Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пансем иртӗнсе кайнӑ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ: жида сухалӗнчен ҫавӑрса тытаҫҫӗ те унӑн путсӗр ҫамки ҫине хӗрес туса хураҫҫӗ; пульӑсӑр авӑрланӑ пӑшалпа хӗрарӑмсене перкелеҫҫӗ, хӑйсен йӗрӗнчӗк пупӗпе краковяк ташлаҫҫӗ.
VIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пирӗн пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: эсӗ, ват ухмах, халичченхи недоимкӑсене пухас вырӑнне, ялта йӗрке тӑвас вырӑнне, ху ухмаха ернӗ, иртӗнсе ҫӳретӗн…»
VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫавӑнпа пӗлтӗр ҫулла эпӗ вӑрра пултармалла, анчах халиччен ӗҫӗ ӑнса пынипе иртӗнсе, пӑсӑлса каяйман, майлӑрах йӗкӗт тупма май пулмӗ-ши тесе, пӗр-пӗр тӗттӗмрех кӗтессе, ҫак ҫылӑхлӑ япала халиччен пулман вырӑна кайса пӑхма шут тытрӑм.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Ҫакӑн пек килсе тухнӑ ӗҫ ун пӗрремӗш хут пулчӗ-ха, халь Ефим Чернявкин хӑйӗн влаҫӗпе кӑмӑлӗ туличченех киленме, иртӗнсе кайнӑ Макарихӑна тата хӑйне уҫҫӑнах курайман ытти хӗрарӑмсене те хӑйӗн службӑри талантне кӑтартма пултарать.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Володя вара, ашшӗне нумайранпа курман пирки, хӑйӗн кӑштах ютшӑнчӑкла вӑтануне пытарас тесе, иртӗнсе, ашшӗ питҫӑмартипе амӑш пуҫӗ хушшине хӑйӗн пуҫне чиксе, иккӗшне те чуптӑвать — пӗрре пӗрне, тепре — теприне.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Рахметов ытлашшине хапсӑнмасть: пурӑнма кирлӗ сахал япаласем пулнипех ҫырлахать, вӑл хӑйне иртӗнсе пурӑнма вӗрентмен.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫийӗсенче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӑван явӑннӑ пирки, вӑкӑрсем пачах иртӗнсе кайнӑ пулсан, вӗсене пӑхакансемсӗр мӗн тумалла-ха ара унӑн?
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр кунне, тӗттӗм пулсан, вӑл каллех Давыдов патне пычӗ, хальхинче вӑл шукӑль тумланнӑ, хӑй тата ытларах иртӗнсе авкаланать.На следующий день в сумерках она снова пришла, на этот раз разнаряженная и еще более вызывающая.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Иртӗнсе хӑтланмасӑр пурӑнма пултараймастӑпах ҫав эсӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав решение Макар тунӑ айӑп ун пекех хытӑ ответ тыттармалӑх ҫук, тесе пӑрахӑҫларӗҫ, кунсӑр пуҫне тата ун чухне Макар ӗҫне — «мораль тӗлӗшпе пӑсӑлнӑ», «хӗрарӑмсемпе иртӗнсе пурӑнать», — тенисем иккӗмӗш хут тӗпчесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, ку тӗрӗс марри курӑнчӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Совет влаҫӗ эсир кунта иртӗнсе хӑтланнӑ пек тума хушмасть!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Самохин юлташ Гремячий хуторне хӑй кайса килчӗ, ҫак ӗҫе тӗпчесе йӗрлерӗ, унта вӑл Нагульнов революциллӗ саккунлӑха ҫав тери иртӗнсе пӑснисене, парти линине сӑтӑрла туса пынине палӑртнӑ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунсӑр пуҫне тата, эсӗ ҫапла ӗҫсе ҫӳренине, ҫакӑн пек ответлӑ тапхӑрта ҫакнашкал хӑтланнине, вӑтам хресченсене пӑшалпа хӑратнине, хӑв ытлашши иртӗнсе йӑнӑшсем туни ҫине большевикла пӑхманнине, парти линине хирӗҫ сӑмах тухса каланине районти контроль комиссийӗ пӗлес пулсан, ку вара саншӑн, Нагульнов, питех те кулянмалла факт пулса тухать.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, Сталин юлташ, ҫавнашкал халӑха курса, каллех эсӗ ытлашши иртӗнсе хӑтланнӑ, колхозран тухма хӗтертнӗ теес пулсан колхозниксене, эпӗ ӑна тӳрех ҫапла калӑттӑм:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑҫта илсе пыма пултараҫҫӗ-ха вӗсем, унашкал иртӗнсе хӑтланнисем?
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Кама кирлӗ-ха ун пек ытлашши иртӗнсе хӑтланни, колхоз юхӑмне ҫапла чиновникле декретлени, хресченсене тивӗҫсӗр хӑратса ята яни?
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Калаҫнӑ май, унӑн сассинче кулас кӑмӑлӗ пурри, иртӗнсе калаҫма хатӗрри палӑрчӗ:В голосе ее дрогнули смешливые и вызывающие нотки, когда она протяжно спросила:
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов, Нагульнов нимӗн шухӑшламасӑр-тумасӑрах ҫапла иртӗнсе хӑтланнӑшӑн хӑй каҫару ыйтма шухӑшланӑскер, ӗҫ кун пек ҫаврӑнса ӳкнине шута илчӗ те тӳрех урӑхла калаҫма тытӑнчӗ:
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лятьевский ҫапла иртӗнсе намӑссӑрланни Яков Лукича пӗтӗмпех хуйӑха ӳкерчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ…
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959