Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫумӑр виҫӗ кун ӗнтӗ пачах ҫумарӗ, кӑштах ӳкнӗ юр кӗрпи пӳрт тӑррисемпе хирсене, лартса ӳстернӗ хырсен вуллисемпе ҫул айккисене кӑштах шуратнӑ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кошевой Мелеховсен килне пырса кӗнӗ кунранпа хуҫалӑхри ӗҫсем йӑлтах урӑхла йӗркеленчӗҫ: кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл пахча картине майларӗ; ҫеҫенхиртен утӑ тиесе килсе, анкартинче тӑпӑл-тӑпӑл хитре капан туса лартрӗ, айккисене кӗреплепе тураса тикӗслерӗ; тырӑ вырма хатӗрленнӗ май, лобогрейка шӳреткисемпе ҫунаттисене пӑсса ҫӗнӗрен майлаштарчӗ, йӗтеме тӗплӗн хырса тасатрӗ, кивӗ веялкӑна юсарӗ; икӗ вӑкӑра лашапа улӑштарма вӑрттӑн ӗмӗтленсе, ут хатӗрӗсене тӳрлетрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урам кӗтессинче, авалхи казаксем пек ҫӳллӗ те кӗре кӗлеткеллӗ старикӗн — тахҫан гвардейски батарейӑра службӑра тӑнӑ Архип Богатыревӑн — картишӗнче, хӗрарӑмсем, мӑнкуна хатӗрленсе, ҫаврака пӳрт айккисене тӑмпа сӗреҫҫӗ, шуратса аппаланаҫҫӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тул ҫутӑличченех кимӗ ҫине апат-ҫимӗҫ, вӗрен, бурна, плащ, брезент хучӗҫ, кимӗ айккисене икӗ пакур ҫыхса ячӗҫ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аллисене айккисене тытса, мӑнаҫлӑнрах каҫӑрлса, меллӗн тӑпӑртатса гопак ташлатчӗҫ, тет.важно подбоченившись, выступали поодиночке и мерно выбивали гопака.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сергей, пирус туртса пӗтерсен те хӑй вырӑнӗнчех ларса, чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлама тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра куппене тӑваттӑмӗш пассажир кӗчӗ — вӑл таҫта, кӳршӗсем патӗнче, пулнӑ пулмалла: вал чылай ҫула ҫитнӗ кӗрнеклӗ, сарлака питлӗ, пысӑк та чакӑр куҫсемлӗ арҫын; илемлӗн касса айккисене хырса тасатнӑ ҫутӑрах хӗрлӗ сухаллӑ, уссисӗр; хӳхӗм ҫар тумне тӑхӑннӑ, сарлака хулпуҫҫи ҫинче полковник погонӗсем илемлӗн выртаҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев лайӑх астӑвать: ҫак пӗтӗмпех планраччӗ, вара ҫавӑн ҫинчен шутласанах ун умӗнчен ҫула якатакан кустӑрмасем те мӑкӑрланса ларакан хурансем те ҫухалчӗҫ, айккисене тирек лартса тухнӑ шоссе станицӑсемпе хуторсем ҫумӗпе хӑйӗн асфальтне йӑлтӑртаттарса чупса иртрӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв хӗрринчи урамран хӑвасемпе ҫӳҫесен чӑтлӑхӗ витӗр Кубань сарӑлса кайни лайӑх курӑнать; купаласа тунӑ ҫӳллӗ ҫулӑн айккисене шыв ҫийӑнтарса илнӗ; унтан инҫерехре — чул кӗпер курӑнать; хӑмӑр тӗслӗ шыв юххи кӗрлесе выртать: ҫав юхӑм шыв сиккисенче кунӗн-ҫерӗн йынӑшать, урнӑ пек алхасса аялалла ӳкет, вара, кӑпӑкланса, пӑлханса, анлӑ юханшыв тӑрӑх вирхӗнет.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Тимофея вӗлертӗм эпӗ, — терӗ Макар, ӑна асапланса ҫитнӗ хура куҫӗнчен тӳрех пӑхса; унтан вӑл ирӗксӗрех ҫакӑн пек тӗлӗнмелле хӑвӑрт, икӗ талӑк хушшинче, тӑп-тӑп тутасен айккисене шанчӑклӑн тухса выртма ӗлкӗрнӗ хурлӑхлӑ пӗркеленчӗксем ҫине пӑхса илчӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нестеренко куҫӗсем сасартӑк темле ватӑлса кайрӗҫ, ҫӑвар айккисене тарӑн хутламсем тухса выртрӗҫ, сарлакарах хӗрлӗ пичӗ те тӗссӗрленчӗ, саралчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кимӗ хӑйӗн айккисене икӗ енчен те ҫапӑнакан хумсем ҫийӗпе чӳхенсе ярӑнать, тӗттӗм тинӗс тӑрӑх аран шуса пырать, тинӗсӗ хытӑрах та хытӑрах вылянать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Алӑк патӗнчи арҫын ачасен йӗпе аттисене, пушмаксене, айккисене сӑран сӑрнӑ ҫӑматӑ курсан Захар пуҫне силлесе илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑйлӑн та хӑвӑрт тӑкса ярать те, кӗтмен ҫӗртен савӑннипе макӑракан ҫынӑн шултра ӑшӑ куҫҫуль пек, хаваслӑн сиккелеме тытӑнать; ҫумӑр чарӑнтӑр ҫеҫ — хӗвел каллех ӑшӑ куллипе юратса пӑхать, уй-хирсемпе сӑрт айккисене типӗтет, вара каллех мӗнпур ҫӗршыв хӗвеле хирӗҫ телейлӗн кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑма татӑккине ҫӗклерӗ те унӑн куҫӗсем умне ырлӑхсем пытармалли питех тӑп-тӑп шӑтӑк тухса тӑчӗ, вӑл шӑтӑкӑн тӗпӗпе айккисене ҫавӑн пек хӑма татӑккисенченех тунӑ.Он ее вытащил, и открылся уютный маленький тайник, где дно и стенки были сделаны из щепок.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн айккисене вӗлт-вӗлт выляса тӑракан шӑрӑх тӗтрийӗ хупланӑ.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тротуар айккисене пӑрӑнма май ҫук: сулахай енче татти-сипписӗр автомашинӑсем чупаҫҫӗ, сылтӑм енче ҫӳллӗ хӳме, лӑпкӑ пынӑ ҫӗртенех ун урлӑ сиксе каҫма Олимп чемпионӗ те пултараймӗ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Вӗсем «Восток» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсемпе, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче урамсене, ҫул айккисене тирпейлекенсемпе тӗл пулчӗҫ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ҫӗрсене сухаланӑ чухне вара типӗ улӑм куписене ана айккисене кӑларса хӑвармалла мар.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22