Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Юмӑҫ пӗр тӑм чашӑк шыв тултарчӗ те ӑна лутра та пӗчӗк сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ те шухӑша путрӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем утчӑрах — Ахтупай аллинчи пӗрнине ҫӗре пӑрахрӗ те Эрнепие ун ҫине лартрӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарс черккине лартрӗ те сӑмаха итлесе пӗтерме хушрӗ.

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Поэт хӑйӗн сӑввисене Саадипе Фирдоуси сӑввисене кӗртсе вӗсемпе хутӑштарса вуларӗ, чаплӑ поэтсен сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ чух юри хӑйӗн сӑввисенчи йӗркесене кӗрте-кӗрте лартрӗ.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас, кӗсьерен ҫӗҫӗ туртса кӑларса, унпа хаким нухайне татӑкӑн-татӑкӑн вакларӗ, унтан пиҫиххине салтса илсе Урасмет аллисене хыҫалалла туса хыттӑн ҫыхса лартрӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртри шӑшисене тытма капкӑн туса лартрӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Каяс умӗн вӑл юлашки эрехе ӳпӗнтерчӗ, анчах Анна татах илсе тухса лартрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Васкасах ӗнине сунӑ Анна пӳрте кӗрсен тем хушӑра сӗтел те пуҫтарса лартрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Каччӑ купӑсне лартрӗ те, ҫири ҫӳхе пиншакне хывса, Елюк хул пуҫҫи ҫине уртса ячӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Алексей Петрович сӑмсине темиҫе хут туртса илчӗ, шлепкине тӑхӑнса лартрӗ.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Иртнӗ ҫулта Петӗр, хӑй уйрӑлма хатӗрленсе, пӳрт лартрӗ, кӑмакине те хӑех купаларӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫыр, — чернил кӗленчи пырса лартрӗ вӑл ман ума.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Каҫхине, пылпа чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, Иван Сергеевич мана ҫыру ҫырма лартрӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Гурий Иванович сӑмахӗсене илтнӗ хуралҫӑ пуҫне вӑшт ҫеҫ ҫӗклерӗ, анаслас килнӗрен шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Часах Алимпи амӑшӗ, хӑйсем патне мӗнле ҫын килнине пӗлсе, сӗтел ҫине ҫӑмартапа чӑкӑт ӑшаласа пырса лартрӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Алимпи хӑнана тӗпелелле ирттерсе лартрӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Агнис тулли шыв витрисене лаҫ умӗнчи нар ҫине лартрӗ те пӳрте кӗрсе ҫӳлӗк ҫинчен кӗнеке илсе вулама тытӑнчӗ.

Агнисса полные ведра поставила на нары возле лачуги, вошла в дом, взяла с полки книгу и начала читать.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫамрӑк ҫын чемоданне ҫерем ҫине лартрӗ, хӗр вӑшт кӑна килне чупса кӗрсе ҫутӑ курка илсе тухса пачӗ.

Молодой человек поставил чемодан на траву, девушка быстро забежала домой и принесла светлую кружку.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Сержант, вырнаҫса, йытта хӑйпе юнашар лартрӗ, ачашларӗ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed