Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арча the word is in our database.
арча (тĕпĕ: арча) more information about the word form can be found here.
Пӗр тӗрки юлчӗ арча тӗпӗнче.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сулахайра — арча.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Арча пек.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хамӑн пулас мӑшӑр валли тӗрлесе хунӑ алшӑллипе кӗпепе, Тамар ачам, халӗ те арча тӗпӗнче усратӑп…

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунашкал арча хӗрарӑм пурӑнакан ҫӗрте ҫеҫ пулма пултарать.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ав, малти стена ҫумӗнче арча ларнине асӑрхарӗҫ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялта, аппӑшӗ патӗнче, икӗ арча тулли хаклӑ тумтир выртать-ҫке?

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне тӗкӗр умӗнчен хӑпса арча патне пычӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ӑна темшӗн хут ҫине пӑхса вулам пек турӗ те арча тӗпне тирпейлесе чиксе хучӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Апат-ҫимӗҫ, улӑштармалли кӗпе-тумтир чикнӗ хӑва арча ҫухрӑмран ҫухрӑма йывӑрланса пычӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак вӑхӑтра тимӗр арча шатӑртатса-чакӑртатса сас пачӗ те чӗтренсе илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина кустӑрмаллӑ тимӗр арча умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ҫӳлелле ҫӗклекен крансен стрелисем ҫинелле тинкерчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Качча кайнӑ хыҫҫӑн эп ӑна алла тытса та пӑхманччӗ, ӗнер арча тӗпӗнче аран-аран шыраса тупрӑм.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Перекет кассинче ун чухлӗ пур пулсан килӗнте, арча тӗпӗнче, тата нумайрах ӗнтӗ (Майӗпен.)

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Сӗтел, пукансем, арча.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Кӗтесре тимӗр кӑшӑлпа турттарнӑ пысӑках мар юман арча хӑяккӑн кайса ӳкнӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳпеми япала ҫине кӗрсе выртнӑ та, арча хупӑлчи, хупӑнса, питӗрмелли кукрашкинчен ҫаклансах ларнӑ.

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫаклатса хунӑ, уҫҫине ҫеҫ тирмен арча хупӑлчине ҫӗклерӗ те Маюк, тӳпемнех купаланса выртакан шур япала ҫинче, ҫиелте, кӑвакарса кайнӑ, чунӗ пуррине те палӑртман ачана курса, лӗнчерех кукленсе анчӗ…

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Никӗс сапаланӑ чухне арча тупнӑ.

А когда разбирали фундамент, обнаружили сундук.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Кӑнтӑрлахи апата пӗлнӗ пекех иртерех таврӑннӑ Павӑл картишне кӗчӗ те крыльца умӗнче лав тӑнине, лав ҫинче арча ларнине курчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed