Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) more information about the word form can be found here.
Санӑн пулӗ ман кашни сӑмахӑм, пӑхни-хӑтланни, сывласа кӑларакан пӗтӗм сывлӑшӑм.

Каждое мое слово, каждый мой взгляд, каждое дыхание будут твоими.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑвӑн Сирийӳпе Месопотами, Финикипе Вавилон хуҫи пулас килет-и санӑн?

Хочешь быть властителем над всей Сирией и Месопотамией, над Финикией и Вавилоном?

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вилесле тилмӗрсе шыратпӑр эпир санӑн хӳхӗм ӳт-пӗвне, Озирис, таврӑнсам хӑвӑн ҫуртна!»

В смертельной тоске разыскиваем мы прекрасное тело твое, Озирис, возвратись в дом свой!»

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Санӑн, Якку пичче, хӑвӑн ҫумӑнта нимӗн те ҫук-и?

У тебя с собой, дядя Яков, ничего нету?

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санран налог та, сулӑм укҫи те илмеҫҫӗ, колхоза кӗресси те ҫук санӑн

Ни с тебя налогу, ни самооблогу, ни в колхоз тебе не вступать…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗн пурнӑҫ мар-ха санӑн пурнӑҫу!

Чем тебе не жизня?

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан, ҫурхи шыв-шур пӗвене пырса аркатӗ те сана ӑҫта та пулин тип ҫырма вӗҫнелле сӗтӗрсе кайса пӑрахӗ, — пӗтрӗн вара, санӑн ӗмӗрӳ иртсе те кайрӗ!»

А потом взломной водой по весне уволокет тебя куда-нибудь в исход балки, — и все тебе, конец!»

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Касса йӑвантарӗҫ сана, ҫарамаслантарӗҫ, санӑн илемне — тураттусемпе хунавусене — пуртӑсемпе иртсе пӑрахӗҫ те хӑвна пӗве патне турттарса кайӗҫ, вара пӗве пӗвелекен вырӑна свай туса, ҫӗр ӑшне ҫапса лартӗҫ… — тесе шухӑшларӗ Яков Лукич, лаштра сарӑлса ларакан юманӑн тӑрри ҫине пӑхкаласа.

Свалют тебя, растелешат, отсекут топорами твою красу — ветки и отростки, и повезут к пруду, сваей вроют на месте плотины… — думал Яков Лукич, снизу вверх посматривая на шатристую вершину дуба.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн та, пудрӑсемпе сӑрланса та сӑнна хитрелетсе ларас вырӑнне, фермӑра хуҫалӑха тытса пыраканни пулса ӗҫлеме тытӑнса пӑхасчӗ, э?

И ты, вместо того, чтобы пудрами пудриться да красоту наводить взялась бы похозяйствовать по ферме, а?

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е хальхи пек ӗҫпе тата: хӗрарӑм хӳрине вӗлтӗртеттерет пулсан, эпӗ санӑн шухӑшупа, ӑна ӑса вӗрентсе ларам-и?

Или с этим делом: женщина хвостом трепет, а я, по-твоему, должен ее обучать?

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах эсӗ ҫывӑрнӑ чухне те тӗлӗкре хӑвӑн пулнӑ вӑкӑрусене куратӑн пулсан, — апла санӑн партие кӗме юрамасть.

А уж ежели ты спишь и во сне бывших своих быков видишь — тогда в партию небе нельзя.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн выльӑх-чӗрлӗхӳ колхозра, ялхуҫалӑх инвентарӗ те — унтах.

— Скот твой — в колхозе, сельскохозяйственный инвентарь — тоже.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑн вӑкӑрсемпе санӑн вӑкӑрусене хуралларӑм.

— Своих и твоих быков стерег…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни санӑн арӑму-им вӑл? — ыйтрӗ Давыдов.

— Это у тебя жена погонычем? — спросил Давыдов.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Капла халь санӑн плугу ҫуса тасатнӑ пекех, ҫавӑнпа та вара эсӗ, ҫула май, чунна кантарма чикарккӑ та ҫавӑрса хыпма пултаратӑн.

Зараз у тебя плуг — как вымытый, и ты могешь на ходу цигарочку для удовольствия души завернуть.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Плугна сулахай енне тайӑлтарса хур, вӑл хӳри ҫинче шуса пытӑр, санӑн, сурпанне тасатмалла ан пултӑр тесен, акӑ мӗнле тумалла, кур-ха! —

— Клади плуг налево, чтобы он на ползунке шел, а чтобы тебе отвал не чистить, вот так делай, гляди! —

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ Атаманчуков вӑкӑрӗсемпе сухала, эпӗ санӑн вӑкрусемпе сухалам!

Ты на Атаманчуковых, а я на твоих!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санӑн туту-ҫӑвару мӗн хыпмаллине пӗлет иккен, — кулса ячӗ Куженков, кӑвакрах сухалӗн кӗске тӑпкине ывӑҫласа тытса.

У тебя губа не дура, — засмеялся Куженков, зажав в руке короткий оклад седоватой бороды.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗнеме те ирӗк ҫук санӑн!

И бить не имеешь права!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ӑна: «Тӑварса яр, халь ҫумӑр ҫӑвать», тетӗп, вӑл мана намӑс сӑмахсемпе илтерет: «Санӑн ӗҫ ҫук!» — тет.

Я говорю: «Отпрягай, покеда дождь спустился», а он меня матом: «Не твое дело!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed