Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркунне выльӑхсене тин кӑна юр айӗнчен тухнӑ ҫерем ҫине кӑларса пысӑкланнӑ Именчӗк, теме сиссе, нумаях та ҫӳремерӗ, ҫывӑхри вӑрманалла чуп-тарчӗ.
Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.
Телефон юпи патнелле пӗр упа ҫури мӗшӗлтетсе утса пынине курсан тин кунта мӗншӗн килнине ӑнкарса илтӗм.
Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.
Чылайран тин куҫран пӑхса, ӗҫре хытнӑ йывӑр аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса ҫапла хушса хучӗ:
Ҫӑкӑр — ҫӗр тӗрекӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 265–266 с.
Тин кӑна хутнӑ кӑмакари майлах.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Хӗвел ҫаврашки аякри тӗксӗм вӑрман хыҫӗнчен тин кӑна курӑнма пуҫланӑччӗ-ха.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— Пирӗн килте, Ванюк, тем те пур, — терӗ вӑл вӑрахран тин.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Ачасене ҫуратнӑ хыҫҫӑн тин ӑс-тӑн парса ҫитерме ҫук: вӗсем амӑшӗн хырӑмнех пӑсӑк вӑрлӑх пулса пырса кӗнӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Лешӗ, тин кӑна вӑрмантан килнӗскер, мӑнукне сап-сарӑ шӗкӗлченӗ мӑйӑрпа сӑйлать…
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫук, ҫук, халӗ тин пӑрахса каяймасть Вова Тарзана.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
«Тин ҫуралнӑ ҫынна Турӑ ултӑ-ҫичӗ ҫула ҫити «отпуск» памалла тунӑ.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Амӑшӗ, тин кӑна хутса янӑ кӑмакари ҫунма пӗлмен юман ҫаппи пек, сасартӑк ҫатӑртатма тытӑнать:
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кай ара, кай, — килӗшет лешӗ чылайран тин.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тин ҫеҫ таҫтан килсе кӗнӗ ашшӗ, «тытаймарӑм» сӑмаха кӑна илтме ӗлкӗрнӗскер, ҫапла ыйтать:
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чӗлтӗр-чӗлтӗр пӗрчӗсем, ҫӗрлехи тӗксӗм тӳпери ҫӑлтӑр евӗрлӗскерсем, тин кӑна шӑртласа якатнӑ сӳс пек ҫинҫе тымарсем янӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗр халь тесен халь машинӑна чарма, тин кӑна хутса пултарнӑ мунчари пек пӑчӑ кабинӑран тухса тур лаша патне пыма, ҫилхине тураса якатма, ҫурӑмӗнчен лӑпкаса ачашлама хатӗр.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чылайран тин: «Чӑнласах пысӑк парнесем пулӗҫ ку ҫулҫӑсем маншӑн, — тесе персе ярать вӑл.
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Э-э, — тин ӑнлананҫи пулать хайхи, — апла-иҫ…
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешӗ ӑна тин кӑна асӑрханӑ пулас та, кӑн-н пӑхса, пуҫне каллех Писӗп еннелле пӑрса инҫетелле тинкерме тытӑнать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Куршанак эс, ҫум ҫакки, — мӑкӑртатать вӑл чылайран тин, вара, ачи илтесрен шикленнӗн, аран илтӗнмелле хушса хурать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӑмӑлӗ тулса ҫитнипе тем каласшӑн пулса ҫӑварне те уҫать кил хуҫи, кивӗ хапха хӑлтӑр-халтӑр тунине илтсе суха пуҫне ҫӗр ҫине васкамасӑр тайӑлтарса хурать, вара тин хапха енне ҫаврӑнса пӑхать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.