Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) more information about the word form can be found here.
Осетровӑн — ик ҫӗр ӗҫ кунне яхӑн, сирӗн бригадӑра ыттисен — ҫӗртен иртнӗ, Нечаев пек чирлисен те ҫӗре яхӑн, анчах санӑн — ҫирӗм тӑххӑр!

У Осетрова — почти двести трудодней, у остальных из вашей бригады — за сто, даже у таких больных, как Нечаев, и то около сотни, а у тебя — двадцать девять!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытлашши ҫӑрах мар санӑн, Рыкалин! — шелленӗ пек те, ӳпкеленӗ пек те каласа хучӗ казаксенчен пӗри, Устин ҫине пӑхса.

— Не густо у тебя накапано, Рыкалин! — с сожалением и укоризной сказал один из казаков, глядя на Устина.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ санӑн ӗҫӳ: январьте, февральте, мартра, апрельте, майра пӗтӗмпе, халех калатӑп, пӗтӗмпе ҫирӗм тӑхӑр ӗҫ кунӗ тунӑ.

А вот и твои заработки: за январь, февраль, март, апрель и май всего, сейчас скажу, всего двадцать девять трудодней.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ӗҫ кунӗ миҫе санӑн?

— Сколько у тебя числится трудодней?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн арӑму та халӗ утать, Тубянска каймалли ҫула виҫет, эсӗ те картла выляма хирӗҫ пулмарӑн.

И твоя баба тоже зараз марширует, дорогу на Тубянской меряет, и ты от картишек тоже не отказывался.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, Александр, санӑн киле манса хӑвармалли те ҫук, хӑвпа пӗрле те ӑсу пачах ҫук.

— Тебе, Александр, как я погляжу, и дома забывать нечего: и при себе из ума ничего не имеешь.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑв ӗмӗре санӑн, Гордейч, ӑссӑр пурӑнса ирттермелле ан пултӑрччӗ, акӑ мӗншӗн куйланатӑп эпӗ…

Как бы тебе, Гордеич, без ума не пришлось век доживать, вот об чем я печалуюсь…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн, сухаллӑ ухмахӑн, ӑсу хӑвпа пӗрле-и е эсӗ ӑна киле хӑварнӑ?

— А у тебя, бородатая дура, свой ум при себе есть или ты его дома забыл?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗлле санӑн уйӑхра ҫирӗм канмалли кун пулнӑ пулсан, эсӗ мӗн канмалли кунсем пирки харкашатӑн!

Что ты распинаешься о выходных днях, когда ты зимою имел этих выходных в месяц по двадцать дней!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫитменнине тата, ватӑ кӗсрене мӗнле итлес килнӗ-ха санӑн?

И потом, если кобыла старая, охота тебе была ее слушать?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир колхозра хамӑр хуҫа — кӑмӑл пулсан ӗҫлетпӗр, ҫук-тӑк — канатпӑр, праҫниксенче вӑйпах ӗҫлеттерме пултараймастӑн эсӗ пире, пыршу ҫинҫе санӑн!

Мы в колхозе сами хозяева: хотим — работаем, не хотим — отдыхаем, а силком работать нас в праздники ты не заставишь, кишка у тебя тонка!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каламалли ним те ҫук санӑн!

И сказать тебе нечего!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн нимле пулӑшӑву та кирлӗ мар мана, хамах тӑвӑп!

Никакой мне твоей помощи не надо, сам обойдусь!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑрук санӑн ҫав тӗн тӗлӗшпе хӗрарӑмсемпе хирӗҫӳ тухса каять?

А ну, не ровен час, у тебя с бабами неувязка выйдет на почве религиозного недоумения?

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ку — санӑн.

— Это — твой.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӗсем санӑн кирлинчен те ытларах, — кулса илчӗ Разметнов.

— У тебя их больше, чем надо, — усмехнулся Размётнов.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн ача ӑсӗ, Андрей.

— Дитячий разум у тебя, Андрей.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн ҫав кунах каламалла пулнӑ!

— Ты в этот же день должен был сказать!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет.

Нашел он две старые подковки с английских ботинков, во весь каблук — ишо с Гражданской войны они завалялись — и говорит: «Сидорович, я у тебя эти подковки возьму, врежу их на сапоги, а то, видно, старый становлюсь, на пятку больше надавливаю, не успеваю каблуки на сапогах и на чириках подбивать».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, мӗнле доказательствӑсем пур санӑн?

Ну, какие у тебя доказательства?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed