Шырав
Шырав ĕçĕ:
40. Эпӗ аллӑма тӳпенелле ҫӗклетӗп те [сылтӑм аллӑмпа тупа туса] калатӑп: Эпӗ ӗмӗрех пур! тетӗп.40. Я подъемлю к небесам руку Мою и [клянусь десницею Моею и] говорю: живу Я вовек!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ; 23. виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей ӑна каланӑ: хуларан тухсассӑнах сана ҫӗр Ҫӳлхуҫанӑн иккенне пӗлтермешкӗн эпӗ аллӑмсене Ҫӳлхуҫамӑр патнелле [тӳпенелле] тӑсӑп та — аслати чарӑнӗ, пӑр та, [ҫумӑр та] урӑх пулмӗ; 30. анчах эсӗ те, санӑн чурусем те халлӗхе Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраманнине эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ; 24. пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс та — пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫине, ҫынсем ҫине, выльӑх-чӗрлӗх ҫине, Египет ҫӗрӗнчи пӗтӗм хир курӑкӗ ҫине пӑр ӳкӗ, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей кӗле тӳпенелле сапнӑ та, ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫнӑ.Моисей бросил его к небу, и сделалось воспаление с нарывами на людях и на скоте.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: кӑмакаран ывӑҫӑр тулли кӗл илӗр, вара ӑна Моисей фараон [тата унӑн чурисен] куҫӗ умӗнче тӳпенелле саптӑр; 9. вара пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче тусан ҫӗкленӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑпанлӑ чир ҫыпӑҫӗ, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е хурлӑхлӑн йынӑшать, е, ҫутӑ шанчӑкпа хавхаланса, кӑвак тӳпенелле вирхӗнекен кайӑк пек, хыттӑн, хаваслӑн янраса каять.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вакланнӑ шӑн ҫӗр, шурфран сирпӗнсе тухса, темиҫе метр ҫӳллӗш тӳпенелле ҫӗкленчӗ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫӗнӗрен ҫӗкленсе ларнӑ пӳрт таврашӗнче ҫӗнӗрен тапса тухнӑ хунавсем тӳпенелле кармашаҫҫӗ.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӗвел ҫути йывӑҫа хӑлхаран тытса туртнӑн лешӗ тӳпенелле куҫ умӗнчех яш ҫӗкленет.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Эх-хе-хей, чее! — каллех шӗвӗр пӳрнипе тӳпенелле тӗллет Вихтӗр.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Мӗн чӗрри пур ҫӗр ҫинче — пурте ҫӳлелле, тӳпенелле, хӗвел патнелле кармашать: йывӑҫӗ, тырри-пулли, тихи-путекки…
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Таврара никама асӑрхамасӑр, тӳпенелле тинкерчӗ вӑл.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑл тӳпенелле тинкерчӗ, вӑл янкӑр кӑвак, кӑшт кӑна шурӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑл тӳпенелле пӑхрӗ, тӳпе шурӑ тӗспе ҫуталнӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫакна вӑл темиҫе хутчен те каларӗ, решеткеллӗ пӗчӗк чӳречерен тунсӑхлӑн тӳпенелле тинкерчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кирей тӳпенелле пӑхса илчӗ, сивӗ каҫсенче унта ҫӑлтӑрсем аван курӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Вӑл сенкер тӳпенелле пӑхрӗ, вӑл тап-таса, пӗр пӗлӗт те ҫук.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.