Шырав
Шырав ĕçĕ:
Егорушкӑна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ ҫывӑрма выртап, эсӗ ҫак мишука ман пуҫ айӗнчен кӑларса ан илччӗр тесе пӑхкаласа лар, — хушрӗ вӑл Егорушкӑна.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тӗрме патӗнчен иртнӗ чухне Егорушка шурӑ чул хӳме хӗррипе лӑпкӑн ҫӳрекен хуралҫӑ салтаксем ҫине, решеткеллӗ пӗчӗк чӳречесемпе тӗрме ҫурчӗн тӑрринче ялтӑртатакан хӗрес ҫине пӑхрӗ те эрне каялла, казански турӑ амӑш кунӗнче, амӑшӗпе пӗрле тӗрме чиркӗвне престол уявне кайнине аса илчӗ; тата кӑшт маларах, мункун эрнинче, тӗрмене вӑл Людмила кухаркӑпа тата Денискӑпа пӗрле кулачӑ, ҫӑмарта, кукӑль, ӑшаланӑ ӗне какайӗ илсе килнӗччӗ; тӗрмере ларакан ҫынсем вӗсене сӑхсӑха-сӑхсӑха тав тунӑччӗ, пӗри вара Егорушкӑна тӑхланран хӑй ӑсталанӑ ҫанӑ тӳми парнеленӗччӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн амӑшӗ, Ольга Ивановна, коллежски секретарӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ тата Кузьмичовӑн тӑван йӑмӑкӗ, вӗреннӗ ҫынсемпе ӑслӑ ҫынсен обществине юратаканскер, ҫӑм сутма каякан пиччӗшне йӑлӑна-йӑлӑнах Егорушкӑна хӑйпе пӗрле илсе гимназие вырнаҫтарса хӑварма ӳкӗте кӗртрӗ; халӗ ӗнтӗ ача акӑ, хӑй ӑҫта тата мӗн тума кайнине пач ӑнланмасӑр, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑ та, ӳксе юлас мар тесе, унӑн хулӗнчен тытса пырать, вӗреме кӗнӗ чейник хуппи пек сиккеле-сиккеле илет.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.