Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра the word is in our database.
тавра (тĕпĕ: тавра) more information about the word form can be found here.
Унта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнса стадион тавра тулли кӑмӑлпа пӗр ҫаврӑм чупрӗҫ.

Help to translate

Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch

«Ырӑ кӑмӑл» физкультурӑпа сывлӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валентина Дорофеевна Васильева 2019 ҫултанпа хӑй тавра хӑйӗн пекех хавхалануллӑ, оптимистла, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене пухать.

Help to translate

Ахаль искусство кӑна мар… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... ar-3930583

Нумаях пулмасть регион правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитет пуҫлӑхӗсене шкул тавра территорие йӗркене кӗртме ыйтнӑ.

Help to translate

Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мӗш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3903241

Шкулти юлашки ҫулсенчи пур ырӑ улшӑнӑва та пуҫаруллӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ Диана Турхан ҫамрӑк директорпа, хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алиса Смирновӑпа, вӗсем пекех пултаруллӑ педагогсемпе тата вӗренекенсемпе ҫыхӑнтаратпӑр.

Help to translate

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Унтан, ҫуначӗсене сарса, пӳрт ӑшчикки тавра вӗҫсе ҫаврӑннӑ та йӗкӗтӗн ывӑҫ тупанӗ ҫине пырса ларнӑ.

Help to translate

Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.

Крепость туса лартнӑ, Сан-Франциско кӳлмекне хӳтӗлеме утрав тавра ҫӗре яхӑн тупӑ вырнаҫтарнӑ.

Была построена крепость, а по периметру острова размещено около сотни пушек, для защиты залива Сан — Франциско.

Хуан де Айала // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BB%D0%B0

Ҫав ҫулах чӳк уйӑхӗнче Мускавра РФ ШӖМӗпе икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас енӗпе чылай ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явма, РФ-па КХДР ертӳҫисем Владимир Путинпа Ким Чен Ын пӗр-пӗринпе тӗл пулса (вӑл ака уйӑхӗнче Владивостокра пулса иртнӗ) калаҫса татӑлнӑ ыйтусем тавра чылай тӗлпулу ирттернӗ, вӗсенче Азин Ҫурҫӗр-Тухӑҫри пайри ӗҫсем мӗнле пынине те хакланӑ.

В ноябре того же года в Москве провела ряд встреч с представителями МИД РФ для обсуждения ряда актуальных вопросов в области развития двусторонних отношений, договорённости о которых были достигнуты в ходе встречи лидеров РФ и КНДР Владимира Путина и Ким Чен Ына во Владивостоке в апреле, обмена оценками по ситуации в регионе Северо-Восточной Азии.

Цой Сон Хи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BE%D ... 0%A5%D0%B8

1990-мӗш ҫулсенчи ядерлӑ хӗҫпӑшал тавра ирттернӗ калаҫусене, ҫав шутра 1997 ҫулта Китай, АПШ, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Корей хушшинчи тӑватӑ енлӗ калаҫӑва хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех 2003—2009 ҫулсенче ултӑ енлӗ ядерлӑ хӗҫпӑшал темипе калаҫма пухӑннӑ Ҫурҫӗр Корей делегаци йышне кӗнӗ.

Входила в состав северокорейских делегаций на ядерных переговорах 1990-х годов, в том числе в 1997 году на четырёхсторонних переговорах между Китаем, США, Южной и Северной Кореей, а также в 2003—2009 годах на шестисторонних ядерных переговорах.

Цой Сон Хи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BE%D ... 0%A5%D0%B8

Тинӗсри сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен йышӗ чакса пынин ыйтӑвӗ тавра общественноҫа тимлӗх уйӑрас тӗллевпе хастарсемпе ҫут ҫанталӑка сыхлакан организацисем ҫулсерен митингсем, демонстрацисемпе пухусем ирттереҫҫӗ.

Ежегодно активисты и природоохранные организации проводят митинги, демонстрации и собрания, чтобы привлечь внимание общественности к проблеме сокращения численности морских млекопитающих.

Пӗтӗм тӗнчери китсемпе дельфинсен кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Юлашкинчен вара юратнӑ «Пукансем тавра ташӑ» вӑййа вылянӑ.

Help to translate

Ситекпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче "Хӗвеллӗ ҫаврашка" вӑйӑ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3879488

Ҫак ыйтусем тавра калаҫмалли, муниципалитет шайӗпе илсен те, сахал мар.

Help to translate

Ҫут ҫанталӑк — пысӑк пуянлӑх // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bba%d1%85/

Шкул умӗнчи «ҫемҫе кавир» сарнӑ спорт площадки ял ачисене ҫеҫ мар, хуларан килнисене те хӑй тавра пуҫтарать.

Help to translate

Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ тата ҫӗнелсе улшӑнать // Светлана ПАВЛОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %82%d1%8c/

Унӑн ҫӗрӗ ҫинче, кашни кил-ҫуртпа тӳремре чӑн-чӑн авллӑхпа ӗнерхи тата хальхи ҫӗнӗлӗх тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑран, уява килнисенчен кашниех хӑйӗнчен хӑй ҫапларах ыйтнӑн туйӑнать: «Мӗншӗн-ха эпир, ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулсан та, хамӑрӑн аваллӑха, ӗмӗрсем хушши йӑл илсе, ҫӗнелсе тата аталанса пынӑ, хуллен-хулленех вӑй пухса лайӑхланнӑ йӗркесене упрасси тата аталантарасси пирки тӗплӗн шухӑшламастпӑр?

Help to translate

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Ҫавна май асӑннӑ ыйту тавра ӑслӑлӑх конференцийӗсем, симпозиумсем ирттереҫҫӗ, медицина специалисчӗсем вырӑнсенче пулса халӑхпа профилактика калаҫӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Амӑшӗпе ачасене — тимлӗх // Ирина СМИРНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... bbe%d1%85/

Манӑн пӗтӗм тытӑма ҫавӑрса илес тӗллев ҫук — пӗр ыйту тавра ҫеҫ кӗскен сӑмахласшӑн.

Help to translate

Айван пулар мар // Н. ГАВРИЛОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b0%d1%80/

Сирӗн тавра ырӑ сунманнисем, ӑмсанакансем нумай.

В вашем окружении много недоброжелательных и завистливых людей.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере япӑх сунакансем ура хума пултарӗҫ, сирӗн тавра элек явӑнас хӑрушлӑх та пур.

На этой неделе стоит опасаться, что недоброжелатели могут строить козни, а также вокруг вас могут плестись интриги и сплетни.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрре куҫ хупса илнӗ самантра Ача-пӑча тулать мучи тавра.

Help to translate

Ленин ялта // Аркадий Лукин. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 4

Пӗр формисӗр пуҫне, урӑх широтана куҫнӑҫемӗн хӑвӑртланни улшӑнса пынин тепӗр сӑлтавӗ Ҫӗр хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра ҫавӑрӑнни пулать.

Help to translate

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Калӑпӑр, R₁ тата R₂ — икӗ планетӑпа Хӗвел хушшинчи вӑтам инҫӗшсем: Т₁ тата Т₂ — вӗсем Хӗвел тавра ҫавӑрӑннин периочӗсем.

Help to translate

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed