Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмалла (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
 — Ҫӑра уҫҫисем ман патӑмра хваттерте, анчах эпӗ сире памастӑп вӗсене, ҫӑрасене ҫӗмӗрнӗшӗн вара сирӗн питӗ хытӑ ответ тытмалла пулать!

— Ключи у меня на квартире хранятся, но я вам их не дам, а за взлом замков вы будете отвечать по всей строгости!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ӗҫшӗн, ҫураки кам панине ирттерме чӑрмантарнӑшӑн, хӑвӑрӑнах суд умӗнче ответ тытмалла пуласси ҫинчен шухӑшламастӑр та-им?

А вы не думаете, что за это придется вам отвечать перед судом как за срыв весенней посевной кампании?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Штрафламалла йӗрке туса хурӑпӑр, бригадирсем хӑйсем ответ тытмалла туса, асӑрхаса тӑма вӗсене хушӑпӑр.

Введем систему штрафов, обяжем бригадиров следить под их личную ответственность.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каскӑн йытта, сана, карланкунтан ярса тытмалла та ҫӗре ҫавӑрса ҫапмалла!

Взять бы тебя за хиршу, собачий блуд, да об земь!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑртак урмӑшрах калать-ха купӑсӗ, ну, пӗлетӗп-ҫке эпӗ, сӗркӗчне алӑра лайӑх тытмалла!» тет.

Врет еще немного скрипка, ну, да я умею смычок в руках держать!»

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Путатӑн тата, шуйттан, саншӑн ответ тытмалла пулӗ… — хӑйлатрӗ Карачӑм.

— Утонешь еще, чёрт, отвечать за тебя придется!.. — хрипит Герасим.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

— Тытӑттӑмччӗ эпӗ, тытмалла пулсан… ӑҫтан-ха ман пек пӗчӗк пӳллӗ ҫыннӑн тарӑн шывра тӑма май пур?

— Ухватил бы я, коли б можно было… нешто при моей низкой комплекцыи можно под берегом стоять?

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

 — Ну, утӑрах ӗнтӗ, лайӑхрах тытмалла пултӑр!

— Ну, шагайте, счастливого вам улова!

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн вара, Ольгӑна аран-аран кӑшт та пулин хаваслантарас, ӑшшӑн пӑхтарас, йӑлкӑшса култарас тесе, ик-виҫӗ талӑк питӗ ӑслӑ пулмалла, кӑшт чеерех те, вӗрирех те пулмалла, хӗрарӑмсемпе мӗнлерех пулмаллине йӑлтах асра тытмалла.

И ему надо было положить двои, трои сутки тончайшей игры ума, даже лукавства, огня и все свое уменье обходиться с женщинами, чтоб вызвать, и то с трудом, мало-помалу, из сердца Ольги зарю ясности на лицо, кротость примирения во взгляд и в улыбку.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ кӑна мӗншӗн каланине ӑнланччӗ: эсӗ телейсӗр пулсан, куншӑн манӑн пӗччен ответ тытмалла пулать.

— Пойми, для чего я говорю тебе это: ты будешь несчастлива, и на меня одного ляжет ответственность в этом.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӑмӑл урапа туянмалла, повар тытмалла, хамӑра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ!

А там экипаж, повар, на прожиток!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Крыльци типӗ ҫырма ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та ун ҫине ярса пусас тесен, хӑрах алӑпа курӑкран тытмалла, тепринпе — пӳрт ҫивиттинчен, унтан тӳрех крыльца ҫине ярса пусмалла.

Крыльцо висело над оврагом, и, чтоб попасть на крыльцо ногой, надо было одной рукой ухватиться за траву, другой за кровлю избы и потом шагнуть прямо на крыльцо.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Выборг Енне кайма ямшӑк мӗнпе тытмалла вара? — тавӑрчӗ Тарантьев.

— А на извозчика на Выборгскую сторону? — отвечал Тарантьев.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тухтӑрӑн ҫак диагноза вӑрттӑнлӑхра тытмалла паллах.

— Да, видно, этот диагноз нужно держать в тайне.

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Унӑн вара каллех хӑйне нимрен те шикленмен арҫын ачалла тытмалла.

Так что надо было опять доказывать, что ты нормальный парень.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ман кайран саншӑн явап тытмалла.

А я потом отвечай?

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫывӑхри Армансенче ҫирӗп закон пур — нимӗнрен те тӗлӗнмелле мар, нимӗскер ҫинчен те тӗпчесе ыйтма юрамасть, чӗлхене ҫирӗп тытмалла.

По неписаному, но твердому закону Ближних Мельниц — никогда ничему не удивляться, никогда никого не узнавать и держать язык за зубами.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кайса памалли ҫыннин адресне хут ҫине ҫырма юраман, ӑсра тытмалла пулнӑ.

Адрес непременно надо было выучить наизусть и ни в коем случае не записывать на бумажку.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн чаплӑ, тарӑн шухӑша кайнӑ сӑнӗ акӑ мӗн каланӑ пек туйӑнать: «Эсир хуть те мӗн тӑвӑр — хуть тинӗсре шыва кӗрӗр, хӑйӑр ҫинче йӑваланӑр, велосипедпа ҫӳрӗр, хуть будка патӗнче зельтерски шыв ӗҫӗр, — ман ӗҫ — пулӑҫӑ ӗҫӗ — ман вӑлтасемпе пулӑ тытмалла та ӑна пасарта сутмалла, ытти ман ӗҫ мар».

Весь его сосредоточенный солидный вид как бы говорил: «Вы себе там как хотите — купайтесь в море, валяйтесь на песке, ездите на велосипедах, пейте возле будки зельтерскую воду, — мое дело рыбацкое — ловить бычков на перемет и продавать их на привозе, остальное меня не касается».

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсене ҫурӑмран икӗ пӳрнепе хӑвӑрт ярса тытмалла.

Их надо смело хватать двумя пальцами сверху за спину.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed