Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Болгари the word is in our database.
Болгари (тĕпĕ: Болгари) more information about the word form can be found here.
Болгари, пӗтӗмӗшпе илсен, хӑй ҫине инкек тиенӗшӗн пире ылханать…

Вся Болгария проклинает нас за то, что мы обрушили на нее эти бедствия…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир хамӑр тӗллӗн ҫеҫ аркатаймастпӑр Турцие, анчах пысӑк асап-тӗсепе чӑтнӑ май, пӗтӗм Болгари тӑрӑх юнлӑ ҫырмасем хывнипе хамӑра пӗтӗм тӗнче халӑхне хӗрхентерме пултаратпӑр…

Мы не можем своими силами сокрушить Турцию, но можем снискать сочувствие всего мира хотя бы своими великими страданиями, мученичеством и кровавыми реками, которыми истекает тело Болгарии…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пысӑк нуша курать халь Болгари, усси вара кӑлӑхах…

— Тяжкие жертвы приносит теперь Болгария, и, главное, понапрасну.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сирӗн шутӑрпа ӗнтӗ, Клисурӑ пӗтрӗ пулсан, пӗтӗм Болгари пӗтет пулать, ҫапла тетӗр-и?

По-вашему, если погибла Клисура, так, значит, и вся Болгария погибла?

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм Болгари патшалӑхне ирӗке кӑларма хамӑр кӑна ҫӗклентӗмӗр!

Одни мы взялись освобождать болгарское царство!

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтрӗ-ҫке Болгари, куҫ умӗнче пӗтет! — терӗ вӑл, пушарсем енне йӗрсе ярас пек пӑхса.

— Погибла Болгария, погибла! — в отчаянии говорил он, глядя на пожары.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Болгари чысӗ пуринчен те хаклӑрах, — чӗтрекен сасӑпа каласа хучӗ Огнянов, — эпӗ сире тепӗр хут ҫакна калатӑп: кайӑк чунлӑ ҫынсем ан пулӑр, хӑвӑра инкек курмалла ан тӑвӑр.

А главное — с честью Болгарии! — дрожащим голосом воскликнул Огнянов, — я еще раз прошу вас: не будьте малодушными, не заставляйте меня принять против вас крайние меры.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр кунне, арҫынсем ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑнӑ вӑхӑтра, пупсемпе хӗрарӑмсем Болгари чуралӑхӗнчен хӑтӑлас ӗмӗтпе чиркӳре чӗркуҫленсе кӗл тунӑ хыҫҫӑн, Клисурӑ хулинчи паллӑ ҫынсем пӑлхав хускатнӑ ятпа халӑха хаваслӑн саламларӗҫ, ҫар ӗҫ канашне суйларӗҫ, пӑлхава ертсе пыма аслӑ ҫар пуҫӗ уйӑрса хучӗҫ.

На следующий день, после молебствия в церкви, во время которого священники и женщины (мужчины были на укреплениях) коленопреклоненно молились об избавлении Болгарии от рабства, именитые горожане Клисуры, с радостью приветствуя восстание, избрали военный совет и назначили главнокомандующего всеми местными повстанческими силами.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килсе кӗнӗ ҫынсем «Сывӑ пултӑр Болгари!» тесех тухса кайрӗҫ, вӗсем «Вӑрҫӑ пуҫланчӗ» юрра юрласа ячӗҫ.

И с криками: «Да здравствует Болгария!» — повстанцы быстро удалились, распевая песню «Бой наступает…».

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сывӑ пултӑр Болгари!

— Да здравствует Болгария!

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Болгари ирӗклӗхӗшӗн ӗҫлесшӗнччӗ-ҫке вӑл, ак халь Радӑна савса пӑрахрӗ.

Он посвятил себя Болгарин, а влюбился в Раду.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан вӑл хӑйне пуҫ ҫапмалли урӑх япала шырама тытӑнчӗ, ӑна часах тупрӗ те — ҫав ӑрӑм Болгари пулса тӑчӗ.

Тогда он стал искать новый предмет для поклонения и сразу нашел его — его кумиром стала Болгария.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йышлӑ хыпарҫӑсем-акакансем, вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса, Болгари кӑмӑлӗн хирне сухаласа, наци чысне упраттаракан вӑрлӑха акма тытӑнчӗҫ.

Длинная вереница предтечей-сеятелей уже вспахала духовную пашню Болгарии и бросила в нее семена национального самосознания.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сывӑ пултӑр Болгари!

Да здравствует Болгария!

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кулатӑн ак, вӗсенчен миҫе ҫын халӑхшӑн ӗҫлекен пулнине ан ман эс, Паиснй атте, сӑмахран, ҫӗр ҫул ӗлӗк Болгари историне чи малтан ҫырса панӑ, ҫавӑнтан пуҫласа Левский тияккӑн патне ҫити каласан мӗн чухлӗн вӗсем!

Ты улыбаешься, ты забываешь, сколько народных деятелей вышло из духовного звания, начиная с отца Паисия, который сто лет назад первый написал историю Болгарии, и кончая дьяконом Левским.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун пирки калаҫса татӑлман-ха, — Попов ыйтнипе хирӗҫ тавӑрса каларӗ Каблешков, — анчах халлӗхе пирӗн ҫавӑн пирки ак мӗнле шухӑш пур: Болгари Дунайран пуҫласа Ардӑна ҫити, Хура тинӗсрен Эгейски тинӗсе тухиччен княжество пулать, ӗнтӗ вӑл султансӑрах та пулмасть те, анчах шалти йӗркене пӗтӗмпех хамӑр тытса тӑракансем пулатпӑр.

— Это еще не решено, — ответил Каблешков на вопрос Попова, — но пока что мы думаем так: Болгария от Дуная до Арды и от Черного моря до Эгейского будет княжеством, зависимым от султана, но с внутренним самоуправлением.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм Болгари пӗр ҫын пек ҫӗкленет.

Вся Болгария поднимется, как один человек.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗм Болгари! — терӗ Каблешков.

— Вся Болгария! — ответил Каблешков.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара Фракипе Дунай таврашӗнчи Болгари хушшинче ҫыхӑну йӑлтах пӗтсе ларать, Троян ҫулӗн лавҫисем тем пек асапланса кунта юр ҫийӗн аран тӑвӑр сукмак хывкалаҫҫӗ.

Тогда всякая связь между Фракией и Придунайской Болгарией прекращается, пока троянские возчики ценой нечеловеческих усилий не протопчут узкую дорожку в снегу.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле хӗпӗртесе мухтанать вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ-шывӗпе, ун телейӗшӗн тесен вилме пулсан — вилме те хатӗр, унран та ытлараххи тата — Болгари телейӗшӗн пӗтӗм вӑйне-кунне парса кӗрешме ӗмӗтленетчӗ-ха вӑл!

Как он гордился ею, как искренне был готов умереть, и больше того, бороться за нее! Смерть казалась ему возвышенной жертвой, борьба — великим таинством…

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed