Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнтах (тĕпĕ: ҫавӑ) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫавӑнтах, хӑйне айванрах ача пек туса, куҫне темле ӑссӑр пек чарса пӑрахрӗ, питӗ вӑтанакан ҫын пек пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине таянса, тутине пӳрнипе чавкалама тытӑнчӗ.

Мальчик тут же скроил глупую рожу, какая, по его мнению, должна быть у маленького дурня, выпучил бессмысленно глаза и стал преувеличенно застенчиво переминаться с ноги на ногу, ковыряя на губе заеду.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ҫапах та пит тӗлӗнмелле — никам та нимӗн те пӗлмест, — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах Гаврика курчӗ.

— Однако же странно, что никто ничего не знает, — сказал посетитель и вдруг заметил Гаврика.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав ҫаврашкана пӑшалтан лектерсен, броненосец ҫавӑнтах ҫурмаран кӗрӗслетсе ҫурӑлать те тинӗсе путать.

Стоило в него попасть, как броненосец с шумом раскалывался пополам и тонул.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матрос вӑйсӑрланнӑ аллипе пичкене хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ, йӗрӗннӗ пек пулса сурчӑкне ҫӑтрӗ те, ҫавӑнтах хӑсса ячӗ.

Матрос отвел его слабой рукой, с отвращением проглотив слюну, и тут же его стошнило.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнтах киммӗн хура курӑнакан мӗлки те палӑрчӗ.

И немного погодя увидел почти черный силуэт шаланды.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасен сассипе йӑлӑхса ҫитнӗ дворник вӗсене шӑпӑрпа хӑратса ярсан, вӗсем ҫавӑнтах тепӗр картишне куҫса, каллех выляма тытӑнаҫҫӗ .

Если же дворник, выведенный из терпения детским гвалтом, выгонял игроков метлой, очень удобно было тотчас перейти на другой двор.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

а) машина ӑҫта тӑрать, ӑна ҫавӑнтах хӑварӑпӑр, вӑл хӑйӑр ӑшне шӑтарса кӗнӗ, ӑна эпир пурпӗрех ҫӳлӗ ҫыран ҫинелле хӑпартайман пулӑттӑмӑр;

а) закрепить машину там, где она стояла, глубоко врезавшись в песчаную «кошку», — всё равно мы не могли поднять её на высокий берег;

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Бензин тӑкӑнатчӗ, ҫу та юха пуҫларӗ, енчен штурман шӑпах пӗр ҫӗнӗ япала тупса кӑларман пулсан, пурсӑмӑр та ҫавӑнтах ҫунса кайнӑ пулӑттӑмӑр.

Горючее текло, масло текло, и, если бы не штурман, своевременно пустивший в ход одну новую штуку, мы бы давно погорели.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫавӑнтах Татаринов капитанӑн экспедицийӗн юлашки вӗсем ҫӗр ҫинчех ӑҫта та пулин юлчӗҫ пулсан ӑҫта вӗҫне ҫитнине кӑтартса патӑм…

И я указал точку — точку, где находились остатки экспедиции капитана Татаринова, если они ещё находились где-нибудь на земле…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах тепӗр кунхине, ҫутӑласпа, вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленичченех вӑл пӗр иккӗленмесӗр ҫав награда илекенӗ шӑпах эпӗ, тесе шутланӑ, вӑл та, ман пекех, ҫавӑнтах телефон патне пынӑ пулнӑ.

Но на другой день, под утро, ещё лёжа в постели, решил, что это, без сомнения, я, и так же, как я, немедленно бросился к телефону.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя, хурланса, аллисемпе куҫӗсене сӑтӑркаларӗ, ҫавӑнтах вӑл йывӑррӑн анасласа илчӗ, ыйхӑланнипе, хӑйӗн кровачӗ патне аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ те, куҫне уҫаймасӑр, суккӑр пек, матроскине хывма тытӑнчӗ.

Петя горестно потер кулаками глаза, и вдруг его одолела такая страшная зевота, что он с трудом дотащился до своей кровати и, не в состоянии разлепить глаза, начал, как слепой, стаскивать матроску.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ҫавӑнтах вӑл тата хӑрушӑрах япала курчӗ: ҫунса кайнӑ пароходӑн урлӑ-пирлӗ каштисене кӑмрӑкланса кайнӑ пристань ҫумне тӗрентерсе хунӑ.

Но тут же увидел еще более жуткое: железный скелет сгоревшего парохода, прислоненный к обуглившемуся причалу.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя чупас тесе ҫавӑрӑнчӗ, анчах, хӑранипе, ҫавӑнтах хытса кайрӗ…

Петя повернулся, чтобы бежать, и вдруг похолодел от ужаса…

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах, Петя мӑйӑхлӑ ҫынна та, таркӑн ҫинчен те ҫавӑнтах манса кайнӑ.

Разумеется, Петя сразу забыл и про усатого и про беглого.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнтах аялтан шӑнкӑрав шӑнкӑртатни илтӗнчӗ, ку вӑл капитан команда панине пӗлтерет.

И тотчас внизу задилинькал колокольчик, это означало, что команда принята.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑна ҫавӑнтах хура клеёнкӑпа витнӗ койка ҫине вырттармалла пулнӑ.

Его сейчас же пришлось уложить спать на черную клеенчатую койку.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл вӑхӑтра хыҫалта кӑштӑртатни илтӗнчӗ, ҫавӑнтах алӑк та хупӑнчӗ.

В это время позади раздался шорох, и сейчас же хлопнула дверь.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Павлик, тӳсейменнипе вырӑнӗ ҫинче сиккелесе лараканскер, ҫавӑнтах чи пысӑк ҫаврака чӗлле икӗ аллипех ярса тытрӗ те васкаса хыпса илчӗ.

Павлик, нетерпеливо ерзавший на месте, тотчас схватил обеими ручонками самую большую скибку и въелся в нее по уши.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫӗнӗ тутӑрсем ҫыхнӑ, питҫӑмартисене ҫемҫетсе илемлетмешкӗн помидор шывӗпе сӗрнӗ темиҫе хӗрарӑм-тарҫӑсем ҫавӑнтах пӗр-пӗринпе ыталашса тӑнӑ.

Несколько батрачек, в новых, нестираных платках, со щеками, намазанными ради кокетства и смягчения кожи помидорным рассолом, стояли, обнявшись, в своих тесных козловых башмаках.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ.

Но вместо Вали я зашёл в парикмахерскую — нужно было побриться и сменить воротничок, прежде чем являться в Гидрографическое управление, где один контр-адмирал намеревался представить меня другому.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed