Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемпе ытлашши ӑслӑн та, ытлашши кулӑшла та калаҫмалла мар, сӑмах пӗтӗмпех хӗрарӑмсем юратакан вак-тӗвек ҫинчен пытӑр.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Асли вӗсен ҫаплах каларӗ: «Камне пӑхса тӑмасӑр, пурин те ытлашши тырра памалла. Фомин-и вӑл, округ председателӗ хӑй-и — ытлашши тырра пуринне те тиесе тухатпӑр!» — терӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫынни хуть чуна уҫса памалли ҫын пулинччӗ, — терӗ Ксени, хӑйсене ытлашши ирӗккӗн тыткаланӑшӑн тата ҫынна ытлашши шаннӑшӑн пиччӗшӗпе шӑллӗне тавӑрнӑ пек.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫӗр тенкӗ ытлашши кӑларса пӑрахасси саншӑн нимӗн те мар, пӗр пус та ытлашши выртмасть сан кӗсйӳнте.— Тебе ничего не стоит лишнюю сотню выкинуть, копейка у тебя в кармане не ночует.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, ытлашши ырӑ кӑмӑллӑ пулса, мӗн чухлӗ те пулин хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе хӑйне ҫемҫен тыткалама пуҫласан, кирек мӗнле пулсан та, ҫав ҫынсем хӑйсене ытлашши ирӗккӗн, унпа тан тыткалама пуҫланӑ пулӗччӗҫ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Художник кисточкине пӑрахиччен портрет текех улшӑнса пырать, — сӑрсем тӗксӗмленеҫҫӗ те, ҫутӑлаҫҫӗ те, ҫын тӗрӗс мар пекчӗ, пуҫне те темле кукӑр тытса ларнӑ пекчӗ, пӗр хулпуҫҫийӗ ытлашши ҫӗкленсе тӑнӑ пек, пӳрне хутламӗсем ытлашши кукӑр пек туйӑнатчӗҫ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тырӑ тухӑҫне ытлашши ӳстернӗ, выльӑх шучӗ тӗлӗшпе те ытлашши хапсӑннӑ, анчах кусемпе килӗшме пулать… йывӑртарах пулӗ, анчах пурнӑҫлама пулать…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫамрӑккипе е опыт ҫуккипе руководитель хӑй ҫинчен ытлашши шутлать, йӑнӑшать, хӑй вӑйне ытлашши хака хурать пулсан, — вӑл пысӑк инкекех кӳмест-ха, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Кондратьев, аванах мар шӑплӑх нумая тӑсӑлсан.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ытлашши шавлӑ шартлаттарнӑ Манто пиччен мотоциклӗ, ытлашши нумай тӗтӗм кӑларнӑ вӑл.Слишком уж шумно палил мотоцикл дяди Манто, чересчур много дыма изрыгал он.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурте боевой расписани тӑрӑх хӑйсен вырӑнне! — хӑвӑрт, анчах ытлашши васкамасӑр, ытлашши кӑшкӑрмасӑр каларӗ комиссар, — химкоманда боецӗсем, штаба!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗнле ӗҫ пултӑр, — урок е Вера Павловнӑн студент вырӑнне йышӑнасси: Ҫапла ӑна медицина урокӗсем парать, анчах ун пулӑшӑвӗ Вера Павловнӑна пуринчен ытларах гимназири экзамен пама тивекен хӑшпӗр предметсене вӗреннӗ чух кирлӗ; вӗсене пӗччен вӗренме ӑна питӗ кичем; чи путсӗр япала вӑл — математика; латин чӗлхи тата унтан та кичемрех пулмалла; анчах унсӑр юрамасть, пӑртак тарӑхасах пулать, ҫитменнине тата нумай та юлмарӗ ӗнтӗ: гимназирен парса кӑларакан аттестат вырӑнне пулакан экзамен валли Медицина академийӗнче ытлашши нумаях та кирлӗ мар; сӑмахран, эпӗ: Вера Павловна латин чӗлхине Корнелий Непота ҫырнинчен ик йӗрке те пулин куҫарма пултармалӑх вӗренсе ҫитӗ тесе каламастӑп, анчах вӑл медицина ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче тӗл пулакан латинла фразӑсене ӑнланма пултарать ӗнтӗ; ҫапах та ку пӗлӳ ытлашши пысӑках мар.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗн ытлашши калаҫмалли ҫак санпа, ахаль те ытлашши калаҫрӑм: хӗрсене ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, ку вӑл амӑшӗн ӗҫӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ вулакансем, авторӑн ӳстерсе калама вӑхӑт та ҫук, мӗншӗн тесен вӑл пӗрмаях сирӗн пуҫӑрсенчи пӑтранчӑк шухӑшсем ҫинчен, сирӗн ӑнлавсем ҫав тери пӑтрашӑнса кайни кашни ҫыннах ытлашши, ытлашши асаплантарни ҫинчен шухӑшлать.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пуринчен ытла вӑл пушӑ ӗмӗтрен хӑрать; ӗмӗте ытлашши ӗненмесен — вӑл этемӗн тусӗ пулать; ӗмӗте ытлашши ӗненсен — вӑл этем тӑшманӗ пулать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ ытлашши пӑркаланса, ытлашши ӑсла персе ан тӑр, арӑму-и вӑл санӑн, арӑму мар-и, эпӗ акӑ ун патне кампа кӗрес тетӗп, ҫавна илсе кӗртетӗп.— А ты не умничай и не ломайся: жена ли она тебе, или не жена, а я веду к ней кого хочу.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайӑшӗ, ытлашши ӗҫнипе, виҫӗ ҫулччен мухмӑрла ҫӳренӗ, эрехрен йӑлт писнӗ; чылайӑшӗ, ытлашши ҫинисем, виҫӗ ҫулччен какӑрса ҫӳренӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑйӗн сӑмахӗсем ачана ытлашши типӗ, ытлашши вӗрентекен сӑмахсем пек ан туйӑнччӑр тесе, вӑл кула-кула:И, для того чтобы его слова не показались мальчику слишком сухими, нравоучительными, улыбаясь:
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев банк ертӳҫисене ҫемьесем ытлашши процентсем ан тӳлеччӗр тесе вӗсене хут ӗҫӗсемпе ытлашши чуптармасӑр пулӑшма чӗнсе каланӑ.
«Ҫемье ипотекине» яланлӑха тӑснӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
11. Ҫакна эпӗ ҫитмен пурӑнӑҫ пирки каламастӑп: эпӗ хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахма вӗреннӗ; 12. эпӗ ҫукпа та пурӑнма пӗлетӗп, ытлашши пур чухне те пурӑнма пӗлетӗп; эпӗ пурне те, пур тӗрлине те хӑнӑхса ҫитнӗ, тутӑ пулма та, выҫӑ тӑма та, ытлашши пур чухне пурӑнма та, ҫитменнипе пурӑнма та хӑнӑхнӑ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑвна пӗтерес темесессӗн ытлашши тӳрӗ те, ытлашши ӑслӑ та ан пул.16. Не будь слишком строг, и не выставляй себя слишком мудрым; зачем тебе губить себя?
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.