Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ку пурте мар-ха: хӑйсем усӑ курассишӗн тата хӑйсемшӗн ҫеҫ ӗҫлесе, вӗсем ҫӗлемелли материала та, вӑхӑта та перекетлӗрех тыткалаҫҫӗ: ӗҫ хӑвӑртрах пулса пырать, унпа пулакан тӑкак та сахалтарах.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир малтанхи хут курсанах ҫывӑхлантӑмӑр, ҫитменнине тата Кирсанов, ун упӑшки, мана, астӑватӑн-и, пилӗк ҫул каялла питӗ пысӑк усӑ тунӑ хайхи Кирсанов тухтӑр пулса кайрӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Французсем сухалама, унччен маларах — сунара ҫӳреме пуҫличченех мӗнле те пулин ӗҫ тунах пулӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хӑйсен калаҫӑвӗсенче вӗсем ку сӑмахпа усӑ курнӑнах туйӑнать мана; сӑмахӗ вара вӑл пур социалистсенчен те пӗр пин ҫул аслӑрах, кӑна эп сире шантарсах калатӑп.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сирӗнпе паллашасах тесе кӑмӑла илтӗм, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрӑн аслӑ ӗҫӗрпе патшалӑха усӑ кӳретӗр, ҫавӑнпа та мана хӑвӑра усӑ тӑвас ӗмӗтпе сире ҫакӑн ҫинчен асӑнтарма ирӗк парсамӑр: асӑрхануллӑрах пулӑр.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапах та Невскинче хӑйсен магазинӗ пулсан, вӑл усӑ парасси курӑнсах тӑнӑ, вара, темиҫе уйӑх хушши тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн, Вера Павловнӑпа Мерцаловӑна икӗ счета пӗрлештерме май килчӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тарӑнрах шухӑшлама, тавҫӑрса илме кӑна пӗлмелле, пурнӑҫа лайӑх йӗркелесе яма тата средствӑсене мӗнле усӑ курсан лайӑхрах пулассине кӑна пӗлмелле».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ах, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, Саша кӑтартнӑччӗ мана ҫакӑн пек хӑма татӑкне, вӑл кӗленче пекех ҫӑмӑлччӗ, халӗ ун пек металран тунӑ хӑлха алкисем, брошкӑсем пур; ҫапла, Саша каланӑччӗ ҫав мана, йывӑҫ вырӑнне, тен, чул вырӑнне те, кӗҫ-вӗҫех алюминипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ тесе.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шӑв-шавпа усӑ курса шавлаҫҫӗ, пӑшӑлтатаҫҫӗ, кулни илтӗнет, пӗр-пӗрин аллине вӑрттӑн чӑмӑртаҫҫӗ, хушӑран тата никам сисмелле, илтмелле мар чуптуса илеҫҫӗ.Шум и шепот под шум, смех и тайком пожатие руки, и порою украдкой неслышный поцелуй.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапах та, хама хам тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, Дмитрий Сергеич пекех, эпӗ хамшӑн ҫеҫ усӑ тӑватӑп, кайран: кунта эпӗ айӑплӑ мар, ку ӗҫ пӗтӗмпех мана ним чухлӗ те пӑхӑнман япаларан килнӗ, теме май пултӑр тесе тӑрӑшатӑп.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах кайран, ӗҫ, мелодрамӑна ҫаврӑнса кайса, ҫапла усӑ кӳрекен катастрофӑпа пӗтнишӗн эпӗ айӑплӑ мар-ши?
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунтан ҫакӑ курӑнать: ӑна телейлӗ пулма чӑрмантарас мар тесе, эпӗ хамшӑн та усӑ тӑвас тенӗ; ман ӗҫре пархатарлӑ ен пулнӑ ӗнтӗ, анчах ӑна эпӗ хам лайӑх ҫӗрелле туртӑннӑ пирки тунӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта эпӗ хама лӑплантаракан япала мар, усӑ шыранӑ; кунта эпӗ, ӑс-тӑнӑмсӑр пуҫне, пурне те кантарнӑ; ӑс-тӑн вара хам калаҫакан ҫынсемпе чунри шухӑшпа нимпе те ҫыхӑнса тӑман, ҫавӑнпа та вӑл пӗччен чухнехи пекех ирӗкре пулнӑ; ҫав калаҫусем мана пӗчченлӗхрен хӑтарман та темелле.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑтӑрмахпа усӑ курса, пӗчӗк ача тытнӑ темле ватӑ няня хыҫран хӗсӗнсе кӗчӗ.Пользуясь моментом, сзади протиснулась вперед старая нянька с ребенком на руках.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Халӗ эпӗ ҫав вӑхӑтпа усӑ курса юлас тетӗп: Рязаньти хамӑн старикпе карчӑка курманни пилӗк ҫул, — кайса килем-ха ҫавсем патне.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫак правилӑпа хамӑр хуҫалӑхра усӑ курасшӑн.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эсӗ темӗнле шухӑшласа кӑларнӑ япаласемшӗн хӗрсе кайрӑн та теори ҫинчен калаҫа пуҫларӑн; санӑн ахалех, ӗҫре нимӗн чухлӗ те усӑ курмасӑрах, теори ҫинчен калаҫас килет пулмалла.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах тӳрӗ кӑмӑллӑ та нумай вӗреннӗ, пурнӑҫа тӗплӗ пӗлекен, тата уйрӑмах Лопухов тытса пыракан теорипе усӑ курма пӗлекен ҫынна нимӗн шутласа кӑларса та, нимӗнле чеелӗхсемпе те улталама ҫук.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнех вара, шӑхӑрӑр та намӑслантарӑр, хӑвалӑр та ылханӑр, вӗсем сире усӑ панӑ, ку вӗсене ҫителӗклӗ, вара шӑхӑрса шавланӑ, аслати пек хытӑ ылханнӑ вӑхӑтра вӗсем мӗнле пулнӑ пекех, мӑнкӑмӑллӑ та ҫепӗҫскерсем, хаяр та ырӑскерсем, сцена ҫинчен анӗҫ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тупӑша уйӑрса, унпа мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗплӗн калаҫнӑ пек мастерскойри йӗркен ытти енӗсем ҫинчен те ҫавӑн пек тӗплӗн калаҫни питӗ вӑрӑм та питӗ кичем пулӗччӗ; кичем ан пултӑр тесе, нумай япала ҫинчен пачах та калаҫмасӑр, теприн ҫинчен кӑшт асӑнса кӑна иртмелле пулать; сӑмахран, заказсем пулман чухне ҫӗленӗ япаласене сутма мастерской агентство туни ҫинчен, — мастерской уйрӑм магазин тытма пултарайман-ха, анчах вӑл Гостинӑй дворти пӗр лавккапа килӗшӳ турӗ, Толкучий рынокра пӗчӗк лавкка уҫрӗ, — карчӑксенчен иккӗшӗ лавккара приказчиксем пулчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗрисем ыттисенчен шалу ытларах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене шалу ытларах илни те ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа ахаль ҫӗвӗҫсем усламран пурте пӗр пек илмелле тенине ӑнлантарса парасси йывӑртарах пулчӗ: ҫакӑ вӑл услама пайласа валеҫес ӗҫре тунӑ юлашки улшӑну пулчӗ, кӑна виҫҫӗмӗш ҫулӑн варринче турӗҫ; мастерскойра ӗҫлекенсем услам вӑл пӗр е тепӗр ҫын ӑста ӗҫленӗшӗн илекен укҫа маррине, вӑл мастерскойӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗн результачӗ пулнине — унӑн тытӑмӗн, унӑн тӗллевӗн результачӗ пулнине ӑнланчӗҫ, ҫак тӗллев вӑл — ӗҫлекен ҫынсене пурне те, вӗсен кирек мӗнле уйрӑмлӑхсем пулсан та, пӗр пек усӑ пулмалла тӑвасси, мастерской ҫакӑн пек ӗҫленинчен ӗҫлекенсем пурте услам тунӑ ҫӗре хутшӑнасси килет; мастерской мӗнле ӗҫлесси, унӑн пӗтӗмӗшле йӗрки пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнинчен килет, пӗр кӑмӑллӑ пулас енӗпе вара кашни ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни те питӗ паха; чи вӑтанчӑк е чи пултарусӑр хӗр пӗр сӑмах каламасӑр килӗшнин усси пуриншӗн те, пӗтӗм ӗҫ ӑнӑҫӑвӗшӗн усӑллӑ йӗркене сыхласа хӑварма, аталантарма чи вичкӗн те чи пултаруллӑ хӗр питӗ тӑрӑшса ҫӳренин уссинчен сахалах мар.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.