Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллӑмпа (тĕпĕ: алӑ) more information about the word form can be found here.
Мӗн чухлӗ суса илетӗн, пурне те шута илеҫҫӗ, сахал-и, нумай-и — хам аллӑмпа тунине никам та туртса илмест…

Что надоишь — все тебе в счет идет, мало ли, много ли — никто не отберет, что мои руки сделали…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ эпӗ хамӑн пӗртен пӗр аллӑмпа сире ыталама, кӗрешӳ мӗнле пынине сирӗнпе пӗрле аякран сӑнаса пурӑнма киле пыратӑп.

Еду домой обнять вас теперь единственной рукой и пожить с вами, со стороны наблюдая за борьбой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Эп сана ертсе килмен, ҫавӑтса тухрӑм, пӑчӑ подвалтан хам аллӑмпа ҫӗклесе тухрӑм; пан Данило сана мӗн те пулин ан тутӑр тесе, алӑкне ҫӑраҫҫипе питӗрсе илтӗм».

— Я тебя не завела, а вывела; вынесла на руках моих из душного подвала; замкнула ключиком, чтобы тебе не досталось чего от пана Данила.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хам аллӑмпа!

Своими руками!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫавӑн пек пулмасӑр; эпӗ те, ун пекех, пӗтӗмпе хам аллӑмпа хыпашласа пӑхмасӑр шанмастӑп.

— Конечно; я, как и он, хочу все пощупать собственными руками.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ ӑна хамӑн аллӑмпа чӑмламалли паратӑп, эсир — портфельщиксем, кураймастӑп эпӗ сире», тет.

Я своими руками даю ей что жевать, а вы — портфельщики, я вас в упор не вижу».

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ икӗ аллӑмпа та ун пуҫне лӳшкенчӗк ӑшне шаларах чышса кӗртрӗм.

Я же обеими руками втискивала его голову глубже в грязь.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Эпӗ акӑ хӑрах аллӑмпа шӑлаварӑма илтӗм, тепринпе пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан кителе тытрӑм, ҫавна курсан вӑл куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ.

и захлопал глазами, увидев, что одной рукой я поспешно натягиваю брюки, а другой снимаю китель, висевший на спинке стула.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кофе ӗҫсе пӑчӑхрӑм эпӗ, кӗпеме хывма пуҫларӑм та, ыйхӑ пусса килчӗ, куҫӑм умне чи юлашкинчен мӗн курни вара — сарлака шап-шурӑ пит-куҫ, ӑна эпӗ ан курӑн тесе тӗлӗкӗмре те аллӑмпа нимӗн тӑвайми сулкаларӑм.

Мне стало жарко от кофе, я начала снимать платье, запуталась, и последнее, что ещё прошло перед глазами, было большое белое лицо, от которого я беспомощно отмахнулась во сне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эп, пуҫа чикӗнсе ӳкесрен пӑртакҫӑ хыҫалалла тытса, асӑрханса куклентӗм, Игорӗн хамран яман аллине хулпуҫҫи урлӑ тытрӑм, тепӗр аллӑмпа ҫумри йывӑҫӑн аялти туратӗнчен уртӑнтӑм, аран-аран ҫӗклентӗм, хампала пӗрле Игоре те тӑратрӑм.

И тогда я, стараясь не наклонять головы, держа ее чуточку запрокинутой назад, опустилась на колени и, перекинув через свое плечо руку Игоря, которую я так и не выпустила, другой рукой уцепившись за толстую низкую ветвь дерева, поднялась и заставила подняться Игоря.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Гимнастёрки ҫине эпӗ хам аллӑмпа хам Хӗрлӗ Ялав орденне пӑрса хуратӑп.

Своими руками я прикрепляю орден Красного Знамени к его гимнастёрке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ӗнтӗ тӑшманӑн каткана лексе сӗвӗрӗлнӗ, хӑпаланса тухнӑ вӑйсӑр бомбине хам аллӑмпа хам тытса пӑхрӑм.

И я своими руками могла теперь потрогать покореженное, уже остывшее в кадке, бессильное оружие врага.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вуннӑмӗш е вунпӗрмӗш хут хам аллӑмпа вӗҫнӗ чухне кӑна эпӗ, ҫӗре географи картти пекех йӗрлесе пӗтернине, эпир ҫав тери тӗрӗс геометри тӗнчинче пурӑннине куртӑм.

Только на десятый или одиннадцатый самостоятельный полёт я заметил, что земля расчерчена, как географическая карта, и что мы живём в очень точном геометрическом мире.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аллӑмпа вӑйсӑррӑн тӗрткелешнӗ чухне мӗнпур япала хай вырӑнӗнчен хускалнӑ пек пулчӗ.

Все вдруг пришло в движение, когда я стал слабо отталкиваться руками.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑпӑл-хапӑл ун патнелле пӗшкӗнтӗм те ҫепӗҫ кӗлеткине аллӑмпа ҫавӑрса тытрӑм.

Я быстро наклонился к ней, обвил рукою ее гибкую талию.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм.

«Ты видел, — отвечала она, — ты донесешь!» — и сверхъестественным усилием повалила меня на борт; мы оба по пояс свесились из лодки, ее волосы касались воды: минута была решительная, я уперся коленкою в дно, схватил ее одной рукой за косу, другой за горло, она выпустила мою одежду, и я мгновенно сбросил ее в волны.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ аллӑмпа куҫа хупрӑм та, ас тумастӑп ӗнтӗ, темӗнле кӗлӗ тума тытӑнтӑм…

Я закрыл глаза руками и стал читать молитву, не помню какую…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Аллӑмпа хыпашласа кӗтӗм те пӗр ӗне ҫумне пырса ҫапӑнтӑм; ку таврашри ҫынсем тарҫӑсем пурӑнмалли вырӑнта вите тӑваҫҫӗ иккен.

Ощупью вошел я и наткнулся на корову (хлев у этих людей заменяет лакейскую).

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл вӗсене каланӑ: пӑталанипе пулнӑ Унӑн аллинчи суранӗсене курмасӑр, пӑталанипе пулнӑ суранӗсене пӳрнемпе тӗкӗнсе пӑхмасӑр, Унӑн аякне аллӑмпа хыпаласа пӑхмасӑр эпӗ ӗненессӗм ҫук, тенӗ.

Но он сказал им: если не увижу на руках Его ран от гвоздей, и не вложу перста моего в раны от гвоздей, и не вложу руки моей в ребра Его, не поверю.

Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эпӗ, Павел, хам аллӑмпа: «эпӗ тӳлетӗп» тесе ҫыртӑм; эсӗ ху та ман умӑмра парӑмлӑ, эсӗ — пӗтӗмпех манӑн, эпӗ сана ун ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ.

19. Я, Павел, написал моею рукою: я заплачу; не говорю тебе о том, что ты и самим собою мне должен.

Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed