Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат the word is in our database.
апат (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
Рецепчӗ: 2 апат кашӑкӗ чӗртавара тин вӗренӗ 1,5 стакан шыва ямалла, савӑта хупӑлчапа витсе 1 сехет лартмалла, сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Ӳт чирӗсем аптратсан тонуса ӳстерет, шыҫҫа, бактерисене, хутлатнине хирӗҫле витӗмпе палӑрса тӑрать, аппетита, апат ирӗлессине лайӑхлатать.

Help to translate

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Хырӑм ай парӗн шыҫҫипе /панкреатит/, япаласен ылмашӑнӑвӗ пӑсӑлнипе /уйрӑмах ватлӑх ҫулӗсенче/, пыршӑлӑх ӗҫӗ пӑсӑлнипе аптракансен час-часах ҫамрӑк шалча пӑрҫинчен хутаҫӗпе пӗрлех апат хатӗрлесе ҫимелле.

Help to translate

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Шурӑ, ула шалча пӑрҫи /фасоль/ - тутлӑ, лайӑх тӑрантакан, усӑллӑ апат.

Help to translate

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Ӗлӗк типӗ тытнӑ вӑхӑтра вӑл тӗп апат пулнӑ, вӑй-хала, сывлӑха йӗркере тытса тӑма пулӑшнӑ.

Help to translate

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Кӗҫӗннисемпе аппаланакан, апат хатӗрлекен амӑшӗ Натюш мӗнлине сисмен иккен.

Help to translate

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Сахӑр — 8,5, улма-ҫырла консервӗсем — 3,7, тӑвар, соус, апат-ҫимӗҫе тутлантармалли хутӑшсем, концентратсем, макарон, кӗрпе, ҫӑкӑр тата ҫӑнӑхран хатӗрленӗ изделисем, чей, кофе — 2,2-1,1, услам ҫу, шӑратнӑ ҫу, алкогольлӗ тата алкогольсӗр шыв, пахчаҫимӗҫ консервӗсем, пулӑран тунӑ апат — 0,9-0,1, кондитер изделийӗсем 0,01 процент хакланнӑ.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Пӗр уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,1, уйрӑмах ҫӑмарта — 7,5, ҫырла, ҫӗрулми — 2,1, варени, джем, повидло, пыл, ҫӑнӑх, мороженӑй, ашран хатӗрленӗ апат, сӗт тата унӑн юр-варӗ, сыр 1,5-0,5 процент йӳнелнӗ.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

«Пасарта тата лавккасенче сутакан пахчаҫимӗҫ хакӗсем кӑштах уйрӑлса тӑраҫҫӗ, — терӗ. — Кунта йӳнӗрех. Чӑн та, пӗр ҫитменлӗх пур: аш-какай, пулӑ тата вӗсенчен хатӗрленӗ апат сутмаҫҫӗ».

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Тус-юлташӗсемпе кӗреҫе тытса окоп чавӗччӗ, йывӑҫ ҫинчи сырӑшсем ҫине кайӑксем валли апат хурӗччӗ, тӑвайккине ҫуна сӗтӗрсе чупӗччӗ...

Help to translate

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Шӑнса пӑсӑлнипе сасӑ ҫӗтсессӗн, ӳслӗк аптратсассӑн ҫак меслетпе сипленме сӗнетпӗр: икӗ апат кашӑкӗ теркӑпа хырнӑ ҫарӑка е хура ҫарӑка /редька/, пӗр стакан вӗрекен шыва термоса ярса 7-8 сехет лартмалла.

Help to translate

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Чейе пӗр апат кашӑкӗ коньяк е бальзам хушма юрать.

Help to translate

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Пӗр стакан хӑвӑра килӗшекен чей хатӗрлемелле, унта пӗр лимон сӗткенне пусса кӑлармалла, пӗр апат кашӑкӗ пыл хушса пӑтратмалла.

Help to translate

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Хӑшпӗр чухне ҫуркунне вӑраннӑ чӗрӗп апат тупса вӑй илеймесӗрех вилет.

Help to translate

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Чӗрӗпӗн ҫулла апат нумай ҫимелле, ҫу пуҫтармалла.

Help to translate

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Чей кашӑкӗсемпе апат кашӑкӗсене хумалли савӑта ҫӑка тураттисенчен меллештернӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫитсен часрах тислӗк хырма пикеннӗ, унтан ӗнесене апат панӑ.

Help to translate

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӗ хӑех апат ҫиет, ашшӗ-амӑшне ҫӗрулми кӑларма та пулӑшать.

Help to translate

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Выльӑх валли апат нумай хатӗрлемелле, ҫавӑнпа мӑшӑр 20 гектар ҫӗр тар а илнӗ.

Help to translate

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed