Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн сулӑ юхса кайман, эпир хамӑрӑнне чиперех Энӗше кӗртсе Шӗшлӗ арманӗ патне ҫитернӗ.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫуркунне ҫав сулӑсене Кукшак шывӗпе юхтарса Атӑла антарнӑ, унтан Энӗше кӗртнӗ, вара вӗсене Энӗшпе туртса Шӗшлӗ арманӗ хыҫнех ҫитернӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Староста Шӗшлӗ аялти урамалла шӑлтӑртаттарса анса кайнине пӑхса юлчӗ, вара, уй хапхинчен тухса, ял ҫумӗпе каякан ҫулпа Шӗшлӗ арманӗ еннелле уттарчӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Акӑ Шӗшлӗ арманӗ патнелле ҫывхаратӑп, патне ҫитнӗ пекех пулчӗ…
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Малтан вӑл ялтан инҫе марччӗ, хурӑнлӑ ҫулӑн ку енче курӑнатчӗ, эпӗ ун патнелле пынӑҫемӗн вӑл ҫулӑн леш енче, Шӗшлӗ арманӗ тӗлӗнче пулчӗ.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Халь эпӗр ҫӗрулмине ҫеҫ мар, ӗмӗрех уйрӑм ҫырнӑ ҫӗр ҫырли, хурӑн ҫырли, шыв арманӗ, ҫил арманӗ сӑмахсене те пӗрле ҫыра пуҫларӑмӑр тем?
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сылтӑм енче пысӑк хура мӗлке — ҫил арманӗ тӑрса юлчӗ.По правую сторону осталось огромное темное пятно — ветряная мельница.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӳпен пӗр хӗрринче ҫиҫӗм йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет, ал арманӗ ҫавӑрнӑ пек, аслати кӑлтӑртатать.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтер хӑварнӑ пысӑк пурлӑх: Ҫаран, вӑрман та ӑшӑх шурлӑх, Улт-ҫич арманӗ улӑхра Пайта параҫҫӗ кунӗн-ҫӗрӗн.
XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хӑй калас пеккине ҫавӑрса калаймасть иккен те, ӑнлантарас тесе, аллисемпе ҫил арманӗ пек хӑлаҫланать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫывӑхрах йӑмра тӑррисем палӑра пуҫларӗҫ, ял вӗҫӗнче ултӑ ҫунатлӑ ҫил арманӗ курӑнса кайрӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пире хирӗҫ юханшыв леш енче, Астраханцев арманӗ пулнӑ вырӑнта, ресторан уҫнӑ пӗр чӑваш, — пуҫларӗ Мучи сӑмахне.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫил арманӗ хыҫне пӗр ҫын пытанчӗ, — терӗ Кӗперьян Акчураран килнӗ юлташне.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ял пуҫӗнчи ҫил арманӗ патне ҫывхарнӑ май Якимов мӑкаҫи кӗлечӗ тӗлӗнче ҫынсем чупкаланине асӑрхарӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ворнӑй арманӗ патне ҫитес умӗн вӑл темиҫе салтака тӗл пулчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнпа, Чашлама ҫил арманӗ патӗнчен саврӑнса, Пишкасси еннелле юрттарчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Энтрей Тюмеров арманӗ халӗ те чиперех ӗҫлет.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫил арманӗ патне ҫитнӗ ҫӗре ҫумӑр пуҫланчӗ, ҫул чылаях пылчӑкланчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ворнӑй арманӗ Шупашкартан вӑтӑр икӗ ҫухрӑмра, унта выртса ҫӗр каҫмалла пулать пулӗ, ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен те ыйтса пӗлӗп», — тесе шухӑшланӑ айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫӑмарта хуҫи.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Анчах Шупашкарне ҫитесси пулаймарӗ: Ворнӑй арманӗ патнелле анас умӗн ыраш пуссинчен пӗр хура сухаллӑ ҫын сиксе тухрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.