмахӗсене кӗртнӗ, унта вӗсем капитан пурнӑҫӗшӗн ҫунни, хӑрани те паллӑ!

Среди них не было капитана, но этот страшный дневник был полон им — его словами, любовью к нему и опасениями за его жизнь!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тунӑ-ха ҫак капитан, географин нимӗнле кӗнеки ҫине те кӗме пултарайман капитан?

Что же он сделал, этот капитан, имя которого не встречается ни в одной географической книге?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ Татаринов капитанӑн кил-йышне пӗлетӗнех пулсан, «унӑн пурнӑҫне вӑл мӗнле вилнине тӗрӗс кӑтартса парас» тетӗн-тӗк (кил-йыш мар, капитан пурнӑҫне пулас) паллах ӗнтӗ, сана ҫак тетрадьсем интереслентереҫҫех.

Раз ты знаком с семейством капитана Татаринова и намерен «представить правильную картину его жизни и смерти» (то есть не семейства, очевидно, а капитана), тебя, понятно, интересует, что это за тетради.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав карап ҫинче, вилӗме хирӗҫ пӑрсемпе пӗрле ерипен шӑвакан карап ҫинче унӑн капитанӗ, хӑйӗн мӑшӑрӗ патне вӗҫленмен ҫыру ҫыракан, ҫырса пӗтереймен капитан пуласчӗ манӑн.

чтобы я был на этом корабле, медленно двигающемся навстречу гибели вместе с дрейфующими льдами, чтобы я был капитаном, который пишет прощальное письмо жене, — пишет и не может окончить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ.

Он отвел капитана в сторону и стал говорить ему что-то с большим жаром; я видел, как посиневшие губы его дрожали; но капитан от него отвернулся с презрительной улыбкой.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ваня капитан Енакиева епле те пулин хӑй ҫине ҫавӑрӑнтарса пӑхтарсан, вӑл пӑхсан вара ӑна дистанци уҫҫине кӑтартса: «Сывлӑх сунатӑп, капитан юлташ», — тесе каласан, пӗр сӑмахпа, вӑл та хӑйсен орудийӗпе кунта пулнине, вӑл та, ытти салтаксем пекех, ҫапӑҫнине систерсен питӗ аван пуласси ҫинчен шухӑшласа ҫитерме те ӗлкӗреймерӗ — ҫав самантрах малта вӑйсӑр пӑшал сасси шаплатрӗ те, хӗрле ракета ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ.

Не успел Ваня подумать, что было бы очень хорошо как-нибудь обратить на себя внимание капитана Енакиева, улыбнуться ему, показать дистанционный ключ, сказать: «Здравия желаю, товарищ капитан», – словом, дать ему понять, что он тоже здесь вместе со своим орудием и что он так же, как и все солдаты, воюет, – как впереди хлопнул слабый выстрел и взлетела красная ракета.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Взвода кӗтсе илме тата тупӑсене чи кӗске, чи вӑрттӑн ҫулсемпе пехота патне илсе ҫитерме разведчиксене ярса, капитан Енакиев ҫӗрулми купи хыҫне выртрӗ те, хӑй умне картта сарса хурса, капитан Ахунбаева кӗтме тытӑнчӗ.

Послав разведчиков встретить взвод и провести пушки по самой короткой и наиболее скрытой дороге в расположение пехоты, капитан Енакиев лёг за кучей ботвы, разложил карту и стал поджидать капитана Ахунбаева.

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Енакиев часрах капитан Ахунбаевпа ҫыхӑнма телефон тӑракан пӗчӗк окоп патнелле ыткӑнчӗ.

Капитан Енакиев бросился к телефонному окопчику, чтобы соединиться с Ахунбаевым.

23 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Ахунбаевӑн ултӑ сехет те вуникӗ минут, капитан Енакиевӑн ултӑ сехет те тӑхӑр минут пулнӑ.

У капитана Ахунбаева было шесть часов двенадцать минут, у капитана Енакиева – шесть часов девять минут.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тул ҫутӑлсан капитан Енакиевӑн батарейи пулӑшса пынипе вӗсене капитан Ахунбаев батальонӗ атакӑласа йышӑнмалла.

Их с наступлением дня должен был атаковать и занять батальон капитана Ахунбаева при поддержке батареи капитана Енакиева.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed