Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачаш the word is in our database.
ачаш (тĕпĕ: ачаш) more information about the word form can be found here.
Ача ӳчӗ пек ачаш хӑйӑра, чулланса ларнӑ йывӑҫ таткисене курӑнмалла тӑвать, ҫав йывӑҫ таткисем тахҫан карапсем пулнӑ-и тен…

Help to translate

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫуллахи илӗртӳллӗ, ачаш хӗвел тӗслех.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шӑпчӑк вара — кану ҫуртне кайнисен, чуптума хатӗрленсе ларнӑ мӑшӑрсен, ачаш, ҫепӗҫ юрату ҫинчен уйӑх ҫутинче пӑшӑлтатса ларакан ҫамрӑксен кайӑкӗ.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Пӗртен-пӗр ывӑл — ачаш пулать вӑл», «Тӗпчӗке кайиччен, килте ларам», «Йӑвашран йӑваланса тухать», — терӗҫ вӗсем.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ те, ун ятне асӑнсанах, куҫ умне ҫирӗм ҫиччӗри уҫӑ кӑмӑллӑ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫутӑ ачаш куҫлӑ йӗкӗт тухса тӑрать…

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кирлӗ чух хаяр та, ачаш та пулма пӗлетӗп.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Укахвипе вӑл нихҫан та шӳтлемен, кулса та илмен, ачаш сӑмах та каламан ӑна.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Куҫ умне сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхакан чечек пек ачаш хӗр сӑн-пуҫӗ, кӗлетки тухса тӑрать.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шурӑ юр ҫинчи, хура хӑмӑр йывӑр пӗлӗтсем айӗнчи ҫак ачаш та хаваслӑ илем ман куҫа тыткӑнларӗ ҫеҫ мар, чӗрене те темле ҫатӑрах ярса илнӗн туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл ыткӑнса килнӗ вӑхӑтра Анатолий Семенович ӑна хавхалантаракан ачаш сасӑпа илӗртсе тӑчӗ: «Вӑт-вӑт! Ҫапла! Маттур, пӗчӗкскерӗм! Питӗ маттур!» — тее-тее алӑ ҫупрӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫав сасӑсемпе пӗрле темле ҫепӗҫ, чуна тытса илекен ачаш кӗвӗ вӗҫӗмсӗр шӑранса тӑнӑ пек туйӑнать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анюк мар, урӑх ҫын ыйтнӑн туйӑнчӗ, ачаш та тунсӑхлӑ сасӑ чӗрене ӑшшӑн сӗртӗнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пӳрте темле ачаш лӑпкӑлӑх илсе кӗнӗн туйӑнчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн куҫӗ умне вӑрӑм ҫивӗтлӗ ҫамрӑк хӗр тухса тӑчӗ, вӑл унӑн ачаш хӑмӑр куҫӗсене курчӗ, унӑн илемлӗ сассине илтрӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

…Черченке пӳрнесем, клавишсем тӑрӑх чупса, салхуллӑ та ачаш сасӑсем кӑларчӗҫ, пӳртре сасартӑк юрӑ пуҫланчӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл — пысӑк хулари мӗнпур хӗрсенчен чи хитри, унӑн кӑпӑш ҫӳҫӗ — тӗнчери чи кӑпӑшши, унӑн кӑвак куҫӗсем — тӗнчери чи ӑшӑ, ачаш куҫсем.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫамки ҫине антарнӑ шурӑ тутӑр картланӑран ҫаврака пит ҫӑмарти ачаш кӗрен ӳтлӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавнашкал именӳ-вӑтану манӑн хамӑн та пур-тӑр: чӗлхе вӗҫне ҫитнӗ ачаш сӑмахсене кӑмӑла хытара-хытара кашнинчех каялла ҫӑтатӑп.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫук, хӗр куҫӗ ӗлӗкхи пекех ҫепӗҫ, илемлӗ, ачаш, вӑтанчӑк…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, ачаш сӑмах кӗтет пуль…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed