Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мелеховсен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Анчах каҫ пулнӑ тӗле хутор ҫумӗнчи сӑрт темӗнле вӑрӑммӑн янлама пуҫларӗ, площадьре ула кураксем кӑранклатса вӗҫрӗҫ, Христоньӑсен сысни, ҫӑвар тулли утӑ ҫыртнӑскер, Мелеховсен пӳрчӗ умӗнченех нӑриклетсе чупса иртрӗ.

Но к ночи загудела гора, взголчились на площади вороны, мимо мелеховского куреня прокатила Христонина свинья с клочком сена в пасти.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫыру илнӗренпе нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Мелеховсен килне тепӗр асар-писер тип шар тулхӑрса пырса кӗчӗ.

Следом за письмом проведала мелеховский курень другая беда.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑннипех те тулӑхлӑ килчӗ ку ҫул Мелеховсен кил-йышӗшӗн: ӗни икӗ пӑру туса пачӗ, Михал арханӗ тӗлне сурӑхсем те йӗкӗрешшер путек пӑранларӗҫ, унтан качакасем тата…

Урожайный был тот год: корова отелила двойню, к Михайлову дню овцы окотили по двойне, козы…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мелеховсен ӑратти пӗрре кӑна мар йӑх хушса сыпӑнӗ ак!

Ишо не зараз переведется мелеховская порода!

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторта илсен, Мелеховсен кил-йышӗ ҫеҫ пӗр катӑлмасӑр упранса юлчӗ: фронт тӑрӑх ҫухалса ҫӳрекен Петропа Григорий вырӑнне пӗлтӗр, кӗр пуҫламӑшӗнче, Наталья йӗкӗреш ача туса пачӗ.

Лишь семья мелеховская не уменьшилась числом: на замену Петру и Григорию, таскавшимся по фронтам, в начале осени прошлого года родила Наталья двойню.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах та романра Мелеховсен килйышӗ, уйрӑмах Мелеховсен ывӑлӗ — Григорий Мелехов тӗп вырӑн йышӑнать.

Однако в романе основное место занимает семья Мелеховых, особенно сын Мелеховых — Григорий Мелехов.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Мелеховсен килне куҫа курӑнми виле килсе вырнаҫрӗ.

Незримый покойник ютился в мелеховском курене.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен пӳртӗнчен тахӑшӗ картишне выльӑхсене пӑхма тухрӗ.

Из мелеховского дома кто-то вышел на баз проведать скотину.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан ҫатан карта умне Мелеховсен пахчи еннелле купаласа тултарнӑ сыпӑламан вутӑ купи патне пынӑ.

Степан стоял возле слег, сложенных костром у плетня к мелеховскому базу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен килӗ тӗлӗнче Дон шӑнса ларайман.

Против мелеховского двора Дон не замерз.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен ратни-и?

— Родствие Мелеховым?

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсем патӗнче каннӑ лашасем Мелеховсен килӗ еннелле юлашки халтан кайса вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.

Отдохнувшие у Коршуновых лошади шли, добираясь до мелиховского база, из последних сил.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен кӳрши, Григорийӗн мучӗшӗ, Аникей, лашасене тытса пырать.

Аникей, сосед Мелеховых, доводившийся Григорию троюродным братом, правил лошадьми.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уяв чухнехи пек тумланнӑ ҫынсем Мелеховсен килкартинче урапа-кӳмесем патӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

По-праздничному нарядные люди толпились на мелиховском базу возле бричек.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен пахчинчи хӗвелҫаврӑнӑшсем айӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн, Аксинья чунӗ, мӑянпала хытхура пусса илнӗ тӑлӑх анкартинчи пек, пушанса, тискерленсе юлчӗ.

Пусто и одичало, как на забытом, затравевшем лебедою и бурьяном гумне, стало на душе у Аксиньи после того, как пришла с мелеховского огорода, из подсолнухов.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Таврӑнатӑп, тет, пахчаран; таврӑнатӑп, тет те, Мелеховсен хӗвелҫаврӑнӑшӗсем айӗнчен этем сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, тет.

— «Иду, гутарит, с огорода, слышу: в мелеховских подсолнухах, кубыть, людские голоса».

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, пӗрре сывлӑш ҫавӑрмасӑрах тенӗ пек, Мелеховсен пахчи патне чупса ҫитрӗ.

Аксинья, не переводя духа, дошла до мелеховского огорода.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, юнпа пӗвеннӗскер, ҫил пек вӗҫтерсе, хӑйсемпеле Мелеховсен килӗ хушшинчи ҫатан патнелле чупса кайрӗ.

Аксинья, залитая кровью, ветром неслась к плетню, отделявшему их двор от мелеховского.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне ирхине Мелеховсен килӗ умне йӗнерленӗ сакӑл ураллӑ ӑйӑр утланнӑ Митька Коршунов ҫитсе чарӑнчӗ.

На другой день утром к мелеховскому базу подъехал верхом на подседланном белоногом жеребце Митька Коршунов.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсен килӗнче пуринчен малтан Пантелей Прокофьевич ыйхӑран сиксе тӑчӗ.

В мелеховском курене первый оторвался ото сна Пантелей Прокофьевич.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed