Шырав
Шырав ĕçĕ:
Температура эпир лавӑпа сланецсем хушшинче пынӑ чухнехинчен нимӗнпех те уйрӑм мар; анчах манӑн сӑмсана углевородӑн вӑйлӑ шӑрши вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку Лиденброк профессор теорине хирӗҫ пынӑ; ҫӗр айӗнче шалта ҫунса тӑракан вӑйлӑ вут ҫӗр хуппин ҫиелти сийӗсене те вӗрилентерсе, Хӗвел ҫуттине курмасӑрах ӳснӗ йывӑҫ-курӑксем чечеке те ларайман, ырӑ шӑршӑ та кӑларман, анчах вӗсен тымарӗсем Ҫӗр ӗмӗрӗн малтанхи кунӗсенчех вӗри тӑпра ӑшӗнчен вӑйлӑ ӳсӗм сӗткенӗсене сӑхса пурӑннӑ.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Туберкулезпа кӗрешмелли чи вӑйлӑ меслет вӑл — вӑйлӑ чун-хавал, вӑл врачсене те, сывмаррисене те халиччен улталаман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Халлӗхе тӑшман чылаях вӑйлӑ пулин те, Тӑван ҫӗршыв чӗрӗлсе, часах вӑл акӑ рабочисемпе хресченсен ирӗклӗ те вӑйлӑ государстви пулса тӑрас вӑхӑт нумай юлманнине виҫҫӗшӗ те чунтан-чӗререн ӗненеҫҫӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Вӑл питӗ вӑйлӑ форт, ун йӗри-тавра темиҫе рет окопсем туса тухнӑ; ҫав окопсенче нумай блокгаузсемпе вӑйлӑ артиллери пур…
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Фролов пӗлет: Усть-Паденьга гарнизонӗ вӑйлӑ, ҫавӑнпа та вӑл наступлени тӑваканнисем ҫынсем енӗпе те, техника енӗпе те тӑшмантан чылай вӑйлӑрах пулнӑ пек кӑтартасшӑн.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, ют чӗлхене ӑнланма пуҫласан, Матвей маттур кӗлеткеллӗ нимӗҫ патне фермӑна ӗҫлеме кӗнӗ, лешӗ, хӑй те питӗ вӑйлӑ пулнӑ пирки Матвее вӑйлӑ пулнишӗн питӗ хакланӑ.
XXXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ирхине ирех пӗрре вӑйлӑ ҫил ҫӗкленнӗ, вара урӑм-сурӑм вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ашкӑнма пуҫланӑ.Однажды ранним утром ветер подул с ураганной силой и разыгралась нешуточная буря.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑшӑк вырӑнсенче тинӗс хуть хӑҫан та вӑйлӑрах пӑтранать, ҫавӑнпа та вӑйлӑ ҫилсем вӑхӑтӗнче ун пек ҫӗре пырса кӗнӗ карапа хӑрушӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те кӗтмест, — вӑл ҫавӑнтах пӗтме пултарать.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Эх, вӑйлӑ пулсан, ҫав усала чунӗ тухиччен хӗнӗттӗм. Мӗншӗн эпӗ Артём пек пысӑк та вӑйлӑ мар-ши?» — шухӑшларӗ вӑл.«Эх, была бы сила, избил бы этого подлеца до смерти. Почему я не большой и сильный, как Артем?»
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Уҫӑ чӳречерен таҫта инҫетрен пит вӑйлӑ кӗрӗслетни, тинӗсре калама ҫук вӑйлӑ пысӑк батарейӑсем харӑссӑн тупӑсенчен пенӗ пек, янраса илтӗнчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Тупӑсем те аякра переҫҫӗ, вӗсем пӗр чарӑнмасӑр та вӑйлӑн кӗрлесе тӑнинчен ку чӑн-чӑн вӑйлӑ ҫапӑҫу иккеннех ӑнланса илчӗ вӑл.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑй тата вӑйлӑ чупаканскер, питӗ-питӗ вӑйлӑ!
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл пӗрех май Григорипе пӗрле, пӗр ҫӗр пӳртре пурӑнчӗ, ӑна вӑйлӑ тискер кайӑк хӑйнешкел тепӗр вӑйлӑ тискер кайӑка хисепленӗ пек хисеплерӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗтӗм конвейер чӗтренсе илсе, кӗрлесе кайрӗ, Хӗрлӗ площадь еннелле моторсен вӑйлӑ музыки юхрӗ, тимӗр илемлӗн те вӑйлӑн чӑнкӑртатни, — чуна кайса тивекен палланӑ машина утӑмӗ!..
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ; вӑйлӑ юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ те вӑрӑмрах; вӑйлах мар юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх та хӑвӑртрах иртет.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫӗр каҫах вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, вӑйлӑ ҫил касса вӗрнӗ пулин те, ҫапах та кирпӗч стена ҫинче пӗр ҫулҫӑ курӑнса тӑрать.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Командир ӗненсе тӑни вара, куҫа курӑнми ҫипсем тӑрӑх ҫӳрекен ток пек, салтаксем патнелле куҫса тӑрать, унӑн вӑйне кура ӗнтӗ, лампочкӑсем ҫуннӑ пек, салтаксен чӗрисем те ҫунса тӑраҫҫӗ: ӗненӳ вӑйлах мар-тӑк — кӑшт ҫеҫ ҫутӑ ларса, тӗксӗммӗн ҫунаҫҫӗ: вӑйлӑ пулсан — савӑнӑҫлӑн, ҫап-ҫутӑ ялкӑшса ҫунаҫҫӗ…
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӑнах та, эсӗ питӗ вӑйлӑ; ҫакӑн пек кӑкӑрпа мӗншӗн ҫапла вӑйлӑ пулмалла мар-ха…Да, ты очень сильна, да и как не быть сильною с такой грудью…
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.