Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑ (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
Булгаков, сӗтел ҫине кӗпӗрне карттине сарса хунӑ та, ун тӑрӑх чӗрнипе йӗрсем туса, хӑйне хирӗҫ ларакан сарлака пит-куҫлӑ ҫирӗп шӑллӑ командира калать:

Булгаков, развернув на столе карту губернии, водил по ней ногтем, оттискивая линии, и говорил, обращаясь к сидевшему напротив скуластому, с крепкими зубами:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пупӑн мӑнкун валли хунӑ чусти ҫине пӗр ывӑҫ табак янине Павкӑн тусӗ Серёжа Брузжак ҫеҫ курнӑ.

Только Сережка Брузжак, друг и приятель Павки, видел, как Павка насыпал попу в пасхальное тесто горсть махры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ырӑ мар ӗҫ шутласа хунӑ тухатмӑш мӑнукӗ.

— Ой, не дело придумала внучка колдуньи.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Таврара пурӑнакан ҫынсем вара чӳречисене яри уҫа-уҫа хунӑ.

А по всей округе тут же открывались окна.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Тен, хамах астумасӑр чиксе хунӑ пулӗ-и, ҫук астумастӑп.

Может быть, сам сгоряча засунул — не помню.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Унта ҫӳп-ҫаппа вӗтӗ чулсем тултарса хунӑ.

Заваленном мусором и щебнем.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӑл вӗсене айлӑмӑн хӗррипе айлӑма ҫӳлӗ мар, анчах хулӑн чул пӗвепе пӳлсе хунӑ тӗле илсе кайрӗ.

Он повёл их по краю лощины к тому месту, где лощина была перегорожена невысокой, но толстой каменистой грядой.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Унӑн умӗнче хура, хуйхӑллӑ хӑюпа ҫавӑрса хунӑ сӑн ӳкерчӗкӗ выртать: вӑл Румынири, тӗрӗсрех каласан Молдавири, еврей комсомолки Марица Маргулис пулнӑ.

Перед ней лежала фотография, обведённая чёрной траурной каёмкой: это была румынская, вернее — молдавская, еврейка-комсомолка Марица Маргулис.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Натка турилккине аяккалла пӑрса лартрӗ те, час ирӗлекен кӗрен мороженӑй хунӑ пӗчӗк чашкӑна илсе Шегалов ҫине, хӑй ыйтнине хирӗҫ вӑл мӗн каласса кӗтсе, пӑхрӗ.

Натка отодвинула тарелку, взяла блюдечко с розовым, быстро тающим мороженым и посмотрела на Шегалова так, как будто она ожидала ответа на заданный вопрос.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Хӗсӗк Мясницки урамран Земльяной вал еннелле ҫаврӑнсан, шофёр машинӑна хӑвӑртрах ячӗ те, машина асфальт сарнӑ, хытӑ карса хунӑ пустав утиял евӗрлӗ сарлака та тӗксӗм кӑвак урам тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ҫемҫен сӑрласа кӑна пыма тытӑнсан, Натка хӑйӗн питне ҫил хытӑрах пырса ҫаптӑр та хура ҫӳҫӗсене мӗнле кирлӗ апла варкӑштартӑр тесе, хӑйӗн кӑвак тутӑрне пуҫӗнчен туртса салтса илчӗ.

И когда, свернув с тесной Мясницкой к Земляному валу, шофёр увеличил скорость так, что машина с лёгким, упругим жужжанием понеслась по асфальтовой мостовой, широкой и серой, как туго растянутое суконное одеяло, Натка сдёрнула синий платок, чтобы ветер сильней бил в лицо и трепал, как хочет, чёрные волосы.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Пӗр пӗчӗк витрипех тимӗр укҫа пухса хунӑ ашшӗпе амӑшӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Университетра Кавӗрлен йӑнӑшӗне тӗслӗх туса хунӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Матрюн урӑ, апат та пӗҫерсе хунӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ваҫҫа вутӑлӑх сыпӑланӑ туратлӑ касӑксене тӑратса лартнӑ та вӗсем ҫине хулӑн хӑмана пӑтапах ҫапса хунӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Улюҫ вӑрҫӑшма кайсан ҫав намӑссӑр хӗрарӑм хӑй айӑпне ҫак хӗр ҫине хунӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Яхруҫ сан аҫу хӑй вӑхӑтӗнче ӑна тиркенӗшӗн тавӑрма тӗвӗлесе хунӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Кирюк, эсӗ хӑрушӑ ҫын-мӗн, ман пуҫ шутласа хунӑ ӗмӗтсем чун кӗнеки ҫине ҫырӑнса пыраҫҫӗ пуль.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тен эсӗ те хӑвӑн савнине суйласа та хунӑ?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Енчен те вӑл Маюк пекех каччӑсене шӗкӗлчесе хӑй савнине палӑртса та хунӑ?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вите пуҫӗнчех кусла ларать, ҫавӑнтах тӗрлӗ шертӗсене вите ҫумне тӑратса хунӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed