Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Антиох ҫавӑнта пырса ҫитнӗ те ҫаратас ӗмӗтпе хулана туртса илме тӑрӑшнӑ, анчах туртса илеймен, мӗншӗн тесессӗн унӑн шухӑшӗ хула ҫыннисемшӗн паллӑ пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Антиох патша, тури ҫӗрсем урлӑ иртсе пынӑ май, Персире пуянлӑхӗпе, ылтӑн-кӗмӗлӗпе чапа тухнӑ Елимаис хули пурри ҫинчен илтнӗ, 2. хулинче ҫавӑнти суя туррӑн ҫурчӗ те пур иккен, ҫурчӗ питӗ пуян-мӗн, унта ылтӑн ҫивиттисем, тимӗр тумтир, кӑрал пур иккен, ҫакна Александр — Филипп ывӑлӗ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хӑварнӑ-мӗн.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫапла Антиох укҫа ҫитмесрен шиклене пуҫланӑ; ӗлӗкрех, унчченхи пур патшаран та ирттерсе, укҫа-тенкӗне хӗрхенмесӗр салатса пурӑннӑскерӗн халӗ пӗр-икӗ хутчен шалу памалӑх ҫеҫ, ун-кун тӑкакпа парнесем валли анчах тӑрса юлнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Антиох пӗтӗм патшалӑхӗпе ҫавӑн ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ, пӗтӗм халӑха сӑнаса тӑма пӑхавҫӑсем лартнӑ, пӗтӗм Иудея хулинче чӳк туса тӑма хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41-42. Антиох патша хӑйӗн патшалӑхӗ валли ҫыру кӑларнӑ: халӑхсем хӑйсен саккунне пӑрахчӑр та пурте пӗр халӑх пулччӑр, тенӗ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Египет ҫӗрӗн тӗреклӗлетнӗ хулисене хӑй аллине ӳкерсе, Антиох Египет ҫӗрӗнчен пысӑк тупӑш илсе тухнӑ.19. И овладели они укрепленными городами в земле Египетской, и взял он добычу из земли Египетской.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитнине курсассӑн, Антиох, Египет ҫӗрне те алла илсе, икӗ патшалӑха тытса тӑракан патша пулма шухӑш тытнӑ, 17. вара вӑл Египета вӑйлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, сӑлансемпе, юланутсемпе, нумай-нумай караппа пырса кӗнӗ те 18. Птоломейпа, Египет патшипе, вӑрҫӑ пуҫланӑ; Птоломей унран хӑраса ӳксе каялла тарнӑ, аманнисем нумаййӑн тӑкӑнса юлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен йӑхӗнчен ҫылӑх хунавӗ — Антиох патшанӑн ывӑлӗ Антиох Епифан — шӑтса тухнӑ.10. И вышел от них корень греха - Антиох Епифан, сын царя Антиоха,
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.