Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман хваттер аякрах марччӗ те, эпӗ дежурнӑйсем кӑшкӑрнине пӑхмасӑрах киле утрӑм.Моя квартира была недалеко, и я, невзирая на окрики дежурных, пошел домой.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кӑшт аякрах, фургонсемпе экипажсем ҫинче, хитре кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем вырӑнаҫса ларнӑ.Поодаль, в фургонах и экипажах, разместились дамы, разодетые в нарядные платья.
LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах унпа пӗрле Казондерен килнӗ туземецсем пит аякрах та мар пулӗ.Но туземцы, сопровождавшие его из Казонде, должны были находиться где-то неподалеку.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫапах та ҫав вӑрмана йӗрлесе тухсан аван пулмалла, — тенӗ подпоручик, аякрах мар курӑнакан вӗтлӗх ҫине тӗллесе кӑтартса.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.
Севастопольрен аякрах мар вырнаҫнӑ Альма ятлӑ местечка патӗнче пулса иртнӗ ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫу хыҫҫӑнах вырӑссен командованийӗ хулана ҫирӗплетме пуҫланӑ.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Тата вӗсенчен аякрах та мар йытӑ пысӑкӑш виҫӗ тискер ящер скелечӗ тупнӑ.Вблизи него нашли еще три скелета небольших хищных ящеров размерами с собаку.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫав тарӑн океан тавра, материксенчен аякрах та мар, шыв тӗпӗнчи пысӑк тарӑнлӑхра ҫӗр пичӗн калама ҫук мӑн пӗркеленчӗкӗсем ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Аякрах мар, кунтарах, сулахайра та горизонт патнерех — Треугольник ҫӑлтӑрлӑхӗ.Неподалеку, слева и справа от горизонта — созвездие треугольника.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
— Вӗсем пит аякрах пулас ҫук.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Вӗсенчен аякрах мар кӑвайт ҫунать.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Ҫултан аякрах та мар аркатса тӑкнӑ, халӗ пӗр сасӑ-чӗвӗ те кӑларма пултарайман тупӑсен юлашкийӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Аякрах та мар шухӑша кайнӑ Берко кунта мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр пӑхса тӑрать.
XIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун хыҫӗнче, аякрах мар, Сӗрӗмӗн тусӗ, ирландец, мистер Падди, ним пулман пек кулкаласа ларнӑ.За ним, недалеко, сидел мистер Падди, ирландец, приятель Дымы, и невинно улыбался.
XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун пеккисем тӳрем вырӑнсенче тӑтӑшах пулаҫсӗ: аякрах эстанци утрав пек курӑнса ларать, унӑн таврашӗнчи топольсемпе йӑмрасен ҫулҫӳревҫӗсем ҫывхарса пынӑ май каялла чакса пынӑ пек туйӑнакан тӑрӑ шыв ҫинче ӗмӗлкисем тӑсӑлса выртнӑн курӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Таҫта, аякрах та мар, ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аякрах мар ачасем вылянине курчӗ.
Чӑвашла вӗренни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 9,11 с.
«Машинсем ҫӳреҫҫӗ, ҫул аякрах мар, — шутлать Сергей, ҫывӑрса кайма тӑрӑшса.«Машины идут, дорога недалеко, — думал Сергея, силясь уснуть.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ак ҫак вырӑнтан алӑпа ярса тытрӑм, хайхи, сисетӗп — вӗсем хырӑма кӗрсе ларнӑ, ҫу мӑкӑлӗсем пек алла перӗнеҫҫӗ, пӗр-пӗринчен ҫур аллаппинчен аякрах та мар.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чупайсем Алексей Тимофеев («Мехзавод» инвесторӗ) кӗркелесе тухать, вӑл кунтах, аякрах мар, пӗр поселокра пурӑнать.
«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3
Вӗсен хваттерӗ пристаньрен аякрах мар.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.