Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Тепӗр чухне тата апӑссем хӑйсен туррисен ылтӑн-кӗмӗлне вӑрлаҫҫӗ те унпа хӑйсем усӑ кураҫҫӗ; 10. аскӑн арӑмсен килне пыраҫҫӗ те ҫавсене вӑрланинчен уйӑрса параҫҫӗ; ылтӑн, кӗмӗл, йывӑҫ турӑсене, ҫынна капӑрлатнӑ пек, тумтирпе капӑрлантараҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар, 9. хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук; 10. пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аскӑн арӑмсен ҫӑварӗ — тӗпсӗр шӑтӑк: Ҫӳлхуҫа кама ҫилленет, унта ҫавӑ кӗрсе ӳкет.14. Глубокая пропасть - уста блудниц: на кого прогневается Господь, тот упадет туда.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене ҫамрӑк арӑмсен ывӑлӗсем чике-чике пӑрахрӗҫ, вӗсене таркӑн чурасен ачисене суранланӑ пек суранлатрӗҫ; вӗсем ман Ҫӳлхуҫамӑн вӑйӗнчен тӗп пулчӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.