Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа, сирӗншӗн пулсан, восстани — хальхи Сенатпа хальхи законсене сирпӗтессипе, хальхи законсен вырӑнне халӑхшӑн тӗрӗсрех, пуянлӑхпа правасене пӗр тикӗсрех валеҫекен законсем тунипе, хальхи сенаторсене сирӗн хушшӑрта тата сирӗн тусӑрсем хушшинче суйланӑ сенаторсемпе улшӑнтарнипе пӗтет.

Поэтому для вас восстание сводится к свержению нынешнего Сената и к замене действующих законов другими, более справедливыми для народа и равномерно распределяющими богатства и права, к замене сенаторов людьми из вашей среды.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сирӗн килте чухӑнлӑх, йӗри-тавра парӑмсем, паянхи пурнӑҫ хурлӑхлӑ, пулас пурнӑҫ тата тӗксӗмрех.

— В наших домах царит нищета, вне домов — долги, настоящее печально, будущее еще хуже.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Кунта, кунта, маттур гладиатор, — терӗ Лутация, ҫӗнӗ хӑнасене таса пӳлӗме кӗртсе, — сирӗн валли каҫхи апат кунта хатӗрленӗ.

— Сюда, сюда, доблестный гладиатор, — сказала Лутация, приглашая новых гостей в чистую комнату, — тут для вас приготовлен ужин.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Чарӑнӑр, е, Римӑн мӗнпур туррисен ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ иксӗре те пӗр-пӗрин ҫумне ҫапса, сирӗн ӑмансем ҫисе янӑ шӑммӑрсене турӑп та хӑвӑртан ҫӗтӗк мунчала туса пӑрахӑп.

— Перестаньте, а не то, клянусь всеми богами Рима, я так вас стукну друг о дружку, что перебью все ваши трухлявые кости и превращу вас в трепаную коноплю!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Лейтенант юлташ, эпир — саперсем, пире сирӗн пата ячӗҫ.

— Товарищ лейтенант, мы — саперы, присланы в ваше распоряжение.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Вӑл сирӗн патӑрта выртать-и?

— Он у вас находится?

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Пӑхӑр, сирӗн умра Буденный!

Вот перед вами Будённый!

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Ҫул сирӗн пултӑр вара.

И пусть будет дорога ваша.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Пирӗн отряда ҫул памастӑр пулсан, эпир халех тупӑ лартатпӑр та пӗтӗмпех аркататпӑр: сире пурне те, сирӗн усал башньӑна та…

— Если вы не откроете дорогу нашему отряду, мы поставим сейчас пушку и всех сразу повалим: и вас всех, и башню вашу паршивую…

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Сирӗн пӗтӗм отрядна.

Весь ваш отряд с тобою вместе.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Вӑл сирӗн питӗ вӑйсӑр, питӗ ырхан, шӑммипе тирӗ кӑна тӑрса юлнӑ.

— Очень ослабел, конечно. Кожа да кости!

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Кунта сирӗн никам та ӗҫлемест-и? — ыйтнӑ инспектор, Джоннипе юнашар тӑракан машина ҫине кӑтартса.

— Станок пустует? — спросил инспектор, указывая на незанятое место рядом с Джонни, где вихрем вертелись полусмотанные шпульки.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Яра куна кунӗпех утмалла пулать сирӗн, — тенӗ вӑл.

— Там, через день пути,

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Мстислав Сергеевич, эпӗ сирӗн пата, — хаваслӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, — кӗрсе ларсамӑр машинӑна, каятпӑр.

— Я за вами, Мстислав Сергеевич, — крикнул он весело, — пожалуйте в машину, едем.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах сирӗн аппарата лайӑхлатмалла, — эсир шутсӑр япӑх анса лартӑр.

Но вам придётся усовершенствовать аппарат, — вы плохо опустились.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирӗн тӗлӗшпе — хаҫата телеграфларӑм, «Ҫул ҫинче ҫырса пынисемшӗн» пысӑк сумма илетӗр.

По поводу вас — телеграфировал в газету, — получите огромную сумму за «Путевые наброски».

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирӗн, Ҫӗр ывӑлӗсен, ҫав вӑрттӑнлӑха хӑҫан та пулин уҫса памалла.

Вам, сынам земли, когда-нибудь разгадать загадку.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Арсенал ӑҫта сирӗн?

Где у вас арсенал?

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аран-аран вуласа ӑнланчӗ: «Сирӗн пата ҫар карапӗ — ҫичӗ ӗҫлевҫӗпе — яратӑп, ачасем шанчӑклӑ. Эпӗ Канаш Ҫуртне хупӑрласа илнӗ. Тӳреме башня тӗлне анса ларӑр. Гусев».

С трудом разобрал: «Посылаю за вами военный корабль и семь человек рабочих, — ребята надёжные. Я осаждаю Дом Совета. Спускайтесь рядом на площади, где башня. Гусев».

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Мстислав Сергеевич, сив чир мар пуль те сирӗн?

— Лихорадка, что ли, у вас, Мстислав Сергеевич?

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed