Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Еркиней (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтрах Еркиней Вӑрса илчӗ хӑй ҫине, Унтан пӗтӗм вӑйпала Кӑкрипеле хирӗнсе Ҫавӑрса ҫапрӗ хулпала!

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урса кайнӑ Еркиней Тути-ҫӑварӗ пӑрӑннӑ, Чӗри хӑвӑрт сикнипе Пырӗ шалтах тӑвӑннӑ…

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ тӑрать тилмӗрсе Шурӑ хут пек шуралнӑ, Кӗрешӗве тинкерсе Пӑхса тӑрса аптранӑ: Куккӑшпеле Еркиней Йӗрӗх пекех тытӑннӑ.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак Еркиней ярса илет Туйсара Шӑнӑрланнӑ аллипеле ӗнсе чиккинчен, Анчах Туйсарӗ те пӗр самантра Пусса илет хуллине чавса кукринчен…

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней те паттӑр, Туйсар та маттур Вӑй та, чӑтулӑх та иккӗшӗн те нумай.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туйсарӑн хулпуҫҫи виҫ чике, Еркиней те унтан кая мар.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе ыйтать Еркиней, Хӑй кулкалать пит чее.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗри-тавра Еркиней Хӑлат пекех пӑхкалать: Кӗрешекен ҫӗнекен Хӑйне хирӗҫ йыхӑрать.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Эх, кинемей, кинемей, Пӗр-ик сӑмах пупле-хе, — Ытла йӗкӗт Еркиней.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн Чӗкеҫ чипер хӗр Силемпине тапӑннӑ, Мӗнле шухӑш кӗнӗ-тӗр, Хӑй чурине уртӑннӑ: «Паллаштар-ха, кинемей, Утаманӑн ывӑлпе, Ытла маттур Еркиней, Епле чӗнем чӗлхемпе?

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Улӑх кайӑкӗ текерлек, Сухатӳре Патерек, Ӑмӑрт кайӑк Атӑлта Еркиней тус Ҫавалта».

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юри янӑ ачаа Ула утпа Еркиней; Чапӗ малтан лашана, Ҫавах йӗкӗте телей…»

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑтаймарӗ Еркиней Ула лаша пусмӑрне:

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун ҫумӗнчех, каярах, Вӗҫсе пырать Еркиней, Чӑмӑрккапа пӗрмаях Хистет хӑйӗн ӑйрине.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней йӗтӗм хура ута утланчӗ, Йӗнерлесе касмӑкласа тапранчӗ: Карӑнтарчӗ чӗлпӗре, тапӑрларӗ урипе, Тапса сикрӗ ӑйӑрӗ ҫил ҫунатлӑ юрттипе.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Еркиней, асту, ӑйӑр ытла хастар, Ҫӑварлӑхпа касмӑкласа мӗн пур вӑйпа кастар», Тет пиччӗшӗ шӑллӗне, ҫивӗчине, Хӑй юлать кӳмме кутне тепӗр шӑллӗпе.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed