Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Ҫав самантрах виҫӗ-тӑватӑ рабочи, Макаров ҫине ҫилӗпе пӑхса, кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав самантрах пӑшал персе яни илтӗнчӗ.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тарҫӑра пурӑнакан хӗр, ҫав асамат кӗперрине курсанах, тимӗр кӑвак лаша ҫине утланнӑ та лашине сиккипе чуптарса асамат кӗпере айӗнчен тухнӑ, ҫав самантрах вӑл арҫын пулса тӑнӑ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫав самантрах премӗке хӗврен кӑлартӑм та Ҫемука петӗм.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав самантрах пӑрахут сасси сывлӑмлӑ улӑх тӑрӑх янӑраса кайрӗ.

Help to translate

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав самантрах сасартӑк манӑн ура шуса кайнипе эпӗ шыва шампӑр! турӑм, ҫухӑрса ятӑм, шывран тухасшӑн чун хавалӗпе тапаланма пуҫларӑм.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Килкартинче ура сассисем илтӗнчӗҫ, ҫав самантрах витене атте чупса кӗчӗ.

Help to translate

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак самантрах (ним тӑхтаса тӑмасӑр!) унӑн тула тухма каймалла.

Ему нестерпимо, сию секунду надо в туалет!

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак самантрах!

Help to translate

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем ӳсӗр этем арӑмне кӳпкенине курса шӑл йӗрсе тӑнипе тарӑхнӑ Янтул ҫав самантрах ӳсӗре чарма пикеннӗ.

Вступился однажды за женщину, которую избивали пьяницы, —

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак самантрах!

Help to translate

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни ырӑ ӗҫшӗн ҫав самантрах тав тӑвасса кӗтсе тӑни — намӑс ӗҫ.

И в такую минуту он должен рассыпаться в благодарности за все, что для него сделал Яндул?..

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак самантрах!

Сию минуту!

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хыпса илнӗ ҫӗнӗ шухӑшне халех, ҫак самантрах арӑмне каласа парас килчӗ пулсан та тӳсрӗ Янтул, вӑратмарӗ ӑна.

Яндулу, конечно, не терпелось сию минуту поделиться с женой своим решением, но он не стал ее будить —

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пит ҫине тӑкӑнакан юр ҫав самантрах шыв пулса юхса анать.

Падающие на лицо хлопья тотчас стекают ручейками по разгоряченным щекам.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таҫтан ҫав самантрах хуткупӑс кӗвви илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

«Кӗҫех, халех, ҫак самантрах эпӗ пӑрахса каятӑп», — тет Ухтиван хӑйне хӑй.

«Вот и все, сейчас брошу все — и конец…» — говорит себе Ухтиван.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шывлӑ лаххана кашни самантрах хӑйӑ сӑмси ӳке-ӳке чӑшлатса сӳнет, пӗчӗк пӑс кӑларать.

Как только догорает лучина, она быстро заменяет ее новой, а эту топит в лохани с водой.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗр кӗмӗл пек кашни самантрах улшӑнса тӑма — пӗрре хаярланма та йӑвашланма е кӑвакарса кайса чӗтресе ӳкме, ҫав самантрах хӑйне алла илсе савӑнӑҫлӑн кулса яма пултараканскер, хыткан кӗлеткеллӗ те тимӗр пек ҫирӗп ал-ураллӑскер, вӑл лаҫҫине уҫсанах ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать.

Живой, подвижный, он меняется в лице и чувствах мгновенно: вот он вскипел от ярости, побагровел, руки затряслись, как в лихорадке, — и тут же взял себя в руки: лицо помягчело, и он уже смеется радостно, балагурит, всегда поджарый, крепкий, под стать любимому им железу, едва он открывает дверь кузницы, как в нее тут же набивается народ.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed