Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗрӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тен, пирӗн, Укаслу, иксӗмӗрӗн пӗрле пурӑнмалла пулӗ?

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем Хуралпа иксӗмӗрӗн пурнӑҫ мӗнлине пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Пирӗн Нинукпа иксӗмӗрӗн вырӑн ӑҫта пула-а-а-ать? — тутине ункӑласах карса ячӗ хальхинче Павӑл.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куратӑп: ҫак иксӗмӗрӗн пӗрлехи инкекӗн кахӑр чулӗ сан чӗрӳне пӗр вӗҫӗм пусса, ыраттарса тӑрать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Иксӗмӗрӗн ҫулсем ниепле те уйрӑлма пултараймаҫҫӗ.

Не может быть, чтобы у нас с тобой были разные дороги.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӳррипе калас-тӑк, пирӗн иксӗмӗрӗн те… мӗнле калас?

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кольӑпа иксӗмӗрӗн юн пӗр пекех пулни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫӑлчӗ, — терӗ Таня, сӑпайлӑн калама тӑрӑшса, ҫапах та чӗри тӗпӗнчен тапса тӑракан савӑнӑҫне пытарма пултараймарӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Вырӑссем пек каласан, пирӗн иксӗмӗрӗн «кӗмӗл ҫӳҫ» уявӗ тума иртерех-ха.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Сантӑр пичче кутӑнӗшӗн Анукпа иксӗмӗрӗн телее пӗтерсе лартма памӑп!

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атте, ман шутпа, пирӗн иксӗмӗрӗн те Атӑл ҫине ҫеҫ каймалла.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗрӗн икӗ ҫӗрелле ӳйралса каймалла мар-и?

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗрӗн пӗтнӗ пуҫӗ ҫакӑнта пулатчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ пирӗн, Иванпа иксӗмӗрӗн, Хрестука шыраса тупмалла.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун пеккисем иксӗмӗрӗн те ҫукчӗ-ха.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫарӑр эппин, Захар Петрович, пирӗн халӗ Михаил Степановичпа иксӗмӗрӗн вулӑса каймалла-ха.

Help to translate

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Асту, Хрестук, иксӗмӗрӗн те унран асӑрханас пулать.

Help to translate

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мухтанмалӑх пур ҫав пирӗн, аҫупа иксӗмӗрӗн.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эх, Мамич, Мамич, мӗн чухлӗ вӑхӑт сая кайрӗ пирӗн, иксӗмӗрӗн, мана Мускава илсе килнӗренпе.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрре калаҫмаллах унпа иксӗмӗрӗн.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑхӑт пулсан иксӗмӗрӗн ҫитсе кӑна килмелле те Семен Микулинский ялне, Раменскине, халь ун пек катаччи чупма май килмест пуль, тӑванӑм.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed