Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: 16. вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир ӗлӗк сӗмлӗх пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ ҫутӑ пултӑр: эппин, ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр; 9. Таса Сывлӑша илнисенӗн ӗҫӗ — тӗрлӗ ырӑлӑх тӑвасси, тӳрӗлӗхпе пурӑнасси, чӑннине пӗлесси.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, хӑвӑра каллех чура тума ан парӑр.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр!
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Каҫ иртрӗ ӗнтӗ, кун ҫывӑхарчӗ: эппин, сӗмлӗх ӗҫӗсене пӑрахар та ҫутӑ кӑралне алла тытар.12. Ночь прошла, а день приблизился: итак отвергнем дела тьмы и облечемся в оружия света.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать.10. Любовь не делает ближнему зла; итак любовь есть исполнение закона.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мӗнле эппин?
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин, эпӗ саккуна ырӑ тесе шутлатӑп, 17. апла ҫав ӗҫе эпӗ тумастӑп, ӑна манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эппин, ырриех мана вилмелле турӗ-ши?
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эппин, иудей ыттисенчен мӗн тӗлӗшпе маларах-ха? ӳт кастарни ӑна мӗнле усӑ кӳрет?1. Итак, какое преимущество быть Иудеем, или какая польза от обрезания?
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эппин, Турра пӑхӑнӑр, шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ.7. Итак покоритесь Богу; противостаньте диаволу, и убежит от вас.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ: 15. Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн. 16. Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн?
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20. Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21. Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? эпӗ Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14. каланӑ вӗсене: эсир Ку Ҫынна ман патӑма халӑха пӑтратакан тесе илсе килтӗр; акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; 15. Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ; 16. эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам: 28. манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр. 24. Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр; 30. ҫакна пурне те ку тӗнче ҫыннисем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине вара сирӗн Аҫӑр пӗлсе тӑрать; 31. пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эппин, асту, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм мар-и?
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.