Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата пилӗк аманнӑ ҫын, перкелешӳ иртессе кӗтсе илнӗскерсем, машина ҫинчен аннӑ.Ещё пятеро раненых, должно быть пережидавших стрельбу, выбрались из кузова.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Ҫапла амӑшӗпе хӗрӗ ҫак йӗркесӗр вӑхӑтсем иртсе каясса, вилнӗ Белогрудӑн сӑмахӗсем чӑн пуласса, тӑван Попивкӑн ешӗл урамӗпе хамӑр ҫарсем иртессе, кӗрешекенсен тата терт куракансен таса юнӗпе ҫӑвӑннӑ, тертсем витӗр, тӗрӗслӳсемпе нушасем витӗр мӑнаҫлӑн илсе тухнӑ ялава вӗсен аллине парасса шанса тӑрса, полк ялавне пӗр ҫулталӑк та ҫичӗ уйӑх хушши сыхласа усранӑ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Джемма килсен вӑл каҫ лайӑх иртессе шанса тӑма пултарнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Володя аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленчӗ, пӗшкӗнчӗ — шыва пӑхать, пӗр-пӗр пулӑ ишсе иртессе е кимӗ хумӗ килсе ҫапасса кӗтет, ун чухне шыври сӑн пӗрӗнсе илет, куҫсемпе хӑлхасем сиккелеме тытӑнаҫҫӗ те тӗрлӗ еннелле сарӑлса каяҫҫӗ.
Кивӗ венец урамӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫул ҫинче кун чухлӗ вӑхӑт иртессе эпӗ пӗрре те шухӑшламан.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Башньӑра вӗрене чӗртсе ярсан, библиотека айӗнчи тикӗт тивсе кайиччен чӗрӗк сехет иртессе Иманус лайӑх шутласа хунӑ.
XIV. Иманус мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӗлӗнтермӗш пулса иртессе кӗтес ҫук — «ырӑ патша» килессе е кӳршӗ каласа пырасса: «эпӗ ухмах пулнӑ иккен, чӑвашла вӗренмен, халӗ ӗнтӗ хам тӗрӗс маррине туятӑп, мана чӑвашла калаҫма вӗрент-ха» текеннине паян кӗтес ҫук…
«Чӗлхене аталантарас енӗпе ҫыракан ушкӑнсен хастарлӑхӗн шайӗ…» // Александр Блинов. https://vk.com/im?sel=1644710&w=wall-129 ... cc90438342
Пачах урӑхла, кулленхинчен уйрӑмрах ӗҫ пулса иртессе кӗтрӗ вӑл.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫур сехет иртессе кӗтсе, эпӗ ҫывӑхри пӗчӗк урамсем тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗм, лавккасен, магазинсен, тепӗр чух ҫынсен чӳречисенчен те пӑхса ҫӳрерӗм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ӑсатам-ха сире пӗрех хут, — хушса хучӗ вӑл, — ҫумӑр иртессе кӗтсе илейместпӗр пуль…Да уж я лучше вас провожу, — прибавил он, — знать, дождика-то вам не переждать…
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Кӗпершӗн хаяр ҫапӑҫу пулса иртессе те, хӑй ҫак ҫапӑҫӑва хатӗр пулнине те туйрӗ вӑл.Он понимал, что борьба за мост будет жестокой, и чувствовал себя готовым к ней.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ун ҫине пӑхсан, вӑл халӗ пурнӑҫра нихҫан пулма пултарайман, темскерле савӑнӑҫлӑ ӗҫ пулса иртессе кӗтет темелле…
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чупнӑ хушӑра вӑл хӑй хыҫҫӑн таплаттарса пыракан темиҫе ҫын пашкаса сывланине илтрӗ, кӗҫ-вӗҫ темскерле тӳрлетме ҫук хӑрушӑ ӗҫ пулса иртессе, темле нимӗнпе танлаштарма ҫук хаяр элчел ҫывхарса ҫитессе пӗтӗм чӗрипеле туйрӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хыҫалта тӑракан Лена чӑтайманнипе тата тӗлӗнмелле япала пулса иртессе туйнипе ассӑн сывласа ячӗ.Стоявшая позади Лена вздохнула от нетерпения и предчувствия нового разочарования.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Марийкӑпа Фая яла каллех ҫаратма пуҫлани ҫинчен пӗлтерекен хурлӑхлӑ хыпарпа отряда каяҫҫӗ, анчах хӑйсен телейӗсемшӗн савӑнмасӑр тӑма пултараймаҫҫӗ: вӗсем ҫамрӑк, вӗсем пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем пулса иртессе кӗтеҫҫӗ, йӗри-тавра тӑван вӑрман, ҫӳлте, халапри пек, куккук курӑкӗн ҫеҫки евӗр ачаш та шупка-хӗрлӗ тӗслӗ ир пуҫланать…
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл та хӑйӗн пурнӑҫӗнче темӗн паха та пысӑк улшӑну пулса иртессе туять.Она тоже чувствовала, что в ее судьбе свершается что-то очень важное и большое.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Каҫ иртессе кӗтсе, ҫутӑлас умӗн, курӑнакан пуличчен, ҫӳле вӑрттӑн тухса, шӑтӑкран аяккарах шуса кайма тивнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс тӑвӑлӗ иртессе ҫеҫ кӗтмеллеччӗ, эпир вара тӗрӗс-тӗкелех ҫыран ҫине тухаттӑмӑр, эпӗ те ҫын пурӑнман ҫак вырӑнта асапланас ҫукчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах вӑл ҫав ӗҫ ҫак ҫуталса килекен ирхине пулса иртессе пӗлмен-ҫке-ха; Дмитрий Сергеич: пурин ҫинчен те калаҫма ӗлкӗрӗпӗр-ха, терӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна хӑй те хӑйӗнчен ӗҫ ҫакӑн пек хӑвӑрт пулса иртессе кӗтменччӗ: вӑл чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ киленмеллипех киленме шутланӑччӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.