Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Давид вара Иоав патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: хет ҫыннине Урияна ман патӑма килме кала.6. И послал Давид сказать Иоаву: пришли ко мне Урию Хеттеянина.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид вара Галаадри Иависра пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсен ҫапла каламалла пулнӑ: Саул хуҫӑра, [Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине, тата унӑн ывӑлне Ионафана] пытарса, эсир ырӑ ӗҫ турӑр, ҫавӑншӑн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитӗ, 6. сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ та шанчӑклӑ пултӑр; ҫапла тунӑшӑн эпӗ те сире ырӑ тӑвӑп; 7. халӗ ӗнтӗ аллӑрсем ҫирӗпленччӗр, хӑюллӑ пулӑр: Саул хуҫӑр вилчӗ, мана вара Иуда килӗ хӑйӗн патши пулма ҫу сӗрчӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ун еннелле пӑхса каланӑ: санӑн юну — хӑвӑн пуҫу ҫинче, хӑв: «эпӗ Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлертӗм» тенӗ чухне сана хӑвӑн чӗлхӳех айӑпларӗ, тенӗ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Давид ӑна каланӑ: Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлермешкӗн алӑ ҫӗклеме мӗнле хӑрамарӑн-ха эсӗ? тенӗ.14. Тогда Давид сказал ему: как не побоялся ты поднять руку, чтобы убить помазанника Господня?
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан вӗлерччӗр мана, ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирте Египет ҫыннине тӗл пулнӑ та ӑна Давид патне илсе пынӑ, ӑна ҫӑкӑр панӑ, вӑл ҫинӗ, ӑна тата шыв ӗҫтернӗ; 12. ӑна ҫур ҫыхӑ смоква ҫырли, икӗ ҫыхӑ иҫӗм ҫырли панӑ, вӑл ҫавна ҫисе вӑй илнӗ: вӑл ӗнтӗ виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр апат ҫимен, шыв ӗҫмен пулнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид хет ҫыннине Ахимелеха тата Авессана — Саруия ывӑлне, Иоав пӗртӑванне — ҫапла каланӑ: Саул тапӑрне кам манпа пӗрле пырать? тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан ӗнтӗ Саула, хӑйӗн ашшӗне, Давид ҫинчен питӗ лайӑх каланӑ, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: патша хӑйӗн чурине Давида хирӗҫ ҫылӑх ан тутӑр: вӑл сана хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗмен, вӑл саншӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫеҫ тунӑ; 5. Филисти ҫыннине тӗп тунӑ чухне вӑл вилӗмле хӑрушлӑха лекрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пӗтӗм Израиле пысӑк ҫӑлӑнӑҫ пачӗ; эсӗ ҫавна куртӑн, савӑнтӑн; мӗншӗн-ха эсӗ, айӑпсӑр юна хирӗҫ пырса, ҫылӑха кӗресшӗн, Давида сӑлтавсӑрах вӗлересшӗн? тенӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Палӑртнӑ кунсем ҫитичченех Давид хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ та филистимсен икҫӗр ҫыннине вӗлерсе вӗсен хӗрринчи ӳтне касса илсе килнӗ, патша кӗрӳшӗ пулас тесе, ҫавна пурне те патша патне илсе пынӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Мерована, Саул хӗрне, Давида качча пама вӑхӑт ҫитсессӗн вара ӑна Мехола ҫыннине Адриэла качча панӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Саул вара пӗтӗм Израиль ҫыннине каланӑ: эсир пӗр енне тӑрӑр, эпир — Ионафан ывӑлӑмпа иксӗмӗр — тепӗр енне тӑрӑпӑр, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тарҫи Саула каллех хуравласа каланӑ: акӑ манӑн алӑра чӗрӗк сикль кӗмӗл пур; ӑна Турӑ ҫыннине парӑп та, вӑл пире ҫул кӑтартса ярӗ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Израильсем ҫапӑҫу хирӗнчен каялла чаксан, каллех Вениамин хӗстерме пуҫланӑ, ӗнтӗ израильсен вӑтӑр ҫыннине пӗтерсе тӑкса «вӗсем пирӗн умӑмӑрта унчченхи ҫапӑҫусенчи пекех тӑкӑнаҫҫӗ» тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иккӗмӗш кунне Вениамин та Гива хулинчен вӗсене хирӗҫ тухнӑ, вара хӗҫ тытнӑ Израиль ывӑлӗсенчен тата вунсакӑр пин ҫыннине пӗтернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Гивӑран Вениамин ывӑлӗсем хирӗҫ тухнӑ, ҫав кун вӗсем израильсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтернӗ.21. И вышли сыны Вениаминовы из Гивы и положили в тот день двадцать две тысячи Израильтян на землю.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Дан ывӑлӗсем Цора хулипе Естаол хулинчен хӑйсен йӑхӗнчи пилӗк вӑйпитти ҫыннине ҫӗр пӑхса килме янӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та курса-пӗлсе килӗр, тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун хыҫҫӑн Самегар, Анаф ывӑлӗ, тӳре пулнӑ, вӑл вӑкӑр хӑваламалли патакпа филистимсен ултҫӗр ҫыннине ҫапса вӗлернӗ; вӑл та Израиле ҫӑлса хӑварнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам та кам ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳксессӗн, вӑл хула хапхи умне тӑтӑр та хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне каласа кӑтарттӑр; лешӗсем вара ӑна хӑйсен хулине кӗртӗҫ те пурӑнма вырӑн парӗҫ; 5. юншӑн тавӑрас теекенӗ ун хыҫҫӑн хӑваласа пырсассӑн, вӗсенӗн ӑна унӑн аллине памалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ятарласа вӗлермен, вӑл ӗнер те, виҫӗмкун та ӑна курайман ҫын пулман; 6. вӑл ӗнтӗ халӑх умне сута тӑриччен, ҫавӑн чухнехи аслӑ священник виличчен ҫав хулара пурӑнтӑр.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.