Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаплах the word is in our database.
ҫаплах (тĕпĕ: ҫаплах) more information about the word form can be found here.
Эсӗ тӗрӗслерӗн вӗт, вӗсем тӗрӗҫ мар тетӗн-и вара?! — ыйтрӗ Бойко, куҫӗнчен пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫульне сӑтӑрса, тачка тутисене ҫаплах кулӑпа чалӑштарса.

Ты же проверил их и признал подлинными? — вытирая проступившие на глазах слезы и все еще кривя от смеха полные губы, спросил Бойко.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Йытта пилӗк ура кирлӗ мар, сан чӑн сӑмаху та маншӑн ҫаплах.

— Исповедь твоя мне нужна, как собаке пятая нога.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Васька талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест, качӑртаттарса ҫиет кӑна, ытти чухне е пӗр шавсӑр ҫывӑрать, е, ҫӗрӗк тунката пек, ваткӑллӑ пиншак айӗнче ҫаплах пӗр чӗнмесӗр выртать.

А Васька молчит сутками напролет, только жрет с хрустом, а остальное время либо молчаком спит, либо лежит под ватолой, как гнилая колода, и то же самое молчит.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна хӑйне ку чӑнах та ҫаплах пулнӑн туйӑнчӗ.

Так по крайней мере казалось ему.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анаталла аннӑ чух вӗсем татах та хытӑрах чупма пуҫларӗҫ, часах Ҫӑрттан мучин йӳле янӑ кӗпи хирӗҫ вӗрекен ҫилпе хӑмпӑланчӗ, хӑй вӑл, ури ыратнипе питне-куҫне пӗркелентерсе, ӑйӑрсене ҫаплах хытӑрах чупма хистерӗ, чӑпӑрккипе хаваслӑн сулкаласа, ҫинҫе сасӑпа: «Тӑванӑмсем, мӑнаҫлӑха ан ҫухатӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Под изволок они все больше набирали резвости, и вскоре от встречного ветра неподпоясанная рубаха Щукаря вздулась на спине пузырем, а он все попрашивал у жеребцов скорости и, морщаясь от боли в ноге, весело помахивал кнутом, кричал тонким голоском: «Родненькие мои, не теряй форсу!»

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ура пакӑлчакӗ унӑн ҫаплах сурать-ха, анчах вӑл икӗ ури ҫинче те ҫирӗпех тӑма пултарать, ҫавӑнпа та старик ҫапла шутларӗ:

Тупая, ноющая боль в щиколотке все еще держалась, но стоять на обеих ногах он мог более или менее твердо, и старик решился:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи ҫакна пит ӗненмелле сасӑпа каларӗ, ҫавӑнпа та карчӑкӑн ҫилли сӗврӗлчӗ, анчах упӑшки ҫине ҫаплах сӑнаса пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ:

Такова была сила убедительности в голосе Щукаря, что старуха остыла, но, все еще пытливо всматриваясь в мужа, вздохнула:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять.

Над хутором после утренней стряпни все еще стлался горьковатый кизячный дымок, легкий ветер шевелил над дорогой пресный запах цветущей лебеды, а от скотиньих базов, мимо которых проезжал дед Щукарь, тянуло знакомым с детства запахом коровьего навоза и парного молока.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паҫӑр та ҫаплах: е картуса тупаймастӑп, е енчӗке, е аҫама…

А въяве что было: то картуз не найду, то кисет, то зипун…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗш ӑна шӑтӑкран туртса кӑларчӗҫ, брезента пӗр чӗнмесӗр уҫрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине ҫаплах ним чӗнмесӗр пӑха-пӑха, табак туртса ячӗҫ.

Из ямы вытаскивали его вдвоем, молча развернули брезент, так же молча переглянулись и молча закурили.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫаплах тата сыхӑ пулма та хистерӗ темелле.

И даже как-то насторожило его…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Федоткӑн пӗчӗк чӗрине ҫаплах тем ыраттарчӗ пулмалла, улӑштару Давыдовшӑн куҫкӗретех усӑллӑ мар, тесе шутларӗ пулмалла, ҫавӑнпа чылай шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн вӑл каллех: — Тимӗр ҫумне хамӑн чул пӑшала хушса парсан, ӑна илетӗн-и? Илетӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

Но, видно, какой-то червячок сосал маленькое сердце Федотки, видно, считал Федотка обмен явно невыгодным для Давыдова, потому после длительного молчания и сказал: — А хочешь, я тебе в додачу свою пращу отдам? Хочешь?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Куҫне ҫаплах уҫмасӑр, вӑл, ҫаплах асапланса, мӗн тӑвасси ҫинчен шутларӗ, шухӑшне васкатрӗ, анчах ун куҫне ирӗксӗрех граната шартлатса ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн юлнӑ сарӑ тӗтӗм, ачасен таткаланнӑ кӗлеткисем курӑнчӗҫ, шари ҫухӑрса яни илтӗнчӗ…

Все еще не открывая глаз, он мучительно искал выхода, торопил мысль, а воображение помимо его воли услужливо рисовало желтую вспышку взрыва, дикий короткий вскрик, изуродованные детские тела…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗр Давыдов ҫине пӑхать, унпа калаҫать, анчах именни ҫаплах иртсе каймасть унӑн; вӑл асаплӑн хӗрелет, унӑн йӗтес шӑммисем те хӗрелсе кайрӗҫ, хӑлхисем вара кӗп-кӗрен пулчӗҫ.

Девушка смотрела на Давыдова, говорила с ним, но все еще никак не могла оправиться от смущения; она мучительно краснела, даже ключицы у нее порозовели, а уши стали пунцовыми.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Яков Лукич кӳлме те ӗлкӗрнӗ, эсӗ ҫаплах пуҫтарӑнатӑн-ха!

— Яков Лукич уже запрег, а ты все собираешься!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӗлӗкхи хуҫа-кулакӑнне пӗтӗмпех хӑй вырӑнӗнче хӑвартӑм, пӳлӗм халь те ӗлӗкхи пекех, тӳшеклӗ-ҫытарлӑ кравате ҫеҫ уборщица пӳлӗмне лартма хушрӑм, пӗтӗмӗшпе илсен вара типтерлӗх ҫаплах юлнӑ, ҫакна пӗлсе тӑр: нимле казенщинӑ та, нимле официаллӑ япала та ҫук!

— Все сохранил от прежнего хозяина-кулака, всю внешность комнаты, только кровать с периной и подушками велел переставить в комнату уборщицы, а в общем и целом уют сохранил, имей в виду: никакой казенщины, никакой официальности!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗнтен пӗри ҫаплах хӑй шуррисем патӗнче пулнишӗн кулянчӗ, анчах эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: «Шуррисем патӗнче эсӗ ирӗксӗрленипе кӑна, пилӗк уйӑх ҫеҫ салтакра пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫара хӑв ирӗкӳпе тарса каҫнӑ, вара икӗ ҫул отделени командирӗ пулнӑ, апла пулсан, санӑн юлашки служба малтанхинчен нумайрах, ҫавӑнпа партие юрӑхлӑ эсӗ».

Один из нас все упирал на то, что он в белых служил, а я ему говорю: «В белых ты служил подневольным рядовым пять месяцев, а в Красную Армию перебежал добровольно и служил командиром отделения два года, значит, последняя твоя служба побивает первую, и к партии ты пригодный».

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ те ҫаплах: хутора мӗн тума килнӗ-ха эсӗ?

Так и ты: чего ты в хутор приехал?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫаплах ара, ытахалех.

— А очень даже просто.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унпа урӑх шӳтлеме шутламастӑп эпӗ, ӑна ҫаплах кала.

Шутить я с ним больше не намерен, так и скажи ему.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed