Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чжун Ми арӑмӗ те картишне тухнӑ та кӑвакал чӗпписем йытпуллисене мӗнле ҫисе яни ҫинчен каласа панӑ.Жена Чжун Ми вышла во двор и рассказала ему, как утята съели головастиков.
Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.
Футбол вӑййинче намӑслӑ «типӗ» шутпа выляса яни те, класра темӗнле инкек-синкекпе ӑнӑҫсӑрлӑх хыҫҫӑн хӗрачасем витлени те пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Е выҫса ҫитрӗн-им, асатте? — Пӳртрен вара ахӑлтатса кулса яни илтӗнчӗ.Аль проголодался, дедушка? — И из хаты послышался звонкий хохот.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эс асту, сана эпӗ яни ҫинчен ӑна хӑйне ан кала; кай та пӑх: упӑшки килте-и, ҫук-и? — терӗ хыттӑн Лука.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах та тепӗр каччи ӑна ҫакна тума май пур таран чӑрмантарма тӑрӑшать, дамине вӑл вӗҫӗмсӗрех пӑркалать, енчен-еннелле турткалать, хай е кутӑн чакать, е хӑяккӑн тӑрса сиккелет, кунтан та ытларах, леш ҫыннине кӑкӑрӗнченех тӗллесе, ирӗклӗ сулахай аллине хута яни те пулкалать.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах та ку вӑл, эсир пуҫласа яни, пулмӗ, пулмӗ, пулмӗ!Так не будет же того, что вы затеяли, не будет, не будет, не будет!
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эрне тусӑм пирки, шӗвӗр тӑрӑллӑ тӗлӗнмелле ҫӗлӗке эпӗ ӑҫтан тупни ҫинчен, мӗншӗн ҫӳҫе ҫав тери ӳстерсе яни, мӗншӗн ман пит-куҫӑм хӗвелпе пиҫӗхсе ҫав тери тӗксӗмленни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӗҫе вӑраха яни вилӗмпе пӗрех: карап ҫинчен пиратсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килсе пире пурне те касса тӑкма пултарать.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пупсен хаяр аллине лекиччен е инквизиторсем патӗнче вутра ҫуниччен тискер этемсем ҫисе яни лайӑхрах пулӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хутора янӑ ҫынпа Варламов мӗнле калаҫни тата саламатне вӑл епле сулса яни пӗтӗм лавҫӑ кӑмӑл-туйӑмне йывӑррӑн пусӑрӑнтарса лартрӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сӗрекене туртса кӑлармассеренех Дымовпа Кирюха тата Степка кашнинчех юшкӑн ӑшӗнче чылайччен чакаланни, витрене тем яни, тем кӑлара-кӑлара пӑрахни курӑнать: хӑшпӗр чух вӗсем сӗрекене лекнӗ пӗр-пӗр япалана алӑран алла ярсах тимлӗн пӑхаҫҫӗ, унтан каллех шыва переҫҫӗ…
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Йытӑ вӗрсе яни Огнянова таҫтан сылтӑм енчен ҫывӑхранах илтӗнсе кайрӗ, урӑхран тата илтӗнмерӗ те.Лай, услышанный Огняновым, раздался неподалеку, где-то вправо, но больше не повторился.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сасартӑк йытӑ вӗрсе яни илтӗнсе те кайрӗ.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Поэзилле екке яни ҫав ӗнтӗ!
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ку вӑл — ят яни! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Огнянов, малтан пӗрин ҫине, унтан теприн ҫине пӑхкаласа.— Это — низость! — вскричал Огнянов, переводя глаза с одного на другую.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑнама пӗлекенсем каласан, ҫапла ҫупса яни те тӗрлӗрен ытти майсем те Кандов хӑех ҫав Рада Госпожинӑна алӑ сӗнет иккен тесе тӗшмӗртрӗҫ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑйне тӗксе кӑларса яни те кӳрентермерӗ ӑна.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӑна ҫупса яни Юрдан Диамандиевшӑн намӑса пӗлтермест.
XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Асӑрханмасӑр хускални те йытӑ вӗрсе яни Краличе улталарӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.