Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патшасен мар ӗҫмелле эрехе, Лемуил, патшасен мар, ҫиккере те пуҫлӑхсен ӗҫмелле мар: 5. ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, вӗсем саккуна манса кайӗҫ, сутри ӗҫе пусмӑр тӳсекенсене хирӗҫ ҫавӑрса ярӗҫ.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ мухтавӗ — ӗҫе вӑрттӑнлӑхпа витесси, патшасен мухтавӗ вара — вӑрттӑнлӑха уҫса парасси.2. Слава Божия - облекать тайною дело, а слава царей - исследывать дело.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авессалом хӑй пурӑннӑ чухнех патшасен айлӑмӗнче хӑйне валли палӑк лартнӑ пулнӑ; вӑл: манӑн ятӑм ҫынсен асӗнче юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн манӑн ывӑл ҫук, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав патшасене хӑй патне илсе тухсассӑн, Иисус Израиль ывӑлӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те хӑйпе пӗрле ҫӳренӗ ҫар ҫулпуҫӗсене каланӑ: пырӑр, ҫак патшасен мӑйӗ ҫине урӑрпа пусӑр, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.