Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашласа (тĕпĕ: ачашла) more information about the word form can be found here.
Вырӑс апачӗ туса ӗҫе кайма урама тухсан, хамӑн «вӑрттӑн сыхлавҫӑпа» чуна уҫсах калаҫас, ӑна ачашласа кӑмӑлне ҫӗклес тенӗччӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Йытта ачашласа ларма вӑхӑт ҫук.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ну, тусӑм, тепӗр хут тав ӑшшуна парнеленӗшӗн, — пуҫӗнчен ачашласа илтӗм эп ӑна.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗрре ҫеҫ ачана кӑкӑр парса курасчӗ, ӑна, ачашласа, пит-куҫӗнчен чӑпӑрт-чӑпӑрт чуп тӑвасчӗ…»

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ула Тимӗрпе Полина тунсӑхлӑ, айӑплӑ куҫӗсемпе тӳпери илпеклӗ, чикӗсӗр ирӗклӗхре савӑккӑн явӑнса, вӗҫсе-ярӑнса ҫӳрекен шурӑ ангелсене-турпикесене юлашки хут сывпулашуллӑн ытамласа, ачашласа илчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Андрей. эсӗ те пур тем, больницӑран хӑҫан тухрӑн, ачам? — Гаврилова хӑйӗн ачине ҫупӑрланӑ пекех ачашласа илчӗ Ревлен ашшӗ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗн тери тунсӑхласа ҫитнӗччӗ каччӑ ҫак хура куҫа, халӗ ак, те ҫынсенчен аванмарланса, савнӑ хӗрне пӗр сӑмах та калаймарӗ, унӑн ҫемҫе те пӗчӗк аллине кӑна ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ак унӑн чун-чӗрине ирхи ӑшӑ та йӑваш ҫил пӗрех май ачашласа тӑнӑ пек туйӑнать.

Теплый утренний ветерок, казалось, ласкал ее душу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӗм вӗҫӗсене тавӑрчӗ те ямшӑк кӳме ҫинчен анчӗ, шӑммисем тухса тӑракан ырханкка лашана айӑкӗнчен ачашласа, асӑрханарах чӗлпӗртен тытрӗ:

Подвернув штаны, кучер слез с брички, погладил мимоходом костлявые взопревшие бока клячи и легонько взял ее под уздцы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хӑвна мӗнле, килӗшет пек-и? — ыйтрӗ вӑл, Фретича аллинчен ҫемҫен ачашласа.

— Тебе самому-то нравится? — спросил он, легонько погладив Фретича по руке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ну, — терӗ Вадим текенни, шофера хулпуҫҫинчен ачашласа, — пуля пек вӗҫмелле пирӗн кунтан.

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Ачасем ҫине пӑхса, вӗсене ачашласа тухрӑм.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ан васка, пухура ҫунтарӗҫ ак, пит ачашласа, шеллесе тӑмӗҫ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Анчах сад, Лавр Кузьмич пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек ачашласа ӳстернӗ сад?!

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— О-ой, ылтӑнӑм, чечекӗм, янаварӑм, — тет вӑл ҫурасене, пӗчӗк ачана ачашласа йӑпатнӑ евӗр.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӑрӑва йӑпаткаласа, ачашласа, ҫӑкӑр патӑмӑр, тепӗр кӗленче сӗт ҫӑварӗнчен ярса ӗҫтертӗмӗр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Текех санӑн никамран та хӑрамалли ҫук, — терӗ тусӗ, хӗре ҫурӑмӗнчен лӑпка-лӑпка ачашласа.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачашласа мар, ачаранах хресчен ӗҫне хӑнӑхтарса ӳстернӗ вӑл ӑна.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed