Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмра the word is in our database.
йӑмра (тĕпĕ: йӑмра) more information about the word form can be found here.
Аякра-аякра ҫӳренӗ чух пӗр-пӗр йывӑҫ патне пыратӑн-и — тӑван кил умӗнче каш кашлакан йӑмра куҫ умне тухса тӑрать-тӑратех; сан умра кӳлӗ ҫуталса выртать-и — ялти пӗве, мӗн пӗчӗкренпе шыва кӗрсе сывлӑхна ҫирӗплетнӗ пӗве, аса килет; юлташун амӑшне курса калаҫатӑн-и — тӑван аннӳ санпа пупленӗн туйӑнать; юлташ ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван аппасемпе пиччесене аса илтереҫҫӗ…

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӑшӑлтатнӑ-пӑшӑлтатнӑ йӑмра тураттисем, чӗрӗскерсем, кӑмакана ӑшӑтаймаҫҫӗ.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килте вучахра йӑмра ҫапписем пӗр-пӗринпе вӑрҫса чашӑлтатса выртаҫҫӗ.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗве хӗрринчи ватӑ йӑмра патӗнче хӗрсемпе иккӗшӗ пӗрле ҫӳренӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сакӑр класс пӗтерсен сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн ҫак йӑмра патӗнче пӗрремӗш хут чуп тунӑ вӑл Шерпикене.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӗркаҫ Узин ӑна йӑмра хыҫӗнче хыттӑн ыталарӗ, лешӗ самантрах шӑпланчӗ, куҫ харшийӗсене ҫепӗҫҫӗн антарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӗсем Айдашпа ҫак виҫӗ йӑмра патӗнче ирчченех чуп тӑватчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗр кил-ҫурт умӗнче виҫӗ йӑмра ӳсет.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тепӗр уйӑхӗ ырӑ кӑмӑллӑ аннӳ — Сӑпани аппа — ӑнсӑртран ӳкерсе хӑварнӑ ҫу ҫавраки евӗрччӗ, йӑмра ҫывӑхӗнчи кӳлӗре тӗлӗретчӗ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Йӑмра ҫулҫи тӑрхала, — Мӗн каласа ҫырнӑ-ши?

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӑкӑр туянма пынӑ Утмӑлтурат Уртеме, Маруҫ пиччӗшӗ, йӑмӑкӗпе магазинта тем латлӑ марри пулнине чухласа, йӑмра айне чупса пырать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ток тытса силленӗ чухнехи пек анӑраса кайнӑ Маруҫ, ним тума пӗлменнипе «чакак йӑви» урлӑ туртса ҫапса, урамалла пуҫ каснӑ евӗр тухса сирпӗнет, лавкка хыҫӗнчи ҫырмара лаштра йӑмра айне кукленсе ларса ӗсӗклесе йӗрсе ярать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каярахпа, ыттисем сисиччен Ваҫука куҫ хӗссе, Пӑван ӑна ҫырма хӗрринчех ӳсекен лаштра йӑмра айне ертсе каять.

Help to translate

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тепӗр кунхине, Ҫӗпритун тетесен кӳршисем патне каҫхи апата пырсан, Савватей ятлӑ шӗвӗркке мухтанса калать Ваҫука: — Ав ҫав шӑнкӑрч вӗллине куратӑн-и? — ыйтать вӑл, йӑмра ҫинчи ҫӗнӗ вӗлле енне пуҫӗпе сӗлтсе.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чылайран тин алӑка ҫырӑ ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ, йӑмра хулли майлах чанккамас хӗрача пырса уҫрӗ.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Санюк тупӑкӗ хыҫҫӑн пӗтӗм ял пынӑ, ӑна масар ҫинчи чи пысӑк йӑмра айне тирпейлесе хунӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Йӑмра патӗнче тетрадь тытса илнӗшӗн.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Унччен те пулмарӗ, ун умне Актайпа Венюк йӑмра хыҫӗнчен сиксе тухрӗҫ.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл йӑмра ҫывӑхӗнче сап-сарӑ чӗлтӗрти чечек курчӗ.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лапсӑркка йӑмра айӗнче икӗ ачана курсан: — Мӗн хӑтланатӑр эсир? — терӗ.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed