Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫине (тĕпĕ: аҫа) more information about the word form can be found here.
Ула курак ӑсан аҫине питех те хӑваласа ярасшӑн пулнӑ, анчах йӑваран кайса ирхи сивӗре ҫӑмартисене сивӗтесрен хӑранӑ.

Ворона очень бы желала прогнать Косача, но она боялась оставить гнездо и остудить на утреннем морозе яйца.

IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Ҫурисем ҫине ҫаврӑнса пӑхсанах, ватӑ кашкӑр апатне кӑларса паманнине, ӑна хӑйшӗн упраса хӑварнине пӗлнӗ те ҫавӑнтах, пӗлтӗрхи ҫурӑсем умӗнче те, кӑҫалхи ҫурӑсем умӗнче те вӗсен ашшӗне, кашкӑр аҫине тулама тытӑннӑ.

Она сразу, просто по виду волчат, поняла, что старик отрыжку поберег для себя, и тут же, на глазах всех молодых прошлогодних волков и нынешних щенят, принялась трепать их отца.

Тӑвар кислоти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 29 с.

Вӑл кӑвакал аҫине тӗллесе пенӗччӗ, анчах темле майпа амине тивертрӗ.

И случилось так, что целился он в красивого селезня, а попал в уточку.

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Анчах эпӗ пушӑ мар: ӑсан аҫине сӗрекепе витсе хурасшӑн тӑрӑшатӑп.

Но мне не до него: стараюсь сачком накрыть косача.

Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.

Каҫсерен хуҫи яланах таҫта тухса кайнӑ тата хурӗпе кушак аҫине те хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ.

Обыкновенно вечерами хозяин уезжал куда-то и увозил с собою гуся и кота.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Пирамидӑпа пӗр сехет аппаланнӑ хыҫҫӑн, ывӑнма пӗлмен хуҫа Иван Иваныча кушак аҫи ҫине тӑрса ҫӳремешкӗн вӗрентме тытӑннӑ, унтан кушак аҫине чӗлӗм туртмашкӑн вӗрентме пуҫланӑ тата ыт. те.

Провозившись целый час с пирамидой, неутомимый хозяин принялся учить Ивана Иваныча ездить верхом на коте, потом стал учить кота курить и т. п.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Хӑйӗн хуҫине, кушак аҫине тата Иван Иваныча курни уншӑн питӗ те кӑмӑллӑ пулнӑ пулас.

По-видимому, ей было очень приятно видеть своего хозяина, кота и Ивана Иваныча.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Авӑ, курса савӑнӑр ӗнтӗ кӗрт аҫине!

Покрасуйтеся на него, на сукиного сына!

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла кирлӗ те сана, йыт аҫине: ан ирт саккун йӗркинчен!

Так тебе и надо, кобелю, не будешь через закон перелазить!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Прицела куҫармасӑр пеме пулать» — шухӑшларӗ Григорий хуралти хур аҫине тӗпленӗ май, винтовка кӳпчекне кӑртлатса тапакан чӗрепеле хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртаса.

«Можно с постоянного прицела», — подумал Григорий, с бьющимся сердцем прижимая к плечу приклад винтовки, беря на мушку сторожевого гусака.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Курнӑ-и ҫавӑн пек кӗрт аҫине? —

— Видали такого сукина сына? —

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ сана, кӗрт аҫине, лайӑх вӗрентӗп тӑлӑх арӑм выльӑхне таптама!..

 — Я тебя, узду твою мать, научу, как сиротскую животину давить!..

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йыт аҫине тулланӑ пекех тӑрмаласа пӗтернӗ ӑна.

Его всего испятнили, как кобеля в драке.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйпе пӗрле Бородулина, куҫлӑх тӑхӑннӑ кушак аҫине, тата завхоза — Новодережкина илесшӗн, Татьяна хӑй шутланӑ пек тума тӑрӑшать — саншӑн тата маншӑн ҫине тӑрать.

Он хочет взять с собой Бородулина, этого кота в очках, и еще завхоза Новодережкина, а Татьяна стоит на своем — за тебя и за меня.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апат пӗҫерекен тумалла ӑна, самӑр сысна аҫине!

— В стряпухи его определить, толстого борова!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кушак аҫине ҫатан урлӑ ҫил вӗҫтерсе каҫрӗ тейӗн, анчӑк, ҫавнашкал ҫӳлӗ карлӑк урлӑ сиксе каҫма пултарайманнипе, хӑй ҫӳрекен тахҫанхи шӑтӑкӗ патне тавран чупса кайрӗ; ачасем, кивӗ ҫатан ҫине пӗр харӑс сиксе улӑхса, ӑна йӑвантарса ячӗҫ.

Кота через плетень будто ветром перенесло, щенок, будучи не в состоянии преодолеть столь чудовищное препятствие, на всех махах пошел в обход, к издавна знакомому перелазу; зато ребята, дружно вскочив на ветхий плетень, сразу же с хряпом обрушили его.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗреймерӗ: урса кайнӑ карчӑк, кушак аҫине ӗнсе чиккинчен ярса тытса, арҫынла сулса ячӗ.

Размётнов не успел закончить фразу: освирепевшая старуха, схватив кота за загривок, по-мужски размахнулась.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хумханнипе, лӑпланма кушак аҫине лӑплантарса, карчӑк: — Халех тухса кай кунтан, усал-тӗсел, ылханлӑ басурман! Ырӑпа тухса кай, атту эпӗ сана тем туса хурӑп! — тесе кӑшкӑрса ярсан, ачасем пурте команда пана пек шӑпланчӗҫ.

Но они сразу же, словно по команде, стихли, как только старуха, успокоив разволновавшегося кота, закричала: — Уходи отсюда зараз же, нечистый дух, басурманин проклятый! Уходи добром, а то от меня заработаешь лиха!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк, сылтӑм аллинчи шултра сыпӑллӑ хӑмӑр пӳрнисене чӑмӑртаса, пысӑк «мулкач» турӗ, сылтӑм аллипе вара кушак аҫине лешӗ хаяррӑн ҫухӑрса ямаллах пӑчӑртаса тытрӗ, кушакӗ чӑрмалама, урса кайнӑ пекех хӑрлатма пуҫларӗ.

Из узловатых, коричневых пальцев правой руки старуха сложила внушительную дулю, а левой так самозабвенно прижала кота к груди, что тот рявкнул дурным голосом и стал царапаться и бешено фыркать.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кушак аҫине парсам эсӗ, санпа сутлашса тӑма вӑхӑт ҫук манӑн.

А кота все-таки давай, некогда мне с тобой торговаться.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed