Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аптӑранипе, «эх, пӗрех хутчен ҫывӑрса каясчӗ хуть», тесе те илет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Малтанхи кунсенчех, нимӗн тума аптӑранипе, эпӗ таврари ҫынсемпе паллашма тытӑнтӑм.Первые дни от нечего делать я знакомился с окружающей обстановкой.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ним тума аптӑранипе Кольхаун каллех пӑшал ярса тытнӑ.
LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вара аптӑранипе Магнис ларнӑ та аттине хывса чул ҫумне сӑтӑрса пӑхнӑ.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑрӑ аптӑранипе сӑмсине аллипе чӑмӑртаса тытать; тапакӗ тата ытларах вӗчӗлтеттере пуҫлать; вара вӑрӑ тӳсеймесӗр ӳсӗрсе янӑ.Зажал он рот рукой, еще больше щекочет, и не может держаться, чтобы не чихнуть.
Пӗр вӑрӑ хӑйне хӑй тыттарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ ывӑна пуҫларӑм, аптӑранипе кӗрӗке те хывса пӑрахрӑм, хамран тар шыв юхнӑ пек юхать.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ним тума аптӑранипе тата чун-чӗри ҫак тискерлӗхе хирӗҫленипе Володьӑн кӑшкӑрас, ним тӑхтаса тӑмасӑрах таҫта тухса чупас, ҫынвӗлеренсене тупса тӗп тӑвас килчӗ.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл урама тухнӑ та, нимӗн тума аптӑранипе чарӑнса тӑнӑ.Он вышел на улицу и остановился, недоумевающий и растерянный.
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Вара вӑл аптӑранипе поезд тӑрӑх вӗҫме пуҫланӑ, пулеметпа пеме тытӑннӑ.Тогда он прошелся вдоль поезда, осыпая его пулеметными очередями.
2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Антикайнен нимӗн тума аптӑранипе тутисене кӑна ҫыртса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Аптӑранипе вара: кам килет, тесе хыттӑн ыйтрӑм.
Шар евӗрлӗ ҫиҫӗм // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 132–134 с.
Борис Борисович ним тума аптӑранипе ун-кун пӑхса илчӗ.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма ним тума аптӑранипе тарӑхса каять, Вахнова «ҫутӑлтарса ярас» килсе каять унӑн, ҫавӑнпа та вӑл чееленме шут тытать: — Ну, чарӑн ӗнтӗ, — тет вӑл тепӗр хут, халь ӗнтӗ йӑвашланнӑ сасӑпа.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав шыва мӗнле майлӑ та пулин тупса кӑларасси ҫинчен шухӑшласа, эпӗ малтанхи вӑхӑтра аптӑранипе нимӗн те тума пӗлмерӗм.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ хирӗҫ нимӗн те калаймарӑм, аптӑранипе хамӑн чул пуканӑм ҫине каялла пырса лартӑм.Я ничего не ответил и пошел, в смущении, обратно к своей скамье из отложений лавы.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Нимӗн тума аптӑранипе эпӗ хам умри хут листине илтӗм те икӗ енӗ те куҫа курӑнкаламалла туса, унпа пит ҫине сулма пуҫларӑм.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Вӑл машина отделенине килекен пӑрӑхсене питӗрсе лартнӑ, — ответлерӗ нимӗн тума аптӑранипе тарӑхса ҫитнӗ механик.— Он выключил машинное отделение, — с отчаянием промямлил механик.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Юлашкинчен, урӑх ниҫталла хӑвалама аптӑранипе, кӑпӑка ӳкнӗ урхамахне тап чарса тӑратрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эп нимӗн калама аптӑранипе сӑмах та чӗнмерӗм.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ниҫта кайса кӗме аптӑранипе эпӗ хамӑн портфеле илтӗм те унти тетрадьсемпе учебниксене майлаштарма тытӑнтӑм.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.