Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку — илемлӗ ӗмӗт евӗр, историлле иртнӗ тапхӑр ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗн сыпӑкӗ евӗр украинецӑн асаилӗвӗнче самантлӑха курӑнса кайса, самантрах куҫран ҫухалакан картинӑсенчен пӗрийӗ кӑна.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пур енчен те ҫӳлелле хӑпарса арпашӑнса пӗтнӗ ҫивӗтсем пек каялла ӳксе, вӗсем старик кӗлеткине пусма ларнӑ чӑх евӗр туса кӑтартаҫҫӗ, — тата ку тӗттӗм кӑвак ҫӳҫсем айӗнчен шӗвӗрӗлсе юлнӑ сӑмсапа ҫаврака сарӑ куҫсем ҫеҫ курӑнни ӑна пушшех чӑх евӗр тӑвать.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пурнӑҫ тинӗсӗ ун умне, поэтсем ҫырса кӑтартнӑ евӗр, асар-писер хумсемпе хумханса выртнӑн тухса тӑмарӗ; ҫук: — ун умне ҫав тери лӑпкӑ, хумханмасӑр выртакан тата мӗн тӗпне ҫитичченех витӗр курӑнса тӑракан тинӗс тухса тӑчӗ; хӑй вӑл пӗчӗк те вылянкалакан кимӗ ҫинче ларать, лере вара, тинӗсӗн тӗттӗм те юшкӑнлӑ тӗпӗнче, пысӑк пулӑсем евӗр, темле илемсӗр хӑрушӑ аҫтахасем тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ: пурнӑҫри пур кӑлтӑксем, чир-чӗрсем, хуйхӑ-суйхӑ, ӑсран тайӑлни, ҫука юлни, суккӑрланни…
Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл, стена пек ҫӗкленсе, шалкӑм ҫумӑр евӗр хуралса килчӗ, тусем хушшинчи аслати евӗр кӗмсӗртетрӗ.Она шла стеной, как ливень, поглощая свет и звеня, как гром меж скал.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Тӑвӑллӑ ҫумӑр», — шухӑшларӑм эпӗ, — чӑнах та тӑвӑллӑ ҫумӑр иккен, анчах вӑл питӗ аякра, аслати авӑтни те илтӗнмест; тӳпере кӑна туратланса кайнӑ евӗр, вӑрӑм та тӗксӗмрех ҫиҫӗм ҫиҫет; вӑл ытлашши ялтӑртатса та ҫуталмасть, вилекен кайӑкӑн ҫуначӗ евӗр чӗтренсе турткаланать.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Генерал патӗнче апат ҫинӗ сценӑна «Вилӗ чунсенче» полицмейстер патӗнче апат ҫинӗ евӗр теме пулать, Б. хулине ҫырса кӑтартни «Вилӗ чунсенчи» VI сыпӑкри уезд хулине ҫырса кӑтартнӑ евӗр теме пулать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Тупӑ вӑл хӑйне евӗр япала, единорог текен оруди хӑйне евӗр япала пулни ҫинчен ҫӳрекен анекдота кӑмӑллӑн каласа панӑ.Умел очень приятно рассказать анекдот о том, что пушка сама по себе, а единорог сам по себе.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӑл хӑйне мӗнле тыткаланипе, мӗнле калаҫнипе пӑртак Дымшаков евӗр курӑнать, анчах унӑн хӑйӗн маттурлӑхӗ, хӑйне евӗр мӑшкӑлласа куласси пур.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пуйӑс тапраннӑ ҫӗре кашни вырӑн тупрӗ, никам та ӗнтӗ ура ҫинче тӑмасть, саксем айне тата ҫӳлти сентресем ҫине хунӑ япаласем никама та кансӗрлемеҫҫӗ, вара Константина вакун хӑйне евӗр хӑтлӑ та пурӑнма хӑнӑхнӑ кил-ҫурт евӗр туйӑнса кайрӗ, — ҫак ҫынсемпе вӑл сахалтан та икӗ-виҫӗ кун пӗрле кайнӑ тейӗн.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тимӗр пӑрӑхран ункӑ евӗр тухакан хура кӑвак сӗрӗмпе хӑватлӑ сасси юхан шыв тӑрӑх саланни пире юмахри евӗр туйӑнчӗ.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
Сулахай енче, хура табун евӗр, казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, сылтӑм енче — хӗрлӗ-кӗрен чечек евӗр хӗрарӑм тум-таврашӗсем.По левую сторону черным табуном густились казаки, по правую цвела пестрая смесь бабьих нарядов.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӳлӗме паҫӑрхи юпа евӗр ҫын таврӑнчӗ те Ци господина лакпа сӑрланӑ пӗчӗк тимӗр шапа евӗр темле хура та йӑлтӑркка япала тыттарчӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Тӑнсӑрланса ӳкес умӗн пулакан мӑка, ҫӗткеленчӗк туйӑм евӗр, тӑкӑскӑ кӑтӑк евӗр, тӑсмаккӑн сурса, нӑйкӑшса кайрӗ Ромашовӑн кӑкӑрӗпе вар-хырӑмӗнче.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине: мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, ҫирӗп, кӗвӗҫу, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑславҫӑ евӗр те, художник евӗр те Штольц Ольгӑна ӑслӑ пурӑнма вӗрентет; вӑл вӗреннӗ чухне те, пурнӑҫпа кӗрешсе ҫирӗпленнӗ йывӑр кунсенче те хальхи пек тимлӗ пулман; халӗ ӑна хӑйӗн тусӗн лӑпланма пӗлмен ӑс-хакӑлӗ пӑшӑрхантарсах тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956