Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрулми the word is in our database.
ҫӗрулми (тĕпĕ: ҫӗрулми) more information about the word form can be found here.
Вӗсем эрех ӗҫрӗҫ, унтан иккӗшӗ те ӗҫе пикенчӗҫ: Мӗтри илсе килнӗ кӑлпассипе чӑкӑта сӗтел ҫине касса хучӗҫ, Сидор тата пӗр чашӑк пылпа пӗр кӑкшӑм пыл сӑри лартрӗ, кӑмака вучахӗнче кӑвайт чӗртсе, такан ҫине ҫатма лартрӗ те ҫӗрулми ӑшаларӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йывӑр ӗҫре хуҫӑлман эпӗ, хура пӳртре пурӑнса, ҫӗрулми ҫӑкӑрӗ ҫисе сывлӑха пӗтермен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пахчара халӗ нимӗн те ҫук, вӑл лапкӑшӗпех хуп-хура ӗнтӗ, шалҫасем ҫине типме ҫакнӑ ҫӗрулми аври купи кӑна, пысӑк хӳшше аса илтерекенскер, пӗр-пӗччен кӑнтарса ларать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ҫаплах тусӗсене сӗтел хушшине чӗнмерӗ-ха, пачах урӑхла, апат тӗлӗшпе чӑтӑмсӑр Кучан чашӑкран пӗр ҫӗрулми илсен, ӑна аллинчен шап! ҫапрӗ те шуратса чӑмӑрла пӗҫернӗ паранкӑ урайне шеи! ӳкрӗ, кӗрпеклӗскер, пар! кӑна саланса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Машук тухса кайсан, Калюков Валета хурала кӑларчӗ, ыттисем ҫӗрулми шуратрӗҫ, ҫӑмарта пӗҫерчӗҫ, сӑра ӑшӑтрӗҫ, сӗтел ҫине тин йӳҫӗтнӗ купӑста, хӑяр-помидор лартрӗҫ, тӑварланӑ тата типӗтнӗ пулӑсем каса-каса хучӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулми аври хӑрнӑ ӗнтӗ, хӑшӗсем ӑна кӑлараҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тӳрех нимӗн те шарламарӗ, ҫӑварӗнчи хӑяр татӑккине тӑрӑшсах шатӑртаттара-шатӑртаттара чӑмласа ячӗ, аллинчи ҫӗрулми ҫине тӑвар сапса аппаланчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кунах, ҫӗрулми хучӗсене леҫмелле пулнӑ май, Телегинпа иккӗшӗ каллех вулӑса ҫитрӗҫ, чи пирвай ҫар комиссарӗ патне кӗрсе кайрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр икӗ кунран ниме ушкӑнӗпе ытти хӑш пӗр хресченсем хайхи Экеҫе ҫӗрулми тиесе таврӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун вӗсем Шикки Ваҫҫипе Хуралама, вулсовет ӗҫтӑвкомне кайса килчӗҫ, Ванькка отпускне тӑстарчӗҫ, ял хресченӗсем валли ҫӗрулми турттармашкӑн вакун пама требовани ҫыртарчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Матви пичче, енчен эпир, калӑпӑр, ниме ушкӑнӗ… пӗрле пухӑнӑпӑр та, ҫын ярса, ҫӗрулми пурин валли те вакунпах илсе килӗпӗр, э? — сӗнчӗ Ванькка.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулми лартма вӑхӑт ҫитнӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулми вӑрлӑхӗ вӑл хамӑран та ҫук-ха, — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Матви.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулми вара пач юлман.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кунне вӑл пӗчченех виҫӗ ҫурпилӗк ҫӗре кайса акрӗ, самаях ӗшеннине пӑхмасӑр, ҫӗрулми пахчипе мӗн тумалли ҫинчен калаҫса пӑхмашкӑн каҫпа Ҫӑпата Матви патне тухса утрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кала-ха, ҫӗрулми тӗлӗшпе еплерех тата?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирӗн ҫӗр ҫине вӑл ҫӗрулми лартасшӑн…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрулми, куккурус, вир, тулӑ ӳстереҫҫӗ.

Выращивают картофель, кукурузу, просо, пшеницу.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

1999 ҫулхи ҫу типӗ килнӗрен акнӑ тырри те, лартнӑ пахча-ҫимӗҫпе ҫӗрулми те начар ҫитӗнчӗҫ, тухӑҫӗ пӗчӗк.

Из-за засухи лета 1999 года и посевы, и посаженные овощи и картофель выросли плохо, урожай маленький.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed