Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унччен шарламасӑр тӑнӑ асанне Ванюка айккинелле ҫавӑтса кайрӗ, тем ӑнлантарма тытӑнчӗ.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Тӳсейменрен пуҫне айккинелле пӑрчӗ те тепӗртакран мӑкӑльт тӳнсе мӗнле хутланнӑ ҫаплипех ҫывӑрса кайрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Мӗн, манран айккинелле шӑвӑнасшӑн-им? — терӗ Скорпион ачана ӗнсерен ҫатӑрласа тытса.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тӑрсан-тӑрсан, хӑй малашлӑхӗ ҫине алӑ сулнӑн хӳрине чашт тутарса, лаша айккинелле пӑрӑнать, каш-кашласа ӳсекен хурӑнсем еннелле утать…
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Айккинелле пӑрӑнать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тапӑҫсан-тапӑҫсан хура тур, вӑйӗ пӗтнипе, шарласа юхакан юхан шыва шапӑртатса кӗрсе кайнӑ, унччен кӑпӑкланмаллах тарланӑскер, те турех пӑр пек сивӗ шыва сикнипе, те тарӑн юшкӑна хырӑм айӗ таран путса-лакса ларнипе, айккинелле ҫаврӑнса ҫапӑннӑ, пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле хыттӑн кӗҫеннӗ, вара путнӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Мӑран утсан — лаша ура ҫине пусать, малалла чупса каяс — айккинелле пӑрӑнать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӗркури, пӗлместӗн-и эс, калаймастӑн-и?.. — авӑтас шутпа ҫунатне ҫӗклеме пуҫланӑ автана тӑпра катӑккипе персе айккинелле хӑваланӑ май сӑпайлӑн ыйтать Кӗнатисен амӑшӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чӑрт-чӑрт! — ним туса та хыпса илмест мӗн тери тӑрӑшса ӑсталаса ларнӑ шӑрпӑк; е коробка сӗркӗчӗ сӗвӗнме пуҫлать, е тарӑхнипе айккинелле тӑкас килсе каять.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тетей айккинелле пӑрӑнчӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Чарӑн хӑвӑн артаклӑхна кӑтартма, йӗри-тавра халӑх ҫӳрет, пурте пирӗн ҫине пӑхаҫҫӗ, — ҫухалса кайрӗ Кирей, пуҫне айккинелле пӑрчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Каялла таврӑннӑ чухне землемер айккинелле кӑтартрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Кирей ҫиллессӗн аллипе айккинелле сулчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ас тӑватӑн-и, Элиме, пуҫна каҫӑртса ҫӳреттӗнччӗ, Мускав каччисенчен сӑмсуна айккинелле пӑрса иртсе каяттӑнччӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей Меретпе пӗрле урама тухрӗ, ҫавӑнтах кӗрхи сивӗ ҫил вӗсен пичӗсене вӗрсе ҫапӑнчӗ, ҫавӑнпа пуҫсене айккинелле пӑрма тиврӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирейӑн пырӗ типсе ларчӗ, вӑл айккинелле темиҫе хутчен ӳсӗрсе илчӗ, вара тин хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Айта-ха, ку ыйтӑва ҫивӗчлетмӗпӗр, айккинелле сирӗпӗр, — ку хутӗнче вӑл пӗрремӗш хут шӳтлемесӗр калаҫрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Чӗркуҫҫи икерчи айккинелле куҫнӑ имӗш.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ҫурт пӗр айккинелле чалӑшнӑ, аялти ҫӗрӗк пӗренисем ҫинче аран-аран тытӑнса тӑрать.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
«Якӑлти хӗрарӑм вӑл Шура, — хуравларӗ Микиш, катӑк шӑлӗ витӗр айккинелле чӑрт сурса.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.