Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашшӑн the word is in our database.
ачашшӑн (тĕпĕ: ачашшӑн) more information about the word form can be found here.
— Ӗлкӗрӗн-ха, тусӑм, — аллипе ачашшӑн сирчӗ вӑл мана.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Начальник хӑйӗн сарлака алтупанне Нонна хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн ҫеҫ хучӗ те эпӗ кӑна илтмелле ҫапла каларӗ:

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Мана «пичче» тесе чӗнеҫҫӗ, — ачашшӑн ӑнлантарма тӑрӑшрӑм эпӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ункӑланса тӑракан хура ҫӳҫӗ, ачашшӑн ҫӗкленсе тӑра-кан ӑсан пӗсехи пек кӑкӑрӗсем, асамлӑн ҫунакан куҫӗсем такама тыткӑна илмелле.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эх, ывӑлу-и унта, упӑшку-и, вылятӑр савӑнса, мана асӑнса! — хӑмӑр футляр ӑшне чикнӗ купӑса, пиеленӗ ача тыттарнӑ пек, ачашшӑн тыттарчӗ Кулюккана шапӑлти купӑсҫӑ — Хе-хе-хе!

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Турӑ ҫырни ҫакӑ пуль, сана парӑнма хушнӑ пуль, — лӑпкӑ ҫил пек ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ Улька, Эрхипе хӑй ҫумне ыталаса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Малалла Ҫтаппан сасси ачашшӑн илтӗнчӗ.

Help to translate

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, Ҫтаппана ыталаса илесрен хӑйне аран чарса, ачашшӑн ӳпкелесе илчӗ:

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степан Иванович, — ачашшӑн чӗнчӗ Матӗрне, — кил-ха, ҫӑвӑн, тархасшӑн.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑнукне курсан Сантӑр чӗри ачашшӑн вӑркӑшма тытӑнчӗ пулин те, хӗрне вӑл яланхи пекех сиввӗн кӗтсе илчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем ачашшӑн пакӑлтатни иккӗшӗ пӗр юнран пулнине ӑнланса илнӗнех туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӑн та ачашшӑн вӑркӑшма тытӑннӑ чӗри ӳрӗк-сӳрӗк кӑмӑлне сирчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ачине кӑкӑрӗ ҫумне тытса ачашшӑн чӑмӑртарӗ, чуптуса илчӗ, вара хуняшшӗне евӗклӗн чӗнчӗ:

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп, пӗлсе тӑратӑп: ҫав ҫын мана ачашшӑн ҫупӑрласа илсе йӑтса кайӗ…

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Кӑштахран ҫеҫ акӑ кантӑксем витӗр хӑйи-хӑйми кӗрсе алтарь ӑшне ачашшӑн ҫутатрӗ, унтан кӑнтӑр енчи стенана асӑрхануллӑн сӗртӗнсе ӑшӑтма пуҫларӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӑл сӑмах тупса калаймарӗ, хӗре ачашшӑн ыталаса чуптурӗ те, ҫамрӑксем, юнашар тӑрса, ҫырма леш енчи урам варринчи ҫурт еннелле утрӗҫ…

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл аллине чӗрҫиттипе шӑлса илчӗ, ачана ачашшӑн тытса ҫӗклерӗ, питҫӑмартинчен чуптурӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑвасене вӑл ҫитсе ачашшӑн ҫупӑрларӗ, куҫне хупса кукленсе ларчӗ.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Аха, — ачашшӑн чӗнчӗ Тамара, — хӗр юратӑвне хӑюллӑн ҫӗнсе илмелле те хӑюллӑ сыхласа упрамалла.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Епле чӗрӗ эсӗ, кинӗм? — ачашшӑн ыталарӗ вӑл ывӑлӗн арӑмне, пурнӑҫра пӗрремӗш хут.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed