Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хатӗр тюксене тиесе хӗл каҫарма турттараҫҫӗ.
Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Анчах Филипповсем ӗне чуптарма чӗнсен вӑкӑрне грузовике тиесе каяҫҫӗ, 15 ҫул пурӑнса теме те хӑнӑхнӑскер унта чип-чиперех хӑпарса тӑрать-мӗн.
«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Поселенецсем тиесе килнӗ япаласене – краватьсене, сӗтел-пукана, чӑматанӗсемпе кутамккисене, апат-ҫимӗҫе – йӑпӑр-япӑр пушатрӗҫ те ҫурта йӗркене кӗртме тытӑнчӗҫ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Халӗ вара, управленирен вӑрман касма наряд парсан, вӗсене каялла тиесе килчӗ.А сейчас, когда дали с управления наряд на вырубку леса, все привез обратно.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Килӗшӳ условийӗсемпе сарӑ фосфора Волгоградран тиесе, турттарса каяссипе тата малашне ӑна упрассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксемшӗн туянакан яваплӑ.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Ҫакна палӑртмалла, Волгоградран Ҫӗнӗ Шупашкара 100 тонна сарӑ фосфор - хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан пӗрремӗш класлӑ наркӑмӑшлӑ япала тиесе янӑ та ӗнтӗ.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Ҫывӑхра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап миххисене автомашинӑпа тиесе килсе унта вӑркӑнтарса хӑвараҫҫӗ-ҫке-ха.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Евгений Николаевич вӗсен шутне ӳстересси пирки тата малашне ҫӳп-ҫапа саларан та, уйрӑм ҫуртсен секторӗнчен те эрнере пилӗк хут тиесе тухасси пирки пӗлтерчӗ.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Кун йӗркинче ҫавӑн пекех ҫул-йӗре юсамалли, территорисенчи ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухса тиесе илсе тухасси тата ытти те канӑҫ паман.
Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Акӑ, ҫитес кунсенче кунта ял халӑхӗпе пӗрле масарсене тирпей-илем кӗртесшӗн, килсенче пуҫтарӑнакан ҫӳп-ҫапа вара михӗсене тултарса полигона тиесе ярассине аван йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Пухӑннӑ мӗнпур ҫӳп-ҫапа вара централизациленӗ майпа пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗн автотранспорчӗпе тиесе ӑсатассине йӗркелӗпӗр.
Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20
Ҫавӑнпа та пурне те активлӑ хутшӑнтарса ҫак тапхӑрта субботниксем йӗркелесси, ҫӳп-ҫапа пухса тиесе ӑсатасси пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20
Кӑнтӑр енчен тиесе килнӗ дыня е арпус вӑррине илсе юлса тепӗр ҫул акмашкӑн кирлӗ мар.Не следует оставлять и сеять семена привозных арбузов и дыни на следующий год.
Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№
29. Унӑн ӳтне Филипп, ачалӑхри тусӗ, тиесе килнӗ, хӑй вара, Антиох ывӑлӗнчен хӑраса, Египет ҫӗрне Птоломей Филопатор патне тухса тарнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аполлоний вара патшапа курӑнӑҫнӑ та ӑна ҫак пуянлӑх ҫинчен каласа панӑ, лешӗ патшалӑх ӗҫӗсене туса пыма лартнӑ Илиодора чӗнтернӗ те асӑннӑ пуянлӑха тиесе тухма хушнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кунсенче эпӗ Иерусалимра шӑматкун та юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли тӗшӗрнине, кӗлте турттарнине, ашаксем ҫине эрех, иҫӗм ҫырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима иле-иле кайнине куртӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ; 19. вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.