Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапса ҫинчӗклентернӗ тусанлӑ тулӑ улӑмӗн купи ҫумне сӗвенсе ларчӗҫ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кашни киле кӗмессеренех — Сергей Платонович аллинче вексель — кӗрен тӗрӗллӗ симӗс хут — утӑ ҫулмалли машинӑшӑн, хӗр валли хатӗр-хӗтӗр илнӗшӗн панӑскерсем (хӗре качча пама вӑхӑт ҫитнӗ, анчах Парамонов хуҫа магазинӗнче тулӑ хакне хӗстерсех лартнӑ, — «Кӗтмелле пар, Платоныч!» тесе тархасласах ыйтма тивет.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорипе Наталья, хӑйсем ҫине пиҫӗ хӑмлапа тулӑ кӗрпи сапнӑ хыҫҫӑн, пиллӗх илме пырса тӑчӗҫ.Григорий с Натальей подошли под благословенье, засыпанные винным хмелем и зернами пшеницы.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗрӳ кӗрнӳкерӗ — Петро — хура сюртукпа, лампассем тытнӑ кӑвак шӑлаварпа; сулахай ҫаннине икӗ шурӑ тутӑрпа туртса ҫыхнӑ, шурӑ тулӑ пек мӑйӑхӗсем айӗн ҫирӗппӗн тӑрӑхласа кулкалать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шӑтса тухать шӗвӗр ҫулҫӑллӑ ешӗл тулӑ, ӳсет; пӗрер уйӑх ҫурӑран кайӑк пытанать ун ӑшне пуҫӗ-мӗнӗпелех, ларсассӑн курӑнмасть те; пӗр шӑтса тухнӑ калча туртать ҫӗрӗн сӗткенне, пучах кӑларать, пӗрчи, ырӑ шӑршӑпала тата тутлӑ сӗтпеле тулса, кӳпчесе каять.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку япала Григорий ӑншӑртланнине пӗлтернине, вӑл ҫак самантра темле ӑссӑр ӗҫ те туса тӑкасса Петро пӗлсех тӑрать, анчах та, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗн кулкаласа, вӑл пурпӗрех шӑллӗне ҫӗтӗлтерсе пырать:
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑмлӑрах вырӑнсенче, сӑртсенче ӗнсе пыракан тулӑ ҫулҫисем сарӑхса пӗтӗрӗнсе ларчӗҫ, хӑйӗн ӗмӗрне ирттернӗ тырӑ тунисем типсе шултӑркаса кайрӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ыраш хыҫҫӑн — кӗлтисене анкартине кӗртме те ӗлкӗреймерӗҫ — тулӑ пулса ҫитрӗ.За житом — не успели еще свозить на гумна — подошла и пшеница.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Алӑкран Петрон тулӑ пек сарӑ та вӑрӑм мӑйӑхӗсем курӑнчӗҫ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн аслӑ ывӑлӗ Петр (ӑна хуторта Петро тесе чӗнеҫҫӗ), ӗнтӗ авланма та ӗлкӗрнӗскер, амӑшӗ сӑнарлӑ пулнӑ: пысӑк мар каҫӑр сӑмсаллӑ, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ ҫӳҫӗ чӑрсӑррӑн кӑтрашкаланса тӑрать; кӗҫӗнни, Григорий, ашшӗне хывнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтан вӗсем ку пирӗн паныч-ҫке! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ, унтан унӑн аппӑшӗ Палашка ятлӑ хӗрпе пӗрле тата час-часах пахчаҫӑ, е хуралҫӑ пулса ӗҫлекен Омелько лавҫӑпа пахчара тулӑ лартни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Картишӗнче темиҫе шӑналӑк ҫине сарса хунӑ тулӑ, вир тата урпа хӗвел ҫинче типеҫҫӗ.На дворе лежало на земле множество ряден с пшеницею, просом и ячменем, сушившихся на солнце.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эсир иртнӗ ҫырӑвӑрта Ҫӗпӗр арнаутки ятлӑ тулӑ пирки хушса ҫырнине тӑваймарӑм; мӗнпур Могилев кӗпӗрнипе те ун пекки ҫук.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Юрӗ-ха вӗсене хура тул ҫӑкрипе е тулӑ пашалупе тултарнӑ пулсан, вӑл та тем пек.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Сысна какайӗ-и унта, колбаса-и, хура тулӑ ҫӑнӑхӗ-и, ну, пир пулать-и унта, вир кӗрпи-и, тата мӗн те пулин, кирлӗ таран… ырӑ ҫынсем яланах ҫапла тӑваканччӗ… уншӑн пулсан, хытсах тӑмӑпӑр.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ман асатте (леш тӗнчере ӑна тулӑ хӑпартусемпе пылпа мӑкӑньрен пӗҫернӗ икерчӗсем ҫеҫ ҫисе пурӑнмалла пултӑр!) юмах яма тӗлӗнмелле ӑстаччӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Черевик хӑйӗн кумӗ патӗнче, улӑм витнӗ сарайӗнчи вӑкӑрсемпе пӗрле, тулӑ тата ҫӑнӑх миххисем хушшинче карӑнкаласа, анаслакаласа тӗлӗрсе выртать, тӑрас кӑмӑлӗ те, тӗлӗкӗсенчен уйрӑлса каяс кӑмӑлӗ те ҫукчӗ пулас унӑн, анчах та сасартӑк сасӑ илтӗнчӗ, сасси ӗнтӗ ҫав тери ҫывӑх, палланӑ сасӑ, — наянлӑх йӑви евӗрлех — турӑ пиллесе панӑ кӑмака пек, е ҫывӑх хурӑнташӗн инҫетре те мар, пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ ларакан хупахӗ евӗр ҫывӑх та палланӑ сасӑ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Акӑ сире парне, Афанасий Иванович!» терӗ чиперкке, сӗтел ҫине чашӑк-тирӗк лартнӑ май, юриех вӗҫертсе янӑ кофтине тин ҫеҫ асӑрхаса иленҫи пулса тӳмелеме тытӑнса: хуран куклисем, тулӑ ҫӑмахӗсем, пампушкӑсем, товчениксем!»
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Акӑ мӗн калаҫнӑ купцасем тулӑ ҫинчен.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мужик ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӗрне темӗн каласшӑнччӗ вӑл, анчах аякра «тулӑ» тени илтӗнчӗ.Мужик оглянулся и хотел что-то промолвить дочери, но в стороне послышалось слово «пшеница».